Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Хӑрах сăмах пирĕн базăра пур.
Хӑрах (тĕпĕ: хӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Канешнӑ, — куҫкӗрет мӑшкӑллать таксист, куктӗррипе витӗннӗ питне хӑрах аллипе шӑлкаласа.

Помоги переводом

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Тӑватӑ ураллине, канешнӑ, хӑрах хӳреллине.

Помоги переводом

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ух, сана? — ниҫта кайса кӗреймен Тамара шӗвӗрккен пуҫне икӗ аллипе тытса хӑрах питӗнчен чӑпӑрт чуптурӗ те яра пачӗ малалла.

Помоги переводом

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хыпаласа пӑхмасӑрах туять вӑл хӑрах питҫӑмартийӗ хӑпарту пек мӑкӑрӑлса тӑнине.

Помоги переводом

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Мӗн тӑвасси пур — ҫавнашкал вӑл мӑшӑрлӑ пурнӑҫ тӗвви: хӑрах ҫын аллипе ҫеҫ ҫыхма та, унччен ҫыхнине салтма та ҫук ӑна.

Помоги переводом

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Урайӗнчи улӑх-кавир ҫинче теттесемпе вылянӑ кутамас арҫын ача, тин кӑна кӑмакаран пиҫсе тухнӑ кулачӑ пекех ҫутӑскер, тасаскер, тӑчӗ те ашшӗ ҫумне пырса йӑшпӑнчӗ, хӑрах пӳрнине ҫӑварне чиксе, ют ҫынсем ҫине чӑр-чӑр пӑхрӗ.

Помоги переводом

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Хе-хе-хе, — качака путекки мекеклетнӗн, кӗскен те хӑвӑрттӑн кӑлтӑртатса кулчӗ Мишша, куктӗрне шӑлса тӑкма хӑтланнӑн, питне хӑрах аллипе шӑлкаласа.

Помоги переводом

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Вара, вара? — сухалне хӑрах аллипе тармаласа, канӑҫсӑррӑн хӗтӗртсе ларать аслашшӗ.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Ну, йӑпӑлти эс пӑртак, — чӗппине ҫунаттипе ҫупӑрлакан кайӑк евӗр, хӑрах аллипе мӑнукне ыталать ватти.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Хӑрах ури тахҫанах сусӑрланнӑран тӑлт-талт пусса чупакан Вихтӗр бригадир, юр ҫине тӑсӑлса выртса, кашкӑрсене тӗллет те, кӗрӗст! тӑвать пӑшал хӑрушшӑн.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Ҫывӑрмастӑп-ха, — хӗр пӗрчине чӗрҫи ҫине илсе лартать мучи, ӑна хӑрах аллипе ҫупӑрласа тытса, чӗлӗмне айккине хурать.

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Услантӑр мучи, ҫулӑм-лӗпӗше хӑрах аллипе хӳтӗлесе, краҫҫын лампи патне пырать.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

«Манӑн Лида сӑнлах вӗт», — шухӑшласа илнӗ вӑл каллех, Зоя ҫине хӑрах куҫӗпе пӑхкаласа илсе.

Помоги переводом

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Хӑрах алӑллӑ?!

Помоги переводом

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпӗ Валя пек хӑрах алӑллӑ пулас пулсан, мана Миша тахҫанах хӑваласа кӑларса ямалла…

Помоги переводом

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӑл салтак тумӗпе тата икӗ туяпа пулнӑ, кил хуҫисем унӑн хӑрах ури ҫуккине асӑрханӑ.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Самарин кӳршӗсенчен йӗлтӗр шыраса тупнӑ та, хӑрах аллине туя тытса, Ҫуткӳле ҫул тытнӑ.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пӗр ирхине Хурӑнкаса аманнӑ офицер, Самарин хушаматлӑ хӑрах алӑллӑ ҫын, медицина службин капитанӗ пырса кӗнӗ.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Санӑн хӑрах уру йывӑҫ иккен…

Помоги переводом

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Уявсенче, институтри вечерсенче ҫамрӑк студентсем ташлатчӗҫ, эпӗ вара вӗсене курса лараттӑм, — хӑрах урапа ташлама вӗренеймерӗм ҫав, хам та питех тӑрӑшмарӑм пулас.

Помоги переводом

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней