Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Туфольд (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл «Британи» ҫинчен нимӗн те илтмен, карапӗпе унӑн мӗнпур экипажӗ Туфольд бухтинчи инкеклӗ рифсем ҫине ҫӗкленсе ӳксе пӗтнӗ тесе шутланӑ.

С тех пор он ничего не слышал о «Британии» и был уверен, что корабль и весь его экипаж погибли на страшных рифах бухты Туфольда.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гросби тата Окслей, виҫҫӗр миль таран шала кӗрсе кайнӑскерсем, Говель тата Гун, шӑп кӑна вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель иртекен Туфольд бухтинчен тухнӑскерсем, Штурт капитан, 1829 ҫулта Дарлингпа Мӗррей шывӗсен юхӑмӗсене сӑнаса ҫӳренӗскер, — ҫак шыравҫӑсен ушкӑнӗ географине ҫӗнӗ сведенисем парса пуянлатнӑ, кунсӑр пуҫне вӗсем колонине чечекленме пулӑшнӑ.

Гросби и Окслей, забравшиеся на триста миль вглубь страны, Говель и Гун, отправившиеся как раз из бухты Туфольда, где проходит тридцать седьмая параллель, и капитан Штурт, исследовавший в 1829 году течения рек Дарлинг и Мёррей, — вся эта плеяда исследователей обогатила географию новыми сведениями и помогла процветанию колонии.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӗвелтухӑҫ енчи ҫырансенче — Туфольд бухтинче, е Эдем хулинче — Гарри Грант акӑлчансен колонинче хӳтлӗх ҫеҫ мар тупнӑ пулӗччӗ, унтан вӑл хӑйӗн тӑван ҫӗршывне те тавӑрӑнма пултарӗччӗ.

На восточном побережье — в бухте Туфольда или в городе Эдем — Гарри Грант нашёл бы в английской колонии не только убежище, но и возможность вернуться на родину.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫапла вара, Туфольд бухтинчен тухсан, эпир Австралин хӗвелтухӑҫ енчи ҫыранне чӳхесе тӑракан пролив урлӑ каҫса каятпӑр та, Ҫӗнӗ Зеланди патне пырса тӑратпӑр.

Итак, покинув бухту Туфольда, мы пересекаем пролив, который омывает восточные берега Австралии, и подъезжаем к Новой Зеландии.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель Бернуили сӑмсахӗнчен пуҫласа материк ҫине кӗрет те, ӑна Туфольд бухтине ҫитсен пӑрахса хӑварать.

— Тридцать седьмая параллель вступает на материк у мыса Бернуили и покидает его в бухте Туфольда.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней