Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

армути сăмах пирĕн базăра пур.
армути (тĕпĕ: армути) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ ав лере, тӗмескерен сылтӑмарах, кӑвак армути ӑшӗнче, халӗ ула вӑкӑр: муу-муу! тесе ҫӳрекен ҫӗрте выртнӑ.

И ты лежал вон там, чуть правей бугра, — серой полыни, где бродит сейчас пятнистый бычок-теленок и мычит: муу-муу!

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Пӗр Димка ҫеҫ кунта час-часах килкелесе каять, мӗншӗн тесен кунта хӗвел те темле уйрӑммӑнах ӑшшӑн хӗртет, армути йӳҫӗ-пылак шӑршӑ сарать, сарӑлса ларакан хупахсем ҫинче тӗкӗлтурасем сӗрлеҫҫӗ.

Только Димка забегал сюда часто, потому что здесь как-то особенно тепло грело солнце, приятно пахла горько-сладкая полынь и спокойно жужжали шмели над ярко-красными головками широко раскинувшихся лопухов.

1 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Мӗн тери вӑйлӑ шӑршӑ сарать йӑрансем хушшипе ӳсекен армути!

Как сильно пахнет полынь на межах!

Кӑвакарчӑн // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 172–173 с.

Пырӗнче унӑн армути ҫыпҫӑннӑ пекех йӳҫӗ.

В горле была горечь, точно там прилип листочек полыни.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Хумлӑн-хумлӑн явӑнса чупать вара ҫил хӳтерсе пыракан вут-ҫулӑм, выҫкӑннӑн тӗшӗрет типӗ ыраш курӑкне, ҫӳллӗ ӳснӗ талпиҫен тунисем тӑрах ывтӑнса хӑпарать, хӑмӑр сапарпи (хура армути) тӑррисем тӑрах шуса ҫӳрет, лапам вырӑнсенче ҫӑтӑртатса упаленет…

Потоками струится подгоняемый ветром огонь, жадно пожирает он сухой аржанец, взлетает по высоким будыльям татарника, скользит по бурым верхушкам чернобыла, стелется по низинам…

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ильинична, йывӑррӑн сывлӑш ҫавӑрса ярса, чӳрече патне пырса ларчӗ, пуҫне чӗмсӗррӗн пӑркаласа, курман куҫӗсемпе таҫта инҫетелле — хӗвел питтинче кӗмӗл тӗслӗн йӑлтӑртатакан ҫамрӑк армути тӑрри ҫӗрпе пӗлӗте уйӑракан ҫеҫенхир еннелле пӑхрӗ.

Ильинична, тяжело переводя дыхание, присела к окну, долго сидела, молча покачивая головой, устремив невидящий взгляд куда-то далеко в степь, где серебряная под солнцем кромка молодой полыни отделяла землю от неба.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӗтӳ ҫӳретекен пусура ҫеҫкине тӑкнӑ чалкам кӑвак армути тӗмӗсене тӗксӗм шурӑ тӗс ҫапрӗ, Дон леш енчи тирексен тӑррисем сарӑхрӗҫ, садсене антоновка улми шӑрши витерчӗ, инҫетри пӗлӗт хӗррисем кӗркуннехилле ҫуталса тасалчӗҫ, ҫаралса юлнӑ хирсенче кӑнтӑралла вӗҫсе каякан тӑрнасен пирвайхи картисем те курӑнкалама тытӑнчӗҫ.

На выгоне тускло белела отцветшая сизая полынь, верхушки тополей за Доном пожелтели, в садах резче стал запах антоновки, по-осеннему прояснились далекие горизонты, и на опустевших полях уже показались первые станицы пролетных журавлей.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Курӑкне ҫулса кайнӑ ҫеҫенхирте йӳҫӗ армути шӑрши каҫалапа ытларах сарӑлчӗ пулин те, вӑл кӑнтӑрлахи пек чуна тӑвӑрлатса пӑчӑхтармарӗ, ҫемҫерех те килӗшӳллӗрех пек туйӑнчӗ.

Горький полынный запах выкошенной степи к вечеру усилился, но стал мягче, желанней, утратив полдневную удушливую остроту.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тупӑсен асар-писер кӗрлевӗ хыҫҫӑнхи шӑплӑх чуна тытса илнӗрен Наталья тӑрисен шӑнкӑравлӑ юррине те, ҫӑл тараси чӗриклетнине те, йӳҫӗ армути шӑрши юхтарса килекен ҫил варкӑшса вӗрнине те вырӑнтан хускалмасӑр хыпӑнчӑклӑн тӑнларӗ.

Так мила сердцу Натальи была установившаяся после орудийного гула тишина, что она, не шевелясь, с жадностью вслушивалась и в бесхитростные песни жаворонков, и в скрип колодезного журавля, и в шелест напитанного полынной горечью ветра.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫав ҫӗре, колхоза тахҫанах касса панӑскере тата ҫӗрпе ӗмӗрлӗхех усӑ курмалли акт тӑрӑх колхоз аллинче юлнӑскере, Аникей чухне япӑхтарса янӑ, унта хурӑнсемпе тӗмӗллӗ йывӑҫсем ӳссе ларнӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте, тӑпра тӑварлӑ вырӑнсенче, армути те ӳсмен.

