Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кайри сăмах пирĕн базăра пур.
Кайри (тĕпĕ: кайри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анатолий Семенович кӗреҫе илчӗ те пахчан кайри кӗтессинелле утса кайрӗ, мӑшӑр чие хунавӗпе йӗплӗ хурлӑхан тӗмӗ хушшинче шӑтӑк алта пуҫларӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Аннушкин тӳрленсе тӑчӗ те татнӑ чечекӗсене майларах тытрӗ, вӗсене такама сӗнес пек аллине малалла кӑнтарса, пӗкӗрӗлсе, майӗпен пахчан кайри кӗтессинелле утса кайрӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кайри хӑрах кустӑрма ҫӗкленнӗ ӗнтӗ, лаша кӑшт ҫеҫ хускалтӑр, аялти ӳречене малти сылтӑм кустӑрмапа кӑшт ҫеҫ лектертӗр — лав сӑрт тӗпнелле сирпӗнсе кайӗ.

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ну, хӑшӗ кайри кунта?

Помоги переводом

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ, хыҫалти алӑк патӗнче, чи кайри ретре лараканскер, хам кӳршӗрен ыйтрӑм:

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кайри машина шоферӗ диспетчера тем каласа хуравларӗ, вара хӗрарӑм, ҫунат хушнӑн ҫӑмӑлланса, алӑк патнелле чупрӗ.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Урайне элес-мелес кавир сарса пӑрахнӑ, маччаран тӑрантасӑн кайри кустӑрми пысӑкӑш хрусталь люстра ҫакӑнса тӑрать; стенасем ҫинче — кавирсем, эрешле турилккесем, хӗвелтухӑҫӗнчи хӗрарӑмсен кӗлеткисене ӳкернӗ пӑхӑр листасем, мӑйракасем.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Иккӗмӗш тапхӑрта выльӑхсем вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳреҫҫӗ, кайри урисемпе тӑпрана е ыттине чаваҫҫӗ, хӳрисене тӑратса чупаҫҫӗ, ӳслӗк ерет.

Помоги переводом

Ӗне урни // А.СИДОРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/e%d0%bd%d0% ... %bd%d0%b8/

Вӑл «Пирӗн урам анаталла» юрӑ кӗввине шӑхӑркаласа хаваслӑн тумланчӗ те кайри пӳлӗме тухрӗ.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑнана кил хуҫи малти пысӑк пӳлӗмри тимӗр кравать ҫине вырӑн сарса панӑччӗ, хӑй вара кайри пӗчӗк пӳлӗмри кӑмака хыҫӗнчи йывӑҫ кравать ҫине ҫывӑрма выртнӑччӗ.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Зиминцев инженер искусствӑна, ним намӑсне пӗлмесӗр, пурнӑҫра чи кайри вырӑна хуратчӗ, ун шучӗпе искусство ҫыннисем — ҫурма усӑллӑ ҫынсем кӑна пулса тухаҫҫӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Асатте (вӑл ҫав тери ӗҫченччӗ, анчах хытӑ та хаяр ҫынччӗ) пире — ытлашши ҫӑварсене — тӗп килтен уйӑрса кӑларса, чи кайри каса кӑптӑрти пӳрт лартса панӑ.

Помоги переводом

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Итлемен выльӑх, кайри урисене тӑлланӑ пулин те, кӗрхи выҫӑ шӑнасем ҫыртнине тӳсеймесӗр ташланӑ пекех тӑпӑртатать, мӑйракипе хӑмсарать, хӳрипе ҫапкалашать.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Малти урисем ҫине чӗркуҫленнӗ ӗне Караҫӑм ҫине хурлӑхлӑ шурӑ куҫӗпе ӳпкевлӗн пӑхса илсе кӗлеткине ҫӗклеме пикенчӗ, анчах кайри урисем те шуҫса кайнӑран ҫирӗпленсе тӑраймарӗ, тискеррӗн мӗкӗрсе ярса шырлана ҫаврӑнса ҫапӑнчӗ, ун ҫийӗн шыв шарласа юхма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ куршанак ҫыпҫӑннӑ кӑпӑшка хӳрине пӑлтӑртаттарса вӑрмантан кӗр калчи пуссипе хӗрлӗрех сарӑ тилӗ хӑюллӑн чупса тухрӗ, кайри урисем ҫине ларса шӗвӗр сӑмсипе нӑш-нӑш! шӑршласа пӑхнӑ хыҫҫӑн тин, сывлӑшра этем шӑрши пуррине туйнӑскер, каялла тапса сикрӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Чи малтан вӑл шывран тасалас тенӗн силленсе илет, унтан хӑйӗн хитре тирне кайри уринчи чӗрнисемпе тура тытнӑ ҫын пекех якатма тытӑнать.

Помоги переводом

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтра упа та чарӑнса тӑчӗ, кайри урисем ҫине ларчӗ те аслатилле сассипе кулса ячӗ:

Помоги переводом

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак хыпарсене Силемпие Уламас Кайри малти шухӑшсӑр пӗлтерчӗ пулас.

Помоги переводом

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сасартӑк кайри мотоцикл ҫинчи водителӗпе нимӗҫ автоматчикӗсем сирпӗне-сирпӗне кайрӗҫ, винтовка-автомат сасси вӑрмана янратрӗ.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Эсир, юлташсем, кайри мотоцикл ҫинчи автоматчиксене пӗтерсе тӑкатӑр! — Унтан вӑл каялла ҫаврӑнчӗ, тӑватӑ боеца суйласа илчӗ: — Сирӗн малти автоматчиксене шӑлса пӑрахмалла.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней