Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

куҫҫуль сăмах пирĕн базăра пур.
куҫҫуль (тĕпĕ: куҫҫуль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салтака каякан яш-кӗрӗм пил паракан ашшӗ-амӑшне итленӗ май куҫҫуль юхтарсах йӗрет:

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Элиме куҫӗнче куҫҫуль тӑчӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Ура татах та хытӑрах ыратма пуҫларӗ, манӑн хӗрарӑм чӑтӑмӗ пӗтсе пырать, — шӑлӗсене ҫыртса куҫҫуль витӗр пӑшӑлтатрӗ Элиме.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Камайӑн урисем лӗнчӗр кайрӗҫ, вӑл стенаран тытса ерипен шуса анчӗ те сак ҫине лӗнчӗр ларчӗ, питрен улшӑнчӗ, вӑл шурӑ пир пек шуралса кайрӗ, куҫӗсем тунсӑхланчӗҫ, вӗсенчен куҫҫуль юхса анчӗ.

Помоги переводом

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Пӗррехинче уйӑх пуҫламӑшӗнче килнӗ Камай амӑшӗ куҫҫуль юхтарса ларнине курчӗ.

Помоги переводом

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Хӗрӗ ҫавӑн пек хӑтланнишӗн амӑшӗ куҫҫуль юхтарса тӑрса юлнӑ.

Помоги переводом

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Амӑшӗ, куҫҫуль юхтарса, чӗтревлӗ тутисемпе калать:

Помоги переводом

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Куҫҫуль кӑлармасӑр пӑхса та лараймӑн.

Помоги переводом

Юрласан чун-чӗре тасалать // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50173-yurl ... re-tasalat

Пӗлетӗп: вӑл — куҫҫуль тумланӑ вырӑн.

Помоги переводом

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Ҫулсем иртӗҫ, ӗмӗрсем ылмашӗҫ — пур пӗрех куҫҫуль пек ҫутӑ, ҫӑл куҫ евӗр таса, ҫуркунне пек хаваслӑ уяв кашнин асӗнче юлӗ.

Помоги переводом

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

Вӗсене, — хӗрарӑм куҫӗнчен куҫҫуль чӑлтӑр сирпӗнет, — эпӗ халӗ те чунтан юрататӑп.

Помоги переводом

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тутри йӗпеннӗ пулмалла, — Куҫҫуль пекех тумлать тумла.

Помоги переводом

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Куҫҫуль тумламӗсем питҫӑмарти тӑрӑх майӗпен, чӗтрене-чӗтрене, анса ҫухалаҫҫӗ.

Помоги переводом

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Право» сӑмаха илтсен, сӗткенӗ пӗрхӗнсе тӑракан ҫурхи хурӑна пуртӑ вӗҫӗпе лач тутарнӑн, Маруҫ куҫӗнчен куҫҫуль чалтӑр сирпӗнсе тухать.

Помоги переводом

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑл пӑрӑнса утсанах виҫҫӗн тан ларса, шӑпӑр-шӑпӑр куҫҫуль юхтарса йӗреттӗмӗр.

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Унашкал сӑмаха, ывлӑм, ват пек йӳҫӗ куҫҫуль юхтарнипе те, чышкӑ чӑмӑртаса хӑлаҫланнипе те шалтан, чунран хӑваласа кӑларма ҫук.

Помоги переводом

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӑраххӑн йӑрӑлтатса тухнӑччӗ Пӑлаки аппа куҫӗнчен куҫҫуль тумламӗсем.

Помоги переводом

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Сӗрме купӑс, хӑйӗн юратнӑ хуҫипе каллех тӗл пулнӑшӑн савӑннӑ евӗр, макӑрнӑ та кулнӑ; Петр Петровичӑн пӗртен-пӗр куҫӗнчен шултра куҫҫуль тумламӗсем шӑпӑртатнӑ.

Помоги переводом

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Урӑх нимӗн те кирлӗ мар: музыка та, куҫҫуль те…

Помоги переводом

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Куҫҫуль тумламӗсене никам та пытарман.

Помоги переводом

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней