Поиск
Шырав ĕçĕ:
Васса, тем каласшӑн пулнӑ пек, аллине сулчӗ те вӑшт тухса кайрӗ.
V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Хам чиркӳрен вӑшт кӑна тухса тартӑм.
Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.
— С[ы]вӑ пулӑре! — тесе каларӗ тит те лашине пушӑпа ҫапрӗ тит, вӑшт! кайӑк пак алӑк урлӑ каҫҫа ка[рь] тит.
2. [Йӑван ҫӗленсене ҫӗнтерни] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 55-61 с.
Пӗр кил вӑшт кӑна ҫунса кайрӗ, ним те ҫӑлса хӑвараймарӗҫ.
Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.
…Тӳсме ҫук тарӑхса кайнӑ Андронов машинран вӑшт кӑна тухрӗ те тӳрех гостиница алӑкӗ патнелле утрӗ, анчах самантранах Купташкин сассине илтрӗ.
2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
— Пшол во-он! — мӗкӗрсе янӑ та Энтрей ӑна курсанах, вӑшт кӑна пӗшкӗнсе пуленкке ярса тытнӑ.
Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.
Вӑшт! вӗҫсе тухса кайрӗ укҫи ун аллинчен…
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Анчах чипер утма пикеннӗ Данил Макарович ман алри хаҫата вӑшт! туртса илчӗ те каялла тенкел ҫине кайса хучӗ.
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Совхоз автобусӗпе, — кӑлт! сиксе илчӗ Алевтина, куҫӗсене ҫутатса илчӗ, аллине, автобус мӗнле пынине кӑтартса, вӑшт! сулчӗ.
Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.
Мерчен Мишши каялла вӑшт! ҫаврӑнса пӑхса усаллӑн, чеен кулса илчӗ.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Мӗн шутпа чупрӑм эпӗ унта — хам та пӗлмерӗм, анчах хайхи хытхура тӗлне ҫитсен, сасартӑк чарӑнтӑм та пилӗк ҫумӗнчи пӗр мулкача вӑшт ҫеҫ салтса илтӗм.
Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.
Тарӑн юр ӑшӗнче тӑракан ҫынсем ҫине ӑслӑ куҫӗпе пӑхса илсе малалла вӑшт иртсе кайрӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Унтан хӗр хальхинче те хӑяккӑн пӑхса вӑшт кӑна иртсе каясшӑнччӗ, анчах лешӗ ҫулне пӳлчӗ:
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
Ҫӑмӑл машина сивӗ юр пӗрчисем сирпӗнтерсе хӑйӗн умӗнчен вӑшт! кӑна иртсе кайнӑ чух Испуханов лайӑхах асӑрхаса юлчӗ: кабинӑра — Ульянӑпа Павӑл.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Эпӗ тарӑхнипе вӑшт ҫеҫ ҫаврӑнса тӑратӑп, хамӑн винтовкӑна ҫирӗп тытса ун ҫине тӗллетӗп.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Эпӗ вара вӑл куриччен подъезда вӑшт ҫеҫ кӗрсе тартӑм.
Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.
— Ҫу-ук, йӗрӗнместӗп, — терӗм те ура ҫине вӑшт сиксе тӑтӑм.
Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.
Вӑрӑм ҫӳҫлӗ яштака хӗрсем Хӗлипе чечеклӗ алшӑлли ҫинче укка-укка сиктереҫҫӗ пек, суллаҫҫӗ те вӑшт вӗҫтерсе яраҫҫӗ.
Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.
Ачасем ҫунашкапа ҫыран хӗрринчен ҫырманалла вӑшт! ҫеҫ тӑваҫҫӗ.
Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Сашӑпа Валерьян, пӗр-пӗрин куҫне кӗрсе, темле ыйтӑва шайласа, пӑшӑл-пӑшӑл сӑмахӗсене вӑшт — вашт сыпса илчӗҫ, ҫакӑн хыҫҫӑн Саша пуҫне каялла ялт! ывӑтса илчӗ те ярт! сиксе тӑчӗ, вара ҫыран хӗрринчен татах шаларах, аяккарах, кайса, ҫаврӑнса тӑчӗ.
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.