Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

картлашкасем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй вагон патне, картлашкасем патне ҫывхара-ҫывхара пырать.

А сам все ближе, все ближе подходит к вагону, к ступенькам.

V сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Сирӗн куҫ умне чуллӑ ҫырансенчен анакан шавлӑ юханшывсем, ун ҫыран хӗррисенчи ҫӑра тростник тӗмӗсем, вӑрмансем, — унта халь те тигрсем тӗл пулкалаҫҫӗ-ха, пур енӗпе те курӑнса выртакан сӑртсем курасшӑн: Гималай патне ҫитичченех пӗлӗтелле хӑпаракан пӑр картлашкасем, ту аяккинчи мӗнпур илемлӗх; ҫунӑк тӗслӗ тӗксӗм пушхирсем; бананпа финик ращисем; шуррӑн-симӗссӗн курӑнакан ҫӗр мамӑк уйӗсем тухса тӑраҫҫӗ.

Перед вами пройдут огромные реки, текущие в скалистых берегах и украшенные густыми зарослями тростников, леса, где еще бродят последние тигры, горы во всех их очертаниях; ледяные лестницы, ведущие к небу вплоть до гималайских гигантов, вся яркость предгорий, темная ржавость пустынь, банановые и финиковые рощи, белые с зеленым хлопковые поля.

Шкулта мӗнле вӗрентеҫҫӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Эпир аяла анса ҫитсен картлашкасем каллех урай пек пулса тӑчӗҫ.

А когда мы приехали, ступеньки опять стали как пол.

Эпӗ метрора ҫӳрени // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Пурте картлашкасем ҫинче тӑрса аялалла анаҫҫӗ.

И все едут вниз на ступеньках.

Эпӗ метрора ҫӳрени // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Пирӗн умра татах картлашкасем, вӗсем ҫинче те пиччесем, аппасем, инкесем, арҫын ачасем тӑраҫҫӗ.

И впереди тоже ступеньки, и на них стоят дяди, и тёти, и ещё мальчики.

Эпӗ метрора ҫӳрени // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Унта эпир йӗпе чул картлашкасем тӑрӑх темле подвала антӑмӑр.

Там по мокрым каменным ступеням мы спустились в подвал.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вар тӗпӗнче кукӑр-макӑр ҫурӑксем тӑсӑлса выртаҫҫӗ, сӗвекӗсенче кӑна сайра курӑк ӳсет, аяларах вара шыв ҫинипе пулса тӑнӑ картлашкасем пур.

На дне змеятся трещины, по откосам только сверху растет редкая трава, а ниже ступеньками падают обрывистые подмывы.

Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Чӑнкӑ картлашкасем тӑрӑх, ансӑр хушӑксемпе пӗчӗк кӗперсем урлӑ ӑна ҫил ҫунат ертсе пырать тейӗн.

Будто крыло ветра несло его по крутым лесенкам, через узкие переходы и мостики.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кунта та тусанӑн хулӑн сийӗ: Магр майра патша статуйи ҫинче, картлашкасем ҫинче, тӗрлӗ япала ванчӑкӗ-татки ҫинче.

Здесь тоже лежала пыль, — на статуе царицы Магр, на ступенях, на обломках утвари.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пиллӗкмӗшӗ картлашкасем ҫинче пуҫӗпе — аялалла.

Пятый лежал вниз головой на ступенях.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӑсланкӑ, ҫӑмламас темӗнле чӗр чун картлашкасем патнех йӑпшӑнса ҫывхарчӗ те Гусев ҫине фосфорлӑ куҫӗсемпе пӑхать.

К самым ступенькам подкрался какой-то длинный, мохнатый зверёк и глядел на Гусева фосфорическими глазами.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӗреклӗ ҫын, хытӑ уксахласа картлашкасем тӑрӑх хӑпарчӗ.

Коренастый человек, сильно прихрамывая, взошел по ступенькам.

6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

«Пуринчен пахи — вӑхӑта тӑсни», тесе шухӑшларӗ вӑл, чалӑш-тӗлӗш картлашкасем тӑрӑх анса.

«Главный выигрыш — время», — думал он, шагая по шатким ступенькам.

6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Терентий Петрович картлашкасем тӑрӑх сцена ҫинчен аннӑ хыҫҫӑн зал шӑплансан, райком секретарӗ тӑчӗ те ҫапла каларӗ:

Когда Терентий Петрович спустился по ступенькам со сцены и зал притих, секретарь райкома встал и сказал:

Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.

Шӑмми-шакки тӗреклӗ, пӗвӗ вӑтам пӳрен ҫӳллӗрех, хырӑмӗ самаях хулӑн, урисем пӗр-пӗринчен чылай аякра тӑраҫҫӗ те ҫителӗклех ҫирӗп; пуҫӗ пысӑк, ҫамки ансӑртарах, анчах ытлашши ансӑрах та мар; сӑмси лаптакрах, сарлака та пуклак вӗҫлӗ, кӑвакрах тӗслӗн ҫутӑлса тӑрать; аялти тути, пӗтӗмӗшпе илсен, ҫӳлти тутинчен икӗ хут ҫурӑ хулӑнрах, анчах ытла кансӗрлемеллех хулӑн мар; пичӗ ҫинчи икӗ тарӑн пӗркеленчӗк — пурнӑҫра хура-шур курнипе пулнӑскерсем мар, ҫу пухӑнса кайнипе пулнӑ картлашкасем кӑна; кун пек пит ҫинче пысӑк куҫсем пуласса кӗтмелле, анчах та вӗсем пачах урӑхла, пӗчӗккӗ пулса тухнӑ, ҫӗрулми куҫӗсем пек тарӑн путса лараҫҫӗ, вӗсен тӗсне те уйӑрса илмелле мар, те тусанпа, те темскерпе витӗннӗ вӗсем.

Комплекция плотная, рост выше среднего, животик изрядно толст, ноги поставлены довольно широко и прочно; голова большая, лоб узковат, но не так уж узок; нос узловатый, широкий и тупой, слегка приплюснутый, с синим отливом; нижняя губа приблизительно в два с половиной раза толще верхней, но не так уж толста, чтобы мешала; две глубокие морщины — просто жировые складки, а не то чтобы следы когтей жизни; глаза на таком лице надо бы ожидать большими, а они, наоборот, получились маленькие, сидят глубоко, как глазок картофелины, и цвета неопределенного, будто подернуты не то пылью, не то марью.

Вунҫиччӗмӗш прохор, шуҫ ӑстисен королӗ // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Крыльцаран килкартишнелле аннӑ чухне, вӑл хӑйӗн туйине ӳкерчӗ те, ним тума пӗлмесӗр, картлашкасем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, ҫинҫешке те вӑйсӑрскер, шап-шурӑ тӗслӗ аллисемпе карлӑкран тытса тӑрать.

Сходя с крыльца на двор, она уронила костыль и беспомощно остановилась на ступенях, вцепившись в струну перил прозрачными руками, тонкая, слабенькая.

II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Картлашкасем ҫинче выртакан четниксен виллисем урлӑ сике-сике каҫса, Вук алӑк патнелле утрӗ.

Вук по ступенькам направился к дверям, перешагивая через трупы четников.

36 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Сывлӑшпа йӑпанни, тарма шут тытни ӑна хавхалантарса ячӗ, вӑй кӗртнӗ пек туйӑнчӗ, вара унӑн ҫакӑнтанах, ҫак картлашкасем ҫинченех стена патне сиксе ӳкес, алӑпа пралукран ярса тытса, леш енне сиксе каҫас килсе кайрӗ.

Морозный чистый воздух и возбуждение, охватившее Йована при мысли о побеге, придали ему новые силы, ему так и хотелось прямо отсюда, с лестницы, броситься к стене и, ухватившись рукой за колючую проволоку, перемахнуть через нее.

22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Юханшыв айлӑмӗсен тайлӑмӗсенче эпир террассӑсем текенскерсене, урӑхла каласан картлашкасене, куратпӑр; вӑл картлашкасем ҫав вырӑн ҫӗкленнипе пулса кайнӑ, ҫавна пулӑ юханшыв ҫулӗн тайлӑмӗ пысӑкланнӑ, шыв ҫырана вӑйлӑрах ҫӗмӗрме пуҫланӑ, шыв ҫулӗ ҫав юханшывӑн кивӗ юшкӑнӗ ҫине е айлӑмӑн авалхи тӗпне ҫӗнӗрен пырса кӗнӗ.

На склонах речных долин образуются так называемые террасы, т. е. ступени, которые образованы благодаря поднятию местности, вызвавшему увеличение уклона русла рек и поэтому усиление размывающей силы воды и новое врезание русла в старые отложения той же реки или в коренное дно долины.

5. Тусене мӗнле вӑйсем тунӑ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Ҫурӑксемпе картлашкасем ҫинчи хӳтлӗхре тӗмсемпе йывӑҫсем ӳсеҫҫӗ.

В трещинах и на уступах приютились кусты и даже деревья.

1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней