Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

палӑрчӗ (тĕпĕ: палӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах халӗ, арӑмӗ каланӑ хака илтсен, хайхи чӑрмав йывӑрӑшӗ самай ӳсни палӑрчӗ.

Помоги переводом

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Маринэ килсе кайнӑ хыҫҫӑн нумаях та вӑхӑт иртмерӗ — Тарановшӑн тепӗр савӑнӑҫ ҫитрӗ: радиопа «Пурнӑҫ курки» янрарӗ, кичем палатӑра кӑмӑла ҫӗклентерекен ҫепӗҫ кӗвӗ янранинчен ытларах ӑна урӑххи хавхалантарчӗ: ара, диктор ҫапларах каларӗ-ҫке: «Пурнӑҫ курки» юррӑн сӑмахӗсене ку таранччен эпир Ямаш Ваҫҫипе Сулагаев ҫырнӑ тесе шутланӑ, халь вара, тӗплӗн тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн, ҫакӑ палӑрчӗ: сӑввин чӑн-чӑн авторӗ — Сехмет Сантӑркки.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫак самантра вӗрентекенсем уйрӑмах хумханни палӑрчӗ.

Помоги переводом

«Ҫулталӑк вӗрентекенӗ – 2023» конкурс лауреачӗсем паллӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60609

Ҫав вӑхӑтра Валерия Ивановна кӑна мар, альбом хуҫийӗ те пӗрре те унран кая мар хумханни палӑрчӗ

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Унӑн шурӑ тӗслӗ пичӗ кӑштах хӗрелнӗччӗ, анчах вӑл ывӑнни аван палӑрчӗ.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Чирлӗ ҫын, пуҫне пӑрса, ҫав блокнот ҫине пӑхрӗ те, унӑн туйӑмсӑр сӑнӗ сисӗнмеллех улшӑнса кайни палӑрчӗ, куҫӗсем те темле ҫуталса илчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ваҫҫа куҫӗсенче йӑлтӑр куҫҫулӗ палӑрчӗ.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ҫак кун ун чӗрин вӗри таппи, ун кӑмӑл-туйӑмӗн таса ҫамрӑклӑхӗ пушшех те уҫҫӑнрах палӑрчӗ.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Хӗллехи каникул вӑхӑтӗнче пӗррехинче Люся чирлесе ӳкнӗ тенине илтрӗм, каярахпа Люся йывӑр ҫын иккенни палӑрчӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Сасартӑк унӑн пичӗ ҫинче йӑл кулӑ палӑрчӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Тата совет обществинче пӗр чӗлхе патне пымалли ҫулӗ те уҫҫӑнах палӑрчӗ, ку ҫул — тӗрлӗ халӑхсем хӑйсен, тӑван чӗлхине пӑрахса, майӗпен вырӑс чӗлхи ҫине куҫса пырасси.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Анчах та театра ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштарнӑ хыҫҫӑн лартнӑ малтанхи драмӑллӑ спектакльсемех («Никита Бичурин», «Нарспи» тата ыттисем те) халичченхинчен лайӑхрах пулса тухни палӑрчӗ.

Помоги переводом

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Анук хӗрелсе кайрӗ, унӑн питӗнче икӗ енче икӗ путӑк палӑрчӗ, куҫӗ хаваслӑн йӑлкӑшса илчӗ.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

«Ӑна хуйха-суйхӑ кӑшлать ӗнтӗ», — шухӑшлаттӑм эпӗ, анчах каярахпа урӑххи палӑрчӗ: укҫине хӗрхеннипе Упандиров хыт кукарланать иккен.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Мана ӑнланма тӑрӑш: упӑшкаран уйрӑлас тесе вӗткеленсе ҫӳренӗ вӑхӑтра ман ҫие юлни палӑрчӗ.

Помоги переводом

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

— Эсӗ? — хуралҫӑсем тӗлӗнни тӳрех палӑрчӗ.

Помоги переводом

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Оренбург патӗнче те, Хусан таврашӗнче те ҫакӑ лайӑх палӑрчӗ.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр куҫӗнче халиччен пулман ачашлӑх туиӑмӗ палӑрчӗ.

Помоги переводом

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран палӑрчӗ: иккӗшӗ те коммунистсен арӑмӗсем.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук каланӑ тӑрӑх Ҫӑрттан кӳллинче те пулӑ пурри палӑрчӗ, анчах ӑна тытмалли нимӗнле хатӗр ҫукки пурне те шухӑша ячӗ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней