Поиск
Шырав ĕçĕ:
Октябрьти социализмла Аслӑ революци пулнӑранпа ҫирӗм пӗр ҫул тултарать…» —Исполняется двадцать один год Великой Октябрьской социалистической революции…»
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ун ҫамкине «Сывӑ пултӑр Октябрьти социализмла Аслӑ революци 13 ҫул тултарни!» тесе ҫырса ҫакнӑ, В. И. Ленинпа И. В. Сталин портречӗсене вырнаҫтарнӑ, вӑрӑм шертесем ҫинче хӗрлӗ ялавсем вӗлкӗшеҫҫӗ.
Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Октябрьти революци пулнӑранпа вун виҫӗ ҫул тултарать.
Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Октябрьти Социализмлӑ Аслӑ революци 25 ҫул тултарни ҫинчен доклад тума Государство Оборона Комитечӗн председательне Сталин юлташа сӑмах паратӑп, — терӗ пӗр арҫын сасси.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫак кил-йыш тӗслӗхӗнчен эпир пӗтӗм чӑваш халӑхӗ утса тухнӑ ҫула та, вӑл Октябрьти Аслӑ революципе граждан вӑрҫи ҫулӗсенче мӗнле пурӑннине те, ҫӗнӗ пурнӑҫ тума тытӑннине те пӗлсе юлатпӑр.
Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.
Ҫулсем иртнӗҫемӗн Октябрьти Аслӑ революципе граждан вӑрҫине астӑвакан ҫынсем ҫеҫ мар, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫапӑҫнисем те сахаллансах пыраҫҫӗ.
Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.
Октябрьти революци вунӑ ҫул тултарнине Шупашкарта уявлани чӑваш ачисемшӗн пушшех пысӑк пӗлтерешлӗ-ҫке! — сасартӑк ҫӗкленсе кайрӗ Ефремов.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Кӑҫал Октябрьти революци пулнӑранпа вунӑ ҫул ҫитет, пичче: паллах, хальхи ял — авалхи мар, унта ҫӗн шухӑшлӑ этем ӳсет.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Тӳрех калам, Октябрьти революци пулман пулсан, вак халӑхсен несӗлӗ пӗтес патнех ҫитнӗ пулӗччӗ.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Октябрьти революцичченех халӑх хушшине ирӗк шухӑш сарма нумай пулӑшнӑ Шӗнерпуҫ шкулӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Хроникӑллӑ романӑн виҫҫӗмӗш кӗнекинче Октябрьти революципе граждан вӑрҫи ҫулӗсенчи чӑваш интеллигенцийӗн ӗҫӗ-хӗлне ҫырса кӑтартнӑ.
Элкей Павӑлӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Октябрьти революци хыҫҫӑн Чӗмпӗрти учительсем хатӗрлекен шкулӑн ятне улӑштарнӑ — семинари тенӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Ҫӗне ҫулччен мар — Октябрьти революци кунӗччен унта ҫитмелле пирӗн.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Октябрьти революци хыҫҫӑн Ӗпхӳ кӗпӗрнин Советӗнче эсерсемпе меньшевиксем вӑй илнӗ иккен.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Автономлӑ республикӑсем пуласса шанса, Октябрьти революци ҫӗнтерӗвне хӳтӗлесе хӑварма ырми-канми чӗнчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Мӗн, эпир Совет влаҫӗшӗн ҫапӑҫман-и октябрьти кунсенче?
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Октябрьти революци хыҫҫӑн гимназире унчченхи программӑпах вӗренте пуҫларӗҫ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кӗнекери ӗҫсем Октябрьти Социализмлӑ аслӑ революци ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн пулса иртеҫҫӗ.
Пиччӗшӗпе шӑллӗ // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Национал-уклонистсен шучӗпе, Октябрьти социализмла революци чӑваш хресченне нимӗнле усӑ та кӳмен.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Каярах, чӑнах та, унӑн сӑмахӗ тӳрре тухрӗ: Октябрьти аслӑ революцичченех Никифоров священник санне пӑрахрӗ те каллех ачасене хутла вӗрентме тытӑнчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.