Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Темрен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ вара ҫӑл патӗнче сӑмаха ҫаптарса тӑракан хӗрарӑмсем Анука курсанах темрен хӑранӑн хӑвӑрт саланчӗҫ.

Помоги переводом

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗнче курса ҫӳренӗ хыҫҫӑн тӑван кил темрен те паха пек туйӑнчӗ, амӑшӗнчен ҫывӑх ҫын урӑх ҫуккине пӗрремӗш хут туйса илчӗ.

Помоги переводом

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Чипер пынӑ ҫӗртех лаша темрен хӑраса хӑрт-харт туса илчӗ те, ҫулран пӑрӑнса, ҫырма тӑрӑх тӑвалла вирхӗнчӗ.

Помоги переводом

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Халӗ ав, амӑшӗпе асламӑшӗн савӑнӑҫӗ темрен те пысӑк.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Иван Сидорович, Архипов мӑн каланипе тӗлӗнсе, ура ҫине сиксе тӑчӗ те темрен хӑранӑн пӳлӗмрен хыпаланса тухса кайрӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пакур темрен ҫакланчӗ.

Помоги переводом

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн хӑварать мӗншӗн тесен, Раманшӑн пулсан, хурӑн вӑрри сапӑннӑ Анюта ҫӳҫӗ темрен те илемлӗ, темрен те тутлӑ шӑршлӑ халь…

Помоги переводом

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑйне тата мари вӑрманӗнчи Суслонгер ҫар лагерӗнче хатӗрленӳ урлӑ иртнӗ ытти рекрутсене темрен хытӑ шухӑшлаттаракан ыйтӑва арӑмӗ ҫапла тӳррӗн пани Ванюша ним калама аптраттарчӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӗрӗ шыв темрен те хӑватлӑрах пек.

Помоги переводом

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Нивушлӗ ҫак пӗчӗк ҫӑлтан тухрӗ вара ку тӑвӑллӑ ҫумӑр. — шӑппӑн, темрен хӑраса калать Хӗветӗр Хилипччӑ.

Помоги переводом

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Ырӑ пӗчӗкскерӗм, эсӗ темрен хытах хӑратӑн пулас.

— Ты напугался, малыш…

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

«Ҫывӑракан Пӗчӗк принцра ман кӑмӑл-туйӑма темрен те вӑйлӑрах хускатаканни, паллах, — вӑл хӑйӗн чечекӗшӗн чунӗпе хавхаланни.

трогательней всего в этом спящем Маленьком принце его верность цветку, образ розы,

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Эсӗ хӑвӑн чечекне утьӑкка сиктернӗ пек пӑхнӑ, уншӑн ним те шеллемен; ҫавӑнпа вӑл саншӑн темрен те хаклӑ.

— Твоя роза так дорога тебе потому, что ты отдавал ей всю душу.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Халь сан умӑнта вӑрттӑнлӑха уҫатӑп, унӑн тӗшши ҫав тери ансат: чӗре куҫӗ темрен те витӗртерех курать.

— Вот мой секрет, он очень прост: зорко одно лишь сердце.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Эпӗ хамӑн пурнӑҫра темрен те ытларах ҫывӑрма юрататӑп.

— Больше всего на свете я люблю спать.

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ӑҫтан пӗлен: темрен тем сиксе тухма пултарӗ.

Мало ли что может случиться.

XIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Унӑн ырӑ шӑрши тата вӑл ман чуна ҫутатни темрен те хаклӑ парне-ҫке-ха.

Она дарила мне свой аромат, озаряла мою жизнь.

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Сан шухӑшупа, темрен те кирлӗрех ыйту мар-и ҫакӑ?

И это, по-твоему, не важно!

VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫакӑн сӑлтавне шыраса тупасси темрен те кирлӗрех мар-и вара?

Так неужели же это не серьезное дело?

VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Темрен те кирлӗрех ӗҫ тӑватӑп!»

Я человек серьезный!» — совсем как ты.

VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней