Поиск
Шырав ĕçĕ:
Темскер чӗре кӑртлатать, Шар пулассӑн туйӑнать, Аскӑн майра патшана Таҫтан пулчӗ тӗл пулни.
XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Курнӑ, аскӑн майра!
IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Кӑвак хуппи Урхашӑн уҫӑлчӗ, Унерпинӗн кӑмӑлӗ хуҫӑлчӗ: Упӑшкине уйӑрать аскӑн патша, Мӗн ыррине кӗтесси пур малалла?!
VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Улӑп пекех Урха тӑрать патша умӗнче Аскӑн майра ӑшчиккине вӗркен ҫавӑрса: Ҫуталаҫҫӗ майран ҫутӑ кӑвак куҫӗнче Ясарлӑхпа каскӑн ирӗк пӗрле хутӑшса.
VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
— Кам харсӑр ҫын — вӑрманта, кам аскӑн ҫын — хупахра, теҫҫӗ.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Аскӑн хӗрарӑмӑн кӑмӑлӗ сӗм вӑрман ҫеҫ мар, тӗпсӗр ҫыр та.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫав сӑмах аскӑн хӗрарӑмӑн кӑмӑлӗ пирки пушшех те тӗрӗс.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Аскӑн кӑмӑл-шухӑшлӑ пулмасан, мӗн тума чӗнет вӑл мана хӑй патне?»
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӗтерук унӑн аскӑн кӑмӑл-шухӑшӗсене пӗлнӗ пекех туйӑнчӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл аскӑн куҫӗсемпе пуп ҫине тӳррӗн пӑхрӗ те: — Пачӑшкӑ, эсӗ пирӗн тӗле мансах кайнӑ та? — терӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл, аскӑн шухӑшне манса, ура ҫине тӑчӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Пуҫӗнче аскӑн ӗмӗт пулман пулсан, — терӗ Михапар, хӑй сӑмахӗнчен хӑй йӗрӗнсе, кут-пуҫ калаҫӑвӗпе арӑмне пушшех астарап пуль тесе, — мӗн тума чӗнӗччӗ вӑл сана, ҫын арӑмне, ҫӗр хута вӑрмана?Если у него не было распутных мыслей, зачем бы он звал тебя, чужую жену, пойти с ним ночью в лес?
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ивукӑн аскӑн та илӗртӳллӗ сӑмахӗсене илтиччен Савтепи ҫурхи йӑмра турачӗ пекех тӗлӗрсе пурӑннӑ.
Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ял-йыш пуплет: «Кавруҫ туслашнӑ Халь аскӑн вӑрӑ-хурахпа».
VIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Тата, ҫитменнине, арӑм тӑвас шухӑшпа та мар, аскӑн шухӑшпа.
10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ӗмӗр курман намӑса ялйыш умӗнче кӑтартрӑн, аскӑн!
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ку — духипе сапӑннӑ, хӑюлланнӑ Синкрайт, аскӑн ӗҫкӗллӗ кӑмӑл-туйӑмӑн пӗрремӗш хӗмӗнче.Это был надушенный и осмелевший Синкрайт, в первом заряде разгульного настроения.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Аскӑн ӗҫкӗ хутшӑнуҫисем тулли йышпа пуҫтарӑнчӗҫ.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Сирӗнтен, ӑҫтиҫукран, ӗмӗтленме-сӗмленме ҫеҫ пӗлекенскертен — Голкондӑна ярса илнӗ пулсан Дигэ тимӗр патак туса хуратчӗ, эсир халиччен пӗлмен, гиацин шӑршиллӗ аскӑн пурнӑҫ чечеклӗхне кӑтартатчӗ.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Аскӑн хӗрсен пысӑк пайӗ хупахсемпе кафе ҫурчӗсене унтанах килсе тулнӑ.Большинство гулящих девок являлось в кабаки и кофейные оттуда же.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.