Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ватӑ кайӑк-кӑвакал аҫисем хӑйсен кӗтӗвӗсене йыхӑрса, вӗсене пӑхкаласа ҫаврӑнса, ӗҫ тума тӑрӑшнӑ пек, кӳлӗсем ҫийӗпе шахӑра-шӑхӑра вӗҫсе иртеҫҫӗ.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫил Митридат ҫине ҫӑра пӗлӗт кӗтӗвӗсене хӑвалать, пуҫ тӗлӗнче куҫа йӑмӑхтаракан ҫиҫӗм пушипе хӑлхана ҫурас пек шартлаттарать.Ветер гнал на Митридат густое стадо туч и оглушительно щелкал над головой слепящим кнутом молний.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Акӑ, эпӗ хам казак пулма, Лукашка пулма, лаша кӗтӗвӗсене ҫаратма, чихирь кӳпсе тултарма, юрӑсем шӑрантарма, ҫынсене вӗлерме тата ӳсӗр пуҫпа, эпӗ хам кам-ха тата мӗн-ха тесе шутласа тӑмасӑр, хӗр патне ҫӗр каҫма чӳречерен кӗме пултарсанччӗ!
XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Эпир кулянмастӑмӑрччӗ, — терӗ старик, — Ерошка мучи сан ҫулсенче чухне нагай тутарӗсенне лаша кӗтӗвӗсене вӑрланӑ тата Терек урлӑ хӑва-хӑва каҫарнӑ.
XVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Пьянчук, вӑрӑ; тусем хушшинчен лаша кӗтӗвӗсене хуса килеттӗм, юрӑ ӑсти… пурне те пултарнӑ.Пьяница, вор, табуны в горах отбивал, песенник; на все руки был.
XIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Темиҫе ҫӗр юланутҫӑ пехотӑн пӗтӗм армийӗсене сурӑх кӗтӗвӗсене хӑваласа салатнӑ пек салата-салата янӑ; ку вӑл континент ҫине мӑнкӑмӑллӑ, пӗчӗк ҫӗр хуҫисенчен тӑракан пехотинецсем килсе тухичченех ҫапла пулнӑ; вӗсен ҫав шиклӗх пулман, вӗсем никама та, ниме те ҫапӑҫусӑр паман; утлӑ ҫартан тармалла, тесе шутлама хӑнӑхман ҫав ҫынсем Францие килнӗ те хисеппе хӑйсенчен те иртекен утлӑ ҫара кашни тӗл пулмассерен ҫапа-ҫапа аркатнӑ; Англин сахал йышлӑ пехотинецӗсем Францин утлӑ ҫарӗсене Кресси, Пуатье тата Азенкур патӗнче чаплӑн аркатса тӑкнине пӗлетӗн ӗнтӗ эсӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл ҫурӑмӗ ҫине таянчӗ, чӗнмерӗ, унтан пӑшӑлтатнӑ пек ерипен каларӗ: «Ман айӑпа пула ку алӑ куҫҫуль те сахал мар шӑлнӑ…» — стена еннелле ҫаврӑнчӗ те вилчӗ, кайрӗ леш тӗнчене Власий туррӑн ут кӗтӗвӗсене кӗтме…
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
8. Ҫав таврара хирте кӗтӳҫӗсем пулнӑ, вӗсем ҫӗрле хӑйсен кӗтӗвӗсене хуралланӑ.8. В той стране были на поле пастухи, которые содержали ночную стражу у стада своего.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Чатӑрӗсемпе кӗтӗвӗсене туртса илӗр, тумтирне, япалисене, тӗвисене ярса илӗр, «пур енчен те сехре хӑппи!» тесе кӑшкӑрӑр вӗсене.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Турра каллех сӑнанӑ-тӗрӗсленӗ, Израилӗн Святойне хурланӑ, 42. Унӑн аллине, хӑйсене пусмӑртан хӑтарнӑ куна асра тытман: 43. Вӑл ун чухне Египетра Хӑйӗн паллисене, Цоан хирӗнче Хӑйӗн кӗтречӗсене кӑтартнӑ; 44. вӗсем ан ӗҫейччӗр тесе Нил шывне, вӗсен ҫӑлӗсене юн тунӑ; 45. вӗсене сӑхчӑр тесе вӗсем ҫине хурт-кӑпшанкӑ янӑ, вӗсене пӗтерччӗр тесе вӗсем ҫине шапа янӑ; 46. вӗсенӗн ҫӗр ҫимӗҫӗсене хурта, ӗҫленӗ ӗҫне хӗрлӗ шӑрчӑка панӑ; 47. иҫӗм ҫырлине пӑр ҫаптарнӑ, сикомор йывӑҫӗсене тӑм тивтернӗ; 48. выльӑх-чӗрлӗхне пӑрпа, кӗтӗвӗсене ҫиҫӗмпе пӗтернӗ; 49. вӗсем ҫине Хӑй ҫиллийӗн ҫулӑмне, хаярлӑхне тата инкек-синкек, асап, усал ангелсен ушкӑнне янӑ; 50. Хӑйӗн ҫилли валли ҫул тикӗсленӗ, вӗсен чунӗсене вилӗмрен сыхламан, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне мур чирӗпе пӗтернӗ; 51. Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнисене — Хам чатӑрӗсенчи вӑйӑн пуҫламӑшне — пӗтӗмпех хирсе тухнӑ; 52. Хӑй халӑхне сурӑхсене хускатнӑ пек хускатса кайнӑ, вӗсене, кӗтӳ ҫӳретнӗ пек, пушхирпе ертсе пынӑ; 53. вӗсене шанчӑклӑ илсе пынӑ, вӗсем хӑраман, вӗсен тӑшманӗсене тинӗс хупласа хунӑ; 54. вӗсене Хӑйӗн сӑваплӑ ҫӗрӗ ҫине, Хӑйӗн сылтӑм алли хатӗрленӗ ҫак ту ҫине илсе ҫитернӗ; 55. вӗсен умӗнчен ют халӑхсене хӑваласа янӑ, халӑхсенӗн ҫӗрӗсене вӗсене ӗмӗрлӗхе уйӑрса панӑ, Израиль йӑхӗсене вӗсен чатӑрӗсене вырӑнаҫтарнӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Хир чиккисене куҫараҫҫӗ, выльӑх кӗтӗвӗсене хӑваласа каяҫҫӗ те хӑйсем патӗнче кӗтеҫҫӗ; 3. тӑлӑх-туратӑн ашакне илсе тухаҫҫӗ, тӑлӑх арӑмӑн вӑкӑрне саклата илеҫҫӗ; 4. кӗлмӗҫсене ҫул ҫинчен тӗртсе яраҫҫӗ, ҫӗр ҫинче мӗскӗне юлнисен пурин те пытанса пурӑнма тивет.
Иов 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Кайран вӑл Дамаск айлӑмне аннӑ, ун чухне шӑпах тулӑ вырнӑ вӑхӑт пулнӑ, вӑл тырпул уйӗсене вут тивертсе ҫунтарса янӑ, сурӑх кӗтӗвӗсемпе вӑкӑр кӗтӗвӗсене пӗтернӗ, хулисене ҫаратнӑ, хирӗсене пуш-пушӑ тӑратса хӑварнӑ, пӗтӗм яша хӗҫпе вӗлерсе тухнӑ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Унтан Килики ҫӗрне ярса илнӗ те хӑйне хирӗҫ тӑракансене пурне те ҫапса салатнӑ, ун хыҫҫӑн Арави ҫӗрӗн мал енче кӑнтӑралла выртакан Иафет чикки патне ҫитсе 26. Мадиан ывӑлӗсене пур енчен те хупӑрласа илнӗ, вӗсен кил-ҫуртне ҫунтарса янӑ, вӗсен кӗтӗвӗсене ҫаратнӑ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давид ӗнтӗ Израилӗн мӗнпур ҫулпуҫне, йӑх пуҫӗсене, ҫар ушкӑнӗсен пуҫлӑхӗсене, патшашӑн ӗҫлекенскерсене, тата пинпӳсемпе ҫӗрпӳсене, патшанӑн мӗнпур пурлӑхӗпе хуҫалӑхне, кӗтӗвӗсене пӑхса тӑракансене, хӑйӗн ывӑлӗсемпе хайрансене, ҫарпуҫсене, пӗтӗм паттӑр ара Иерусалима пуҫтарнӑ.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсем Агарь ҫыннисен кӗтӗвӗсене ярса илнӗ: аллӑ пин пуҫ тӗве, икҫӗр аллӑ пин пуҫ вак выльӑх, икӗ пин пуҫ ашак; тата ҫӗр пин ҫынна тыткӑна илнӗ; 22. вилнисем питӗ нумаййӑн пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫак ҫапӑҫу Турӑран килнӗ.
1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Фараонӑн Ҫӳлхуҫа сӑмахӗнчен хӑраса ӳкнӗ хӑш-пӗр чурисем васкавлӑн хӑйсен чурисене, хӑйсен кӗтӗвӗсене килӗсене пуҫтарнӑ; 21. Ҫӳлхуҫа сӑмахне хӑйӗн чӗрине илменнисем вара хӑйсен чурисене, хӑйсен кӗтӗвӗсене хиртех хӑварнӑ.
Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Иаков ҫав путексене уйӑра-уйӑра илнӗ, хӑйӗн выльӑхне Лаванӑн чӑпар тата хура выльӑхне курмалла тӑратнӑ; хӑйӗн кӗтӗвӗсене уйрӑм тытнӑ, вӗсене Лаван выльӑхӗпе пӗрле хутшӑнтарман.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.