Земли эти, когда-то нарезанные колхозу и отошедшие ему по акту в вечное пользование, при Аникее были запущены, заросли березкой и кустарником, частью так были выбелены солонцами, что на них не росла даже полынь.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кӑвак армути хушшинчен шупка кӗрен кӑмпасемпе витӗннӗ хуралса кайнӑ лӑймакаллӑ тунката курӑнать.

Торчал из полыни почернелый липкий пенек, обросший бледно-розовыми поганками.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫав ҫаврашка варринче пӗр курӑк туни те ҫук; унта хӗреслӗ-мереслӗ ура йӗрӗсемпе тӗрленсе пӗтнӗ сарӑ тусан кӑна выртса юлнӑ тата айккисенче, типӗ хытхурапа армути тунисем ҫинче, кӑркка аҫисем пӗр-пӗрин ҫурӑмӗсемпе хӳрисенчен ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче тӑпӑлтарса кӑларнӑ шупка хӗрлӗ йӑрӑмлӑ-чӑпар тӗксӗм ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Ни былки не было внутри точка; одна серая пылица, испещренная крестиками следов, лежала ровным слоем на нем, да по обочинам на сухих стеблях бурьяна и полыни, подрагивая на ветру, висели бледно-пестрые с розовым подбоем стрепетиные перья, вырванные в бою из спин и хлупей ратоборствовавших стрепетов.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӳпере хутран-ситрен кӑна ҫак ҫеҫенхир пек, ҫуллахи ҫул айккинчи юр ҫӗлӗклӗ (йӗри-тавра ҫӑра ашкӑрса ӳснӗ хура армути тӗмӗсем ҫав ҫӗлӗке хӗррипе акӑш-макӑш илемлӗ хантӑр тытса ҫавӑрнӑ пек кӑтартаҫҫӗ), ҫӳллӗ куринке пек ватӑ ҫӑхан вӗҫсе иртет.

Изредка пролетит в вышине ворон, древний, как эта степь, как курган над летником в снежной шапке с бобровой княжеской опушкой чернобыла.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Типӗ ҫил армути шӑршипеле чӳхенсе юхать.

Ветер сух, полынен.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑртсем ҫинче ӗнсе кайнӑ телейсӗр армути пуҫне уснӑ.

На гребнях никла безрадостная выгоревшая полынь.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӑртакҫах вӑхӑт иртсен, ҫакӑнтах, часавай юпи ҫывӑхне, ватӑ армути айӗнчи тӑпра муклашки хыҫне, ама кӑркка пӑнчӑллӑ-пӑнчӑллӑ, тӗтӗм пек кӑвак ҫӑмартасем тӑххӑр пырса хучӗ те пусма ларчӗ, вӗсене хӑйӗн ӳчӗн хӗрӳ ӑшшипе ӑшӑтрӗ, йӑлтӑркка ҫутӑ тӗклӗ ҫуначӗсемпе ҫупӑрласа хӳтӗлерӗ.

А спустя немного тут же возле часовни, под кочкой, под лохматым покровом старюки-полыни, положила самка стрепета девять дымчато-синих крапленых яиц и села на них, грея их теплом своего тела, защищая глянцево оперенным крылом.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тата май уйӑхӗнче кунта, часавай ҫывӑхӗнче, ҫеҫен хир кӑрккисем ҫапӑҫрӗҫ, кӑвак армути ҫулҫисене тӑрмаларӗҫ, ашкӑрса ӳсекен шурутӑн ешӗл хунавӗсене лутӑркаса ватрӗҫ: амӑшӗн, пурнӑҫ пуласлӑхӗшӗн, юратушӑн, йӑх ӗрчетесшӗн ҫапӑҫрӗҫ вӗсем.

И еще — в мае бились возле часовни стрепета, выбили в голубом полынке точок, примяли возле зеленый разлив зреющего пырея: бились за самку, за право на жизнь, на любовь, на размножение.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр ҫур уйӑхран пӗчӗкҫӗ масар тӗмескине ҫул курӑкӗпе ҫамрӑк армути пусса илчӗ, унтан хир сӗлли пуҫ кӑларчӗ, кӑшт айккинерех анра ҫарӑк сарӑ ҫеҫке ҫурса чечекленчӗ, шерепеллӗ чечекӗсене масар тӑпри ҫинелле усӑнтарса, илепер ӳсрӗ, чапӑр, хурхух, ӗмкӗч курӑкӗн шӑршисем сарӑлчӗҫ.

Через полмесяца зарос махонький холмик подорожником и молодой полынью, заколосился на нем овсюг, пышным цветом выжелтилась сбоку сурепка, махорчатыми кистками повис любушка-донник, запахло чобором, молочаем и медвянкой.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтӑн тӗшӗрӗлсе ӳкмерӗ-ха вӑл, пичӗпе темле мелсӗррӗн армути курӑкӗн кӑвак тӗмӗ ҫине пырса выртрӗ.

И не упал, а как-то прилег, неловко, лицом в сизый куст полынка.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ватӑлса кайнӑ армути тӑррине ывҫинче йӑваласа, унӑн йӳҫенкӗ шӑршипе сывласа, Подтелков кӗтӳҫ патне пычӗ.

Разминая в ладони головку престарелой полыни, вдыхая острую горечь ее запаха, Подтелков подошел к пастуху.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней