Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кайнӑранпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш тӗп театрӗ Шупашкара куҫса кайнӑранпа Тал-Мӑрса ертсе пыракан труппа ӗҫе кунран-кун йывӑрланса пынӑ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Виҫӗ кун киле таврӑнмарӗ Ахтупай сунара тухса кайнӑранпа.

Помоги переводом

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эс пирӗн патӑртан кайнӑранпа ман никампа ҫӳреме ҫукчӗ-ха.

Помоги переводом

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Вӑл килти хыпарсем ҫинчен пӗлтерсе ҫырать, Хӗветӗре салтака илсе кайнӑранпа (ӑна обоза илнӗ, тет) уй-хир ӗҫӗ пӗтӗмпех Кӗпӗрьян ҫине куҫрӗ, тет.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Тухса кайнӑранпа та ҫак пӗр ҫыру ҫеҫ пулчӗ Михаларан.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ашшӗпе упӑшки шуррисемпе тухса кайнӑранпа тӗнче пушаннӑ уншӑн.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шуррисем килсе кайнӑранпа — пӗр пуленкке вутӑсӑр тӑрса юлтӑмӑр.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Упӑшкипе ашшӗ шуррисемпе тухса кайнӑранпа нумай событисем пулса иртрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тухса кайнӑранпа ҫӳреме пӑрахрӗ пирӗн пата, — хурланса каларӗ хӗрарӑм.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пурӑнкаланӑ ҫапла йӳнеҫтерсе Павлуш пиччӗшӗ салтака тухса кайнӑранпа.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чернова арестлесе илсе кайнӑранпа Эльгеев ун ҫинчен нимӗн те илтмен.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Михала килтен тухса кайнӑранпа купӑс сасси те илтӗнмест: кӗсле тахҫанах янрами пулнӑ, сӗрме купӑспа мандолинӑна Хусана илсе кайнӑ.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Михала килтен тухса кайнӑранпа ҫулталӑк иртрӗ, киле килсе каяймарӗ.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Стена ҫумӗнчи сехете вӑл Хусана тухса кайнӑранпа никам та ҫӳретмен иккен.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӗрӗвӳ сан, мӗн тухса кайнӑранпа халӗ те таврӑнмарӗ, таҫта ҫухалчӗ…

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эс тухса кайнӑранпа ҫӑмарта ӗҫӗ те чарӑнса ларчӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чӑваш сӑмахӗ илтсе курман эп ялтан тухса кайнӑранпа.

Помоги переводом

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Калама та намӑс: килтен тухса кайнӑранпа тӑватӑ ҫул хушшинче эпӗ ун патне пӗр фартинг та яман.

Стыдно сказать, но за четыре года отсутствия я не послал ей ни одного фартинга.

Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.

Санюка тытса кайнӑранпа никам та курман.

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тулӗк эпӗ унтан яппун вӑрҫи пуҫланичченех тухса кайнӑ, атте Экеҫре пурӑннӑ чухне те унта хӑнана ҫеҫ ҫӳрекеленӗ, ӑна тытса кайнӑранпа вара ура ярса пусман, — ял пирки тем ыйтасран асӑрхаттарса хучӗ Мӗтри.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней