Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Кайӑпӑр, — кӑмӑлласах килӗшрӗ Михал Михалыч.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Дульник ҫапла майпа Сашӑна кӑмӑлласах кайманни юлташла кӗвӗҫнине пӗлтернӗ пек туйӑнчӗ мана.По-моему, Дульник чувствовал к Саше неприязнь просто от дружеской ревности.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Устин Анисимовичӑн сывлӑхсӑртарах арӑмӗ, эпӗ кӑмӑлласах кайманскер, вырӑн сарса мана ҫывӑрма вырттарчӗ.Болезненная жена Устина Анисимовича, которую я недолюбливал, разобрала кровать, уложила меня.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Сталинград ҫинчен вӑл хӑйне лартса каякан шоферсене те, хӑйсен котелокӗсенчен апат ҫитерекен боецсене те каласа пачӗ, — ӑна пурте кӑмӑлласах итлерӗҫ: вӑл хӑй те, унӑн туйисем те халь истори аллинче пулнӑ ӗнтӗ.
11 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Капитансем Антонов тӑвакан разведкӑпа кӑмӑлласах килӗшнӗ.
Пӑр ҫинчи разведка // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
— Эпӗ кӑмӑлласах акӑлчанла хатӗрленӗ пӗр стакан чей ӗҫӗттӗм.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Акӑ темиҫе тӗслӗх, Шупашкарти Мускав ҫыранне, Канаш хулинчи общество территорине, Елчӗк районӗнчи парка хӑтлӑх кӗртнӗ хыҫҫӑн ҫав вырӑнсене халӑх кӑмӑлласах ҫӳрет.
Ҫынсем — хӑйсен ялӗн архитекторӗсем // Авангард. Авангард, 2021.03.19
Ҫак схема пирки те ӗнтӗ Синицкие Бакуна командировкӑна ячӗҫ, анчах вӑл ҫапах та нефть шыраса тупас ӗҫе кӑмӑлласах каймасть…
Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Кӑмӑлласах кайман вӗсем ӑна.
VI // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Хута сюртук кӗсйине чиксе, пур тӳмисене те тӳмелесен, Воропонов Алексей, Мирон тухтӑр тата еврейсем хӗтӗртнипе пӗрисем — ним ӑнланмасӑр, теприсем — ятарласа, хӑйсем усӑ курасшӑн патшана хирӗҫ пыракан ҫынсем ҫине ӳпкелешме тытӑнчӗ; аслӑ Артамонов унӑн ӳпкелешӗвӗсене кӑмӑлласах итлерӗ, ун майлӑ пулса калаҫкаларӗ, тутисем кӑвакарса кайнӑ Воропонов Вера Попова ҫинчен хаяррӑн калаҫма тытӑнсан тин вӑл ҫирӗппӗн: — Вера Николаевна ку ӗҫе нихӑш енчен те хутшӑнман, — тесе хучӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах Беридзе Таньӑна кӑмӑлласах итлерӗ, вӑл каласа пани ӑна хурлантарчӗ.Но Беридзе было интересно слушать Таню, его растрогал се рассказ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Эх, эпӗ кӑмӑлласах кайса килнӗ пулӑттӑм!
6 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Ҫийӗнчен тата Урнашкана ял ҫыннисем те кӑмӑлласах каймастчӗҫ.
XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Йӗлтӗре ҫапла майпа тупнине канарейкӑсем ӗрчетсе усӑллӑ ӗҫ тӑвакан обществӑсем, уйрӑмах судья кӑмӑлласах кайман пулӗччӗҫ.Этот способ не поощрило бы благотворительное общество разведения канареек, а судья тем более.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Старик сӑмахне Тёма кӑмӑлласах йышӑнчӗ.
Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Профессор пит выҫӑхса ҫитнӗ ҫын пек васкаса ҫирӗ; эпӗ выҫнине мӗнне пӑхмасӑр, пит кӑмӑлласах ҫимерӗм, апат ҫине пӑхассӑм та килмен пек ҫикелерӗм.
XLII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Джонсон кӑмӑлласах каласа парать, нимӗн те пытарса хӑвармасть пулмалла.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Француз вӗсене иккӗшне те кӑмӑлласах итлет.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Степанида ӗҫе малтан кӑмӑлласах йышӑннӑ.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Макин кӑмӑлласах килӗшрӗ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.