Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫамрӑк ҫын Валерия Ивановна ҫине ытла та сӑнаса пӑхрӗ, Валерия Ивановна вара, ҫав тӗлӗнсе пӑхакан куҫсенчен темшӗн именсе, хӑвӑрт хускалчӗ те малалла утрӗ.
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
— Миккуль, — терӗ ача, кӑшт именсе.
Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.
Хам мӗн шутланине каласшӑнччӗ эпӗ, анчах ҫавӑнтах, темшӗн иккӗленсе, именсе кайрӑм.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Унӑн куҫӗсемпе ман куҫсем ӑнсӑртран кӑна тӗл пулсан, эпӗ темшӗн именсе айккинелле пӑхрӑм…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Чӗкеҫ кӗрсе лараччен, Силемпипе нумайччен Пӑшӑлтатса пуплерӗ: «Ҫуран кая юл», терӗ, Алтутрине тыттарчӗ, Икӗ тӗвӗ тӗвлерӗ, Куҫне хупса, хӗрелсе, Пӗр ӗҫ хушрӗ именсе: «Йӗршшӳ ҫинчи кӗперпе Утаман уль каҫмалла, Тыттар икӗ тӗвӗпе Алтутрине ытарла.
VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Карчӑк именсе пуҫне пӗкрӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Ула Тимӗр вара хӑй ҫинче Полина куҫне те туйса, куҫ уҫайми именсе, намӑс вучӗпе ҫунса, ҫӗр тӗпнех анса кайнӑ пулӗччӗ: вӑл хура чечеклӗ кӑвак ситсӑран ҫӗленӗ кӗпепе, килте тӗртнӗ, хура сӑрӑпа сӑрланӑ шӑлапиртен ҫӗленӗ шӑлаварпа, уринче… ҫӑпата!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сурас килсен, сурма та вырӑн Шыратӑп эпӗ именсе.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Лида хӑй хыҫне мастер пырса тӑрсан именсе черетрен тухма тӑчӗ.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Куна кӗтмен Лена тӑруках именсе кайрӗ, унӑн чӗри хыттӑн сиксе тапма пуҫларӗ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Коллектив пирӗн лайӑх, ҫине тӑрсах тӑрӑшать, анчах кӑҫала валли пӗтерессе шантарма пултараймастпӑр, ӗҫлекен алӑсем ҫитмеҫҫӗ, — куҫӗсене хӗрсенчен тартса каларӗ Толя, хӑй, Галя шӑтарас пек пӑхнинчен именсе, хӗр пек хӗрелсе кайрӗ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Хӑй ҫинчен калаҫнипе именсе кайнӑ хӗр ваттисен сӑмахне урӑх итлесе тӑмарӗ, сӑлтав тупса, килкартине пушӑ витресем ҫӗклесе тухрӗ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Эпӗ… мӗн… эпӗ васкатӑп-ха, — аранах персе ячӗ юлашкинчен Лена, ҫӗрлехи вӑхӑтра та тухтӑрӑн куҫӗнчен пӑхма именсе.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Хородничану, «культурӑллӑ ҫын» пулнӑ май, унта кӗме именсе тӑчӗ, мӗн пуласса алӑк хыҫӗнчех кӗтрӗ: Пуху пӗтсен, легионерсем малтан килнӗ йӗркепех залран тухрӗҫ, велосипечӗсем патне стройпа утса кайрӗҫ, виҫӗ хутчен темскер каласа кӑшкӑрчӗҫ, сылтӑм аллисене ҫӗклесе салют пачӗҫ, вара хӑйсен утаманӗ сигнал пана хыҫҫӑн, велосипечӗсем ҫине улӑхса ларчӗҫ те, анчах… вырӑнтан та хускалаймарӗҫ вӗсем!
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Малтанах вӑл ҫынсем хӑналанӑ чухне ҫеҫ ӗҫкелетчӗ, каярахпа эрехшӗн килтен япаласем йӑкӑртма та именсе тӑмарӗ…
XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Аташнӑ та пулӗ хам айванӑма пула, — именсе каларӗ Матви.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Эпӗ, — именсе пуҫларӗ Каюров, — манӑн та хуйхӑ пур-ха: аппан ӗни ӳксе вилнӗ, ачисем типпе тӑрса юлнӑ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Лавр урамра е училищӗре пӗр-пӗр хӗрпе калаҫса пынине е юнашар тӑнине курсан, Поля урсах каять, вӑл вара упӑшкине ҫынсем умӗнчех намӑслантарма та именсе тӑмасть.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Таня пырса кӗмессерен салтак кӑкӑр ачи хӑйӗн амӑшне курнӑ чухнехи пек савӑнса ӳкет, ҫав хушӑрах вӑтанать те: — Таня, эсӗ ман ҫывӑха ан лар, — тет вӑл, хӗр куҫӗнчен пӑхма именсе.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Хӗрсем, ют йышри кӗҫӗн ҫынсем евӗр именсе, кашӑк сӑмсипе уйран сыпкаласа ларчӗҫ те сӗтел хушшинчен тухрӗҫ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.