Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кольӑна эпир аван штатски костюм тӑхӑнтартӑмӑр, ку костюмпа вӑл питех те килӗшӳллӗ курӑнчӗ, эпир пурте ун ҫине савӑнса кӑна пӑхса тӑтӑмӑр.
Чăн чăннисенчен те лайăхрах // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Астрономи профессорӗ пиртен кулкаласа: — Хӑюллӑн тӑхӑнӑр, ан хӑрӑр! Кунашкал костюмпа йӑраланма мар, шӑрчӑк пек те сиккелесе ҫӳрӗр-ха, — тет.
Уйӑх ҫинче // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Кайри пӳлӗмре чӑнласах чуптунӑ: пӗри — Бауман, тепри — ҫӳллӗ кӑна, яштака, хитре, хытканрах, пит-куҫӗнчен пӑхсан ытла та хулӑн пек курӑнаканскер, ҫуллахи илемлӗ костюмпа, тӗк тыттарнӑ пысӑк та капӑр шӗлепке тӑхӑннӑ хӗрарӑм.
X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ачине вӑл аллипе тытса тӑратчӗ, ачи шурӑ костюмпа, ҫухи унӑн матроссен пек кӑвак, хӑюпа эрешлентернӗ тата — темшӗн — сапунпа.
XXXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑл ҫӗнӗ Костюмпа, спорт костюмӗпе, пулнине эпӗ класра асӑрхаман та иккен.В классе я не заметила, что на нем новый шерстяной спортивный костюм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Ҫавӑн пек костюмпа парта хушшине ларма та намӑс.
«Эпӗ — халех» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Вӑл ҫакӑн пекскер пулнӑ: хӑмӑр костюмпа, галстукпа (асӑрхаса юлӑр: хура гимнастеркӑсӑр, сарлака сарӑ пиҫиххисӗр), пӗвӗ вӑтам, сарӑ сӑнлӑ, ҫаврака питлӗ, хаваслӑ, пуралла, шахматла выляма юратать; ачисем пур унӑн (иккӗ), унӑн арҫын ачи ун патне райкомах чупса пырать те, заседани пурри-ҫуккине пӑхса илсе: «Атте, эпир ҫирӗктӑрри тытрӑмӑр», тесе пӗлтерет.
2 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Хресченсенчен пӗри пуртӑ ҫӗкленӗ, теприн аллинче — пӑхӑр хуран, виҫҫӗмӗшӗнче — пӑхӑр опрыскиватель (пӑхӑртан тунӑ япаласене нимӗҫсем яланах тытса илеҫҫӗ), тӑваттӑмӗшӗ хулпуҫҫи ҫине ут таврашӗсем ҫакса янӑ; пӗрин умӗнче, юр ҫинче, тӗтӗмпе ӑшаласа типӗтнӗ сало выртать, теприн умӗнче ҫу тултарнӑ бидон ларать, темле яш ача чӗркуҫҫи ҫине Шумадире тӑхӑнакан кӑвак пустав костюмпа праҫникре тӑхӑнмалли хӳхӗм шлепкене хунӑ; платна хӗрарӑм аллинче шурӑ ҫӑм ҫип ҫӑмхи пур; хӗрсем хӑйсен парнисене — кӗпесем, нускисем, кавирсем илсе килнӗ; ача-пӑчасӑр хӗрарӑмсен аллисенче ҫатмасем, ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ турилккесем, сӑрпа эрешлентернӗ кӑвак тимӗр чӳлмексемпе кил-ҫуртри ытти япаласем курӑнаҫҫӗ, кунта урамсемпе килкартисенче пеме пуҫласан илсе тухнӑ ал айне, куҫ умне лекнӗ хатӗр-хӗтӗрсемпе ытти вак-тӗвек япаласем выртаҫҫӗ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Малта курпунтарах та ҫӳллӗ, салхуллӑ та ыйхӑллӑ сӑн-питлӗ краснофлотец утать, ун хыҫҫӑн пуҫсӑрланнӑ, ҫилленсе ҫитнӗ ҫичӗ «пулӑҫӑ» пыраҫҫӗ, вӗсем симӗс пустав костюмпа, ула фуфайка тӑхӑннӑ.
VI // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Пӗри — ҫӗнӗ кӑвак костюмпа, пичӗ унӑн пӗчӗкҫеҫчӗ, ҫӳҫӗ сап-сарӑ, тути ҫӳхе.Один — в новеньком сером костюмчике; лицо у него было тонкое, светлые волосы, маленький рот.
1 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫакӑн вырӑнне вӗсем арена ҫине ҫапӑҫмалли костюмпа тухнӑ Деннине татах тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ.Новый взрыв аплодисментов приветствовал Дэнни, когда тот шел обратно.
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Хӑй вӑл чаплӑ костюмпа.
Ӗмӗтсемпе ӗҫсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Вӑл ҫӳхе шевиотран ҫӗлетнӗ ҫӗнӗ костюмпа, сарлака ҫухаллӑ шурӑ кӗпепе трибуна патне тӑнӑ та, трактор ҫине куҫ илмесӗр тенӗ пек пӑхать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ӑна костюмпа пальто ҫӗлесе парать.
Ӑнланма май ҫук япала // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Эпӗ Сан-Лоренцӑна ҫитсен, мана валли костюмпа грим шырана вӑхӑтра, кӑшт канма пултаратӑп.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Уйӑхӗ-уйӑхӗпе вӑл пӗртен-пӗр костюмпа, ҫыхса тунӑ пӗртен-пӗр ҫӑм кӗпепе ҫӳрет.Месяцами ходит он в одном костюме, занашивает едва ли не до черноты рубашки.
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑл ӗнтӗ нумайранпа куҫкӗски ҫине пӑхман: ҫитменнине тата ун ҫулӗнчи ҫынсем хӑй ҫӗнӗ костюмпа мӗнле иккенне куҫкӗски витӗр курасшӑнах ҫунаҫҫӗ ҫав.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
«Ҫынсем каларӗшле, ҫак костюмпа палламан ҫуртра пӗрремӗш хут пулмашкӑн тивӗҫлӗ мар тесе шутлама уйрӑмах тавҫӑруллӑ пулма кирлӗ мар», такамран тӑрӑхласа кулнӑн шутларӗ студент.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Йӗпе костюмпа витӗрех шӑнса кайса, вӑл магнитофонне кӗсйипе пытарчӗ те ҫывӑхри чул куписем патне хуллен упаленсе кайма шутларӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Лӳчӗркенсе пӗтнӗ йӗп-йӗпе костюмпа, кантра пек ҫакӑнса тӑракан тӗрлӗ тӗслӗ галстукпа вӑл темӗнле килӗшӳсӗр курӑнать.В мокром, мятом костюме, с пестрым галстуком, висевшим, как веревка, он выглядел довольно нелепо.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.