Поиск
Шырав ĕçĕ:
Урамра пӗр чӗрчуна та хирӗҫ пулаймастӑн, хушӑран анчах пӗр шит хулӑнӑш тусанпа витӗннӗ ҫемҫе ҫул урлӑ автан каҫса каять; ҫав тусан вара пӑртак ҫумӑр ҫусанах пылчӑкланса ларать те Б. хулан урамӗсем мӑнтӑр сыснасемпе тулаҫҫӗ, вӗсене унти городничий французсем тет.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Пӳрчӗсене шӑлнӑ тӑм ҫумӑр шывӗпе катӑла-катӑла аннӑ, ӗлӗк шурӑ пулнӑ стенасем вара ула-чӑлаланса юлнӑ; пӳрт тӑррисене кӑнтӑр енчи ытти хуласенчи пекех хӑмӑшпа витнӗ; хула илемлӗрех пултӑр тесе сад пахчисене городничий тахҫанах касса пӑрахтарнӑ.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ӗлӗкрех Миргородра судьяпа городничий ҫеҫ пустав пустарнӑ тӑлӑппа ҫӳретчӗҫ, ыттисем вара, вак-тӗвек чиновниксем, пурте ахаль тӑлӑппа; халь ӗнтӗ заседатель те подкоморий те хӑйсене валли хаклӑ йышши путек тирӗнчен пустав пустарнӑ кӗрӗксем ҫӗлетсе тӑхӑнчӗҫ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Эпӗ вара городничий хӑй ирӗкӗпе хӑтланнине, халӑх хушшинчи йӑласем пӑсӑлнине, пӑхӑнса тӑракан чиновниксен ӗҫӗсене япӑх йӗркеленине тата хытӑ, анчах законлӑ майсем йышӑнма кирлине кӑтартса пама пултартӑм…
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Апла пулсан, городничий хӗнени ку повеҫре ӗлӗк-авалхи трагиксен фатумӗ пек пулса тухать эппин? — терӗ Обломов.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Губернатор вара унта следствине каякан пӗр чиновнике ҫула май ҫакӑн ҫинчен те тӗпчесе пӗлме тата городничий мӗнле ҫын иккенне, хӑйне мӗнле тыткаланине кӑтартакан материалсем пухма хушнӑ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Пӗр хулара городничий мещенсене мӗнле хӗнени ҫинчен…
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956