Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӑлтӑр сăмах пирĕн базăра пур.
йӑлтӑр (тĕпĕ: йӑлтӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӳҫне хулпуҫҫи таран кастарнӑ, ҫӳллех мар кӗлеллӗ хӑмӑр туфли тӑхӑннӑ, мӑйран йӑлтӑр шурӑ шӑрҫа ҫакнӑ, тутине чӑпӑрт тытнӑ, кӗренрех ҫуткам пурҫӑн евӗр сӑн-питлӗ хӗр аллинче — ҫулман улӑхра пуҫтарнӑ чӗрӗ чечек ҫыххи.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Тӳпе янкӑр, анчах хӗвел курӑнмасть: вӑл те кун каҫа ҫӗр ҫине вӗри те йӑлтӑр ылтӑн сапалас акара тӗрмешсе халран кайса паҫӑрах анӑҫри тӗнче хӗрри хыҫне тарӑнах тӗшӗрӗлсе-йӑванса аннӑ (пӗлӗте унран хӗрхелтӗм ҫутӑ ҫапмасть), те ҫӗнӗ кун хыпарҫиленме хатӗрленсе, тӳпене тухӑҫран, ката хӗрри хыҫӗнчен, кӑвак ҫутӑ ӳкерсе, сенкерлетсе тӑрать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӑватӑ ҫул хушши сенкер шуҫӑмран ҫӗкленекен ирхи йӑлтӑр хӗвел ҫутинче, ҫурхи лӗп ҫилпе вӗл-вӗл вӗлкӗшрӗ, ӳсӗмлӗнех юртрӗ вӑл…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сӑнне-питне пӗрре йӑлтӑр хӗвел шевли харсӑрланса ҫутатрӗ, тепре тӑхлан пӗлӗт хупларӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑйӗн чиперлӗхӗпе, йӑлтӑр куллипех пурне те пӑхӑнтарать пулас вӑл, кашниех ӑна юрама, итлеме тӑрӑшать.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫав ҫӳл тӳпери ҫутӑ ҫӑлтӑр евӗр йӑлтӑр ҫуталса илетӗн те каллех куҫ умӗнчен ҫухалатӑн.

Помоги переводом

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тӳме-уйӑх йӑлтӑр ҫиҫсе илчӗ, шыв юхӑмӗпе пӗр-икӗ хутчен ҫиеле тухрӗ те куҫран ҫухалчӗ.

Помоги переводом

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Пӗр Стрелки йӑлтӑр хура тӗслӗ, куҫӗ хӗрринче икӗ шурӑ пӑнчӑ пур.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Эпӗ тӑрса килхушшинчи чӳречене уҫрӑм — тӳрех ҫӗр ҫине анакан йӑлтӑр ҫутӑ ялтлатрӗ, унтан тепри ҫӗре тӑрӑнчӗ.

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Иккӗшин те чунӗсем пӗр-пӗрин патнелле ыткӑнчӗҫ курӑнать, пичӗсем йӑлтӑр ҫиҫсе илчӗҫ.

Их тянуло друг к другу как магнитом, лица светились неподдельным счастьем.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пырса уҫать те — йӑлтӑр курӑнса каять, Илсе пӑхать — пӗр кӑкшӑм тулли ылтан ларать тет.

Заглянула в него — и ахнула: в нем золото по самые края.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Асран ҫухалмӗ тӗттӗм ҫӗр: Ҫунмарӗ тӳпере пӗр ҫӑлтӑр, Сайра-хутран шевле ҫеҫ йӑлтӑр Вылярӗ те хывайрӗ йӗр.

Помоги переводом

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫапкаланать ҫил урлӑ-пирлӗ, Пӗр йӑлтӑр пӑнчӑсӗр тӳпе.

Помоги переводом

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Куҫ умӗнче ӗмӗтленни: Ун сӑн-сӑпачӗ, пӗвӗ, туме, Кӑтра ҫемҫе сар ҫӳҫӗн хумӗ, Ик йӑлтӑр куҫӗ хӗмленни — Чӑнах ҫак илчӗ тыткӑна.

Помоги переводом

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӑрахут хыҫҫӑн йӑлтӑр ҫутӑ лаптӑкӗ илемлӗн чӳхенсе пырать.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫӗре ҫӗкленӳллӗ-ҫӗнтерӳллӗ йӑлтӑр сӗм тӗттӗмлӗх хупласа хунӑ.

Ослепительный, торжественный мрак скрывал землю.

V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Ҫул пӗр кун хушшинче самаях типсе кушӑрканӑ, ҫырма хӗррисемпе ланкашкасенче кӑна кӳлленчӗксем йӑлтӑр та ялтӑр ҫиҫеҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Куҫӗ йӑлтӑр ҫиҫсе илчӗ хӗрарӑмӑн.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах — те юлашки хут ӗнтӗ — ҫӗре лӗпӗш пек ҫӑмӑл юр ӳккеленӗ те, халӗ йывӑҫ ҫинчен, пӳрт тӑрринчен, ытти ҫӗртен тумламсем аялалла пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ывтӑнаҫҫӗ, хӗвел ҫутинче, ахах пӗрчисем пек, йӑлтӑр та ялтӑр туса илеҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа-ши, тӗсне кура мар ҫуталса каять, ӑна темле йӑлтӑр ункӑ явакласа илет тейӗн.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней