Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗркаҫ Матвипе Кӗҫени хӑпарнӑ енчен сасартӑк, хир качаки ирхи куна кӳнь-кӳнь-кӳнь вӗрсе саламланӑ евӗр, машина нарт-нарт-нарт тутарса кӑшкӑртни уҫҫӑн янкӑссӑн янӑраса кайрӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Калӗччӗ, тӑвӗччӗ вӑл нимӗн те ыйтман Кӗҫенишӗн тем-тем савӑкки, хӑй те, Кӗҫени те, пӗлменни-тӗшмӗртменни — анчах та, пыр-ха, шыраса туп-ха ҫав пӗлменни-тӗшмӗртменнине.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Матви, кӗҫӗрхи асамлӑ каҫа Кӗҫени пекех кӑмӑллать пулин те, таҫта, чӗри таврашӗнче, ытлӑ-ҫитлех мар унӑн.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тавтапуҫ сана хаклӑран та хаклӑ, асамлӑ каҫ!» — хӑтлӑ кӗтеспе сывпуллашнӑ май ӑшри савӑнӑҫне кӗлӗ каланӑ евӗр кӗвӗлерӗ Кӗҫени.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Таплаттарар пуль ҫул хӗрринелле, ҫыхӑсене илер те, — Кӗҫени, Матвирен вӗҫерӗнсе, пӳртелле утрӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тайга пуянлӑхӗ ӗнтӗ, мӗн калӑн, — ӗнтӗркенӗрен, Кӗҫени каллех хулпуҫҫийӗсене кӑлт-кӑлт сиктеркеленине туйрӗ те Матви — мӑшӑрне, ӑшӑтасла, ҫурӑмӗнчен паҫӑрхиллех лӑп-лӑп тутарчӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Ҫӗпӗре килнӗ-килмен ун сассине пуҫласа илтрӗм те: «Ай-уй, хир качаки те вӗрет-и, ара, йытӑ мар-ҫке-ха вӑл?», — тесе хы-ытӑ тӗлӗннӗччӗ, — терӗ Кӗҫени пӑртакран, асӗнчи кӗвӗлӗхрен хуллен-хуллен сӗвӗрӗлсе.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тайга илемӗ — хир качаки сасси янраса кайнӑ-кайманах, пӗр-пӗрин ытамӗнче шӑпӑрт хытрӗҫ Матвипе Кӗҫени васкаварлӑн.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вара, мӗн ӗмӗтленни ҫитнӗн, Кӗҫени умне пырса ӑна хӑй ытамне йӑтса тӑратрӗ те, куҫӗнчен шанчӑклӑн тимлесе: «Пурӑнӑпӑр-ха эпир, Кӗҫени, пурӑнӑпӑр, епле ӑшӑ пурӑнӑпӑр», — тесе, танлӑн, тивӗҫлӗн пӑшӑлтатрӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хутласан-хутласан-вӑл, тӑл чарӑнса, аллисене икӗ еннелле ярт сарса ячӗ те, лӑр-р вӗҫсе каяс вӗҫен кайӑкла: «Эх, Кӗҫени, каҫӗ, каҫӗ, каҫӗ мӗнешкел кӗҫӗр!» — тесе йӗри-тавралла савӑккӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Ара, эп унпа мар-ха, Кӗҫени, сана апла-каплакӳрентерес тесе мар.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӗмӗрлӗхех, — Матви тутине ал тупанӗпе лап хупласа хучӗ кӳренесле Кӗҫени.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Матви, ма кулан, ма кулан, мӗн, чӑнкаламастӑп-и? — шӑпланнӑскер, паҫӑрхи халлӗнех хурӑн вутти евӗр кӳ-ӳ чӗрӗлчӗ Кӗҫени.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӗҫени, пуҫӗ тӑрринчи йывӑрӑша ҫӑмӑллӑнах тӗксе йӑвантарнӑн, кӑкӑр тӗпӗпе тарӑннӑн, ӳлкевсӗррӗн хаш-ш хывласа ячӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Юрататӑп эпӗ сана, Кӗҫени. Сансӑр пӗр ҫеккунт та пурӑнма пултараймастӑп. Тух мана качча. Алӑ ҫинче кӑна мар, пӳрне вӗҫӗ ҫинче йӑтса ҫӳрӗп», — тесе йӑлӑна-йӑлӑна тилмӗрет, иксӗмӗр пӗрлешсен, пылпа ҫу пурӑнасса ӗнентерет.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӗҫени Матвин сылтӑм аллине шыраса тупрӗ те ӑна, мӑй ҫывӑхӗнчи кӑлт-кӑлт юн тымарӗ тӗлӗнче шӑппӑн выртаканскере, танлӑн, тав тунӑн чӑмӑртарӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Епле, шанатӑн-и эсӗ ҫавна, Кӗҫени?
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пирӗн пӳрт, Кӗҫени, килйыш пӳрчӗ, анлӑ та хӑтлӑ, хӗвел ларлаттарса кӗрекен чӳречесемлӗ тирпейлӗ пӳрт пулӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӗҫени, манӑн вара сана чӗре хӳттинче туптаннине, чӑн-чӑннине, яланлӑххине ҫеҫ илттерес килет.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӗҫени сасси вӑйсӑрланнӑҫемӗн вӑйсӑрланса пычӗ-пычӗ те куҫҫулленсе чӗтренме тытӑнчӗ.