Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Каҫпа сăмах пирĕн базăра пур.
Каҫпа (тĕпĕ: каҫпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
29. Вӑл хӗвелрен те илемлӗрех, ҫӑлтӑр йышӗнчен те хӳхӗмрех; ҫутӑпа танлаштарсассӑн вӑл ҫӳлерех, 30. мӗншӗн тесессӗн ҫутӑ каҫпа ылмашӑнать, ӑслӑлӑха вара усаллӑх ҫӗнтереймест.

29. Она прекраснее солнца и превосходнее сонма звезд; в сравнении со светом она выше; 30. ибо свет сменяется ночью, а премудрости не превозмогает злоба.

Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Эсӗ вӗсене шывпа юхтарнӑ пек илсе каятӑн; вӗсем — тӗлӗк пек, курӑк пек: ирпеле ӳсекен, 6. ирхине ҫеҫке ҫурса ешерсе ларакан, каҫпа хуҫӑлса анса хӑрӑнакан курӑк пек: 7. эпир ҫапла Санӑн ҫиллӳпе ҫухалатпӑр, Санӑн хаярлӑхупа шуйханатпӑр.

5. Ты как наводнением уносишь их; они - как сон, как трава, которая утром вырастает, 6. утром цветет и зеленеет, вечером подсекается и засыхает; 7. ибо мы исчезаем от гнева Твоего и от ярости Твоей мы в смятении.

Пс 89 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Унта вӑл каҫпа кӗнӗ, ирхине тепӗр ҫурта, патша хайранӗ Шаазгаз тӗрӗслесе-сыхласа тӑракан ҫурта, ҫум-арӑмсен ҫуртне, таврӑннӑ; патша патне урӑх кӗмен ӗнтӗ вӑл — патшан унпа пулас кӑмӑлӗ пулсан ҫеҫ ӑна ятран чӗнсе илме пултарнӑ.

14. Вечером она входила и утром возвращалась в другой дом женский под надзор Шаазгаза, царского евнуха, стража наложниц; и уже не входила к царю, разве только царь пожелал бы ее, и она призывалась бы по имени.

Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Кӗлӗрен таврӑнсан вӑл, тасаскер, чатӑрта пулнӑ, каҫпа ӑна апат пырса панӑ.

9. По возвращении она пребывала в шатре чистою, а к вечеру приносили ей пищу.

Иудифь 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Анчах Урия каҫпа та килне кайман, каллех хуҫи чурисемпе пӗрле ҫывӑрнӑ.

Но вечером Урия пошел спать на постель свою с рабами господина своего, а в свой дом не пошел.

2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Тепӗр путекне каҫхине пар, ирхине тырӑ-пулӑ парни мӗнле кӳнӗ, каҫпа та ҫавӑн пекех пултӑр, эрехне те ирхинехи пекех сап, ку — Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне пулӗ.

8. Другого агнца приноси вечером, с таким хлебным приношением, как поутру, и с таким же возлиянием при нем приноси его в жертву, в приятное благоухание Господу.

Йыш 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Иаков каҫпа хиртен таврӑннӑ, Лия ӑна хирӗҫ тухнӑ та каланӑ: [паян] ман патӑма кӗр, эпӗ ывӑлӑм мандрагорне парса сана сутӑн илтӗм, тенӗ.

16. Иаков пришел с поля вечером, и Лия вышла ему навстречу и сказала: войди ко мне [сегодня], ибо я купила тебя за мандрагоры сына моего.

Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Лот Содом хапхи патӗнче ларнӑ чухне хайхи икӗ Ангел каҫпа Содома пырса ҫитнӗ.

1. И пришли те два Ангела в Содом вечером, когда Лот сидел у ворот Содома.

Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ял ҫыннисем лавсем ҫине пушӑ каткасем лартса паромпа Атӑл урлӑ каҫса каяҫҫӗ те кунӗпе кӑмпа татаҫҫӗ, каҫпа вара ҫуса тасатаҫҫӗ, кӑвайт ҫинче пысӑк баксемпе пӗҫерсе каткасене тӑварласа лартаҫҫӗ.

Помоги переводом

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

— «Ӗҫ хыҫҫӑн кашни каҫах таҫта кайса ҫухалать, канмалли кунсенче килте сайра пулать. Ҫӗрле ун патне темле ҫынсем килеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, кӗҫнерникун каҫпа пурте ҫывӑрса лӑплансан, хӑй палаткинчен инҫе мар такампа нумайччен калаҫса тӑчӗ», — тесе ҫырнӑ.

Помоги переводом

X // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ҫапла 2000 ҫултан пуҫласа 2022 ҫулччен кашни кун атте парнеленӗ вездеход УАЗ автомобиль руль умне лараттӑм та ӗҫе каяттӑм, унтан каҫпа киле хамӑн юратнӑ упӑшкапа икӗ хӗр патне таврӑнаттӑм.

Помоги переводом

Вӑхӑтра укол тумалла // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... la-3808395

Ку ҫуртра ирттернӗ каҫпа пурте кӑмӑллӑ пулчӗҫ.

Помоги переводом

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Каҫпа мӗн тӑвӑпӑр, ӑҫта вырнаҫмалла тет манӑн?

Помоги переводом

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хальхи вӑхӑтра ачасем каҫпа (22 сехет хыҫҫӑн) обществӑлла вырӑнта ҫӳрени, мопедсемпе, мотоциклсемпе теветкеленсе ярӑнни пирки чылай илтме пулать.

Помоги переводом

Каникул кашни ачашӑн усӑллӑ ирттӗр // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50166-kani ... -ll-irtt-r

Ытларах, паллах, каҫпа лараттӑм,- каласа парать тӑрӑшуллӑ вӗренекен.

Помоги переводом

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Каҫпа эпӗ урамра генерала тата Зинаида Алексеевнӑпа унӑн упӑшкине — виҫҫӗшне пӗрле — юнашар утса пынине куртӑм.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Аттепе анне кӳреннӗ пулас, — терӗ Зоя каҫпа, ӗҫрен килсен урамра уҫӑлса ҫӳренӗ вӑхӑтра.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Килне вӑл каҫпа таврӑнчӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Каҫпа пӑрахутсем пулмӗҫ… — хамран хам вӑтанса каласа хутӑм.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Каҫпа мунча кӗртсех ярасшӑн сире, — кӗтессерех кайса тӑчӗ те чикарккӑ пӗтӗрсе, туртса ячӗ.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней