Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ун ҫине хӑрушӑ портретсем мачча ҫинчен те, урайӗнчен те пӑхрӗҫ, пӳлӗмӗ, куҫ сиктермесӗр пӑхакан портретсене ытларах вырнаҫтарас тесе, вӗҫӗ-хӗррисӗр пысӑкланса пычӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӑл пур паллӑсене те: кӑшт ҫеҫ сисӗнекен сарӑ тӗсе, куҫ айӗнчи пӑртак ҫеҫ палӑрса тӑракан кӑвак вырӑнсене ӳкерчӗ, ҫамки ҫинчи пӗчӗкҫӗ шатрана тума та хатӗрленнӗччӗ, сасартӑк хӑй ҫумӗнче тӑракан хӗрарӑм: «Ах, мӗншӗн ӑна ӳкеретӗр?
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ҫав тери хӑраса ӳкнӗ пулсан та, художник ылтӑна тинкерчӗ, ылтӑн ҫыххисем ҫак ырхан алӑсенче мӗнле сӳтрелнине, уҫҫӑн янраса илсе татах каялла ҫыхӑннине пӗр куҫ сиктермесӗр пӑхса выртрӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Икӗ хӑрушӑ куҫ ун ҫине ҫисе яма хатӗрленнӗ евӗр тинкернӗ.Два страшные глаза прямо вперились в него, как бы готовясь сожрать его.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Эпӗ вӑйсӑр, манӑн пуҫ пӗҫерсе тӑрать, вӗсем асаплантарнине чӑтса ирттерме пултараймастӑп, куҫ умӗнче пӗтӗм япала пуҫхӗрлӗ ҫаврӑнать.Я не в силах, я не могу вынести всех мук их, голова горит моя, и всё кружится предо мною.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Вӑл камер-юнкер пулнипе ҫамки ҫине виҫҫӗмӗш куҫ шӑтса тухман-ҫке-ха.Ведь через то, что камер-юнкер, не прибавится третий глаз на лбу.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Вӑл, кулса илсе, кӗтесре ларакан тантӑшӗ ҫине куҫ хыврӗ, вӑл та, турине тасатма пӑрахса, ҫак ҫӗнӗ проповедника итлет иккен.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Пысӑкланнӑ куҫ хурисем йӑлтӑртатса илчӗҫ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вара… нимӗҫсем унӑн куҫ умӗнчех амӑшне асаплантарма пуҫласан?
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Катя та хӑй ҫине Ридлер куҫ сиктермесӗр пӑхнипе вӗриленсе ҫитрӗ, анчах юрӑхсӑр ӗҫ туса хурасран хӑранипе мӗнпур вӑйне пухса лӑпланма тӑрӑшрӗ.Катя не отвела глаз, и Ридлеру сделалось как-то не по себе, но он напряг всю волю, чтобы сдержаться.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Катя аллисене кӑкӑрӗ умне ҫӗклесе Кулагинӑн пӳрчӗ тӑрринчен кассӑн-кассӑн ҫӗкленсе тухакан ҫулӑм ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Ӑҫтан паллатӑр-ха, тутӑр айӗнчен манӑн куҫ кӑна курӑнать вӗт.— Да и как узнать, когда у меня из-под шали только глаза да переносица видны.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫакса вӗлернӗ ҫыннӑн куҫ путӑкӗсем ун ҫине пӑхса тин ҫеҫ курса ирттернӗ хаваслӑхшӑн ӑна ятланӑ пек туйӑнчӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пӗр куҫ хупса иличчен вӑл кӑкӑртан тухса ӳкет те, хӑй те, сывлӑш та, ҫак лӑпкӑ каҫ та пӗтес пек туйӑнать.Казалось, еще мгновеньё — и оно выплеснется наружу, и не станет ни ее, ни воздуха, ни этой ночи.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Унӑн куҫ хӑрпӑкӗсем сивчир тытнӑ чухнехи пек тӑртаннӑ, пит ҫӑмартисем сарӑхнӑ, хӑй имшерленнӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Катя кӗрӗк ҫӗтӗкӗнчен тухакан ҫӑмне турткаласа лавҫӑ ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхать.Теребя пальцами вылезший из полушубка мех, Катя не отрывала погорячевших глаз от лица возницы.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Семен йӑл кулса илет, куҫ хӑрпӑкӗсем ҫинче куҫҫуль тумламӗсем курӑнаҫҫӗ.Он улыбался, и на ресницах белели пупырышки прихваченных морозом слез.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Унӑн куҫ хӑрпӑкӗсем мӑчлатса илчӗҫ, тутисем кулкаларӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ридлер вара хӗрлӗ пӗлӗт ерипен сирӗле пуҫланӑ тӗле куҫ сиктермесӗр пӑхса пычӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Михеич хӑйӗн урисене пиҫиххипе ҫыхакан Николай Васильев ҫине куҫ хӳрипе пӑхса илчӗ, — Хытӑрах турт, чӑнласа ҫыхнӑ пек пултӑр…
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.