Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илет (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Питех те савӑнӑҫлӑччӗ пуҫарулӑх кӑтартса ӗҫлеме, районти кашни ялах ҫитсе кураттӑмччӗ. Комсомолецсен пухӑвӗсенче ҫамрӑксене пырса тивекен тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе яваттӑмӑр, интереслӗ мероприятисем йӗркелеттӗмӗр», - аса илет ҫав вӑхӑтсене комсомол ветеранӗ.

Помоги переводом

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Кашни ҫулах республикӑра «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» Ыркӑмӑллӑх марафонӗ старт илет.

Помоги переводом

«Ыркӑмӑллӑх» ят ырӑ сӑмахран пуҫланать // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Иммунитета вӑйлатакан курӑксен йышӗнчен, пыршӑлӑхран наркӑмӑшсене сӑхса илет, вӗсене организмран кӑларать.

Помоги переводом

Ӳсентӑран витӗмлӗрех // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Кил ҫывӑхӗнчи лаптӑкра пахчаҫимӗҫ туса илет.

Помоги переводом

Ҫуракинче - ҫур ӗмӗре яхӑн // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Виҫӗ ҫултан воспитательте ӗҫлеме ирӗк паракан диплома алла илет.

Помоги переводом

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Вӑл ҫитес тунтикунран – мартӑн 14-мӗшӗнчен старт илет.

Помоги переводом

Вӑрнар хаҫачӗ те пулӑшнӑ // С.ЧИКМЯКОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Кӑҫал республикӑра 127 пин ача пӗлӳ илет, 2020 ҫул тӗлне вара ҫак йыш 155 пине ҫити таран ӳсмелле.

Помоги переводом

Тӗп тӗллев — ачасене тивӗҫлӗ пӗлӳ парасси // Владимир Иванов. «Авангард», 2016, пуш, 11

Паян Агния Барто ятне илтсен нумайӑшӗ тӳрех «Уронили Мишку на пол, Оторвали Мишке лапу, Все равно его не брошу, Потому что он - хороший!» сӑвва аса илет.

Помоги переводом

Ачасем библиотекăра пулнă // О.МАТВЕЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

– Кун пек шухӑш пӗрре те пулман, – тет вӑл, унтан малтанхи ҫулсенчи йывӑртарах самантсене аса илет.

Помоги переводом

Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

«Ун чухне ку тӑрӑхра ҫынсем пирӗнтен лайӑхрах пурӑнатчӗҫ, - аса илет иртнине Григорий. - Кӗтӳҫсене те лайӑх ҫитеретчӗҫ. Ҫавна май эпӗ, типшӗмскер, кӑштах ӳт хушрӑм, ҫитменнине ӳсрӗм те».

«В то время люди в этой области лучше нас жили, — вспоминает прошедшее Григорий, — И пастухов хорошо кормили. Поэтому я, худой, немного прибавил в весе, к тому же и подрос малость».

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

«ШЭАЗ» АХО пысӑк тӑтӑшлӑхлӑ йӗркелесе тӑмалли приводсем, ҫавӑн пекех пӗчӗк вольтлӑ валеҫекен щитсем валли автоматла выключательсем туса кӑларассине алла илет.

ЗАО «ЧЭАЗ» ведет освоение производства высокочастотных регулируемых приводов, а также автоматических выключателей для низковольтных распределительных щитов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

«Унччен вара ял халӑхӗпе пухусене урамра та, лавккара та ирттерме тиветчӗ», – аса илет Николай Трофимович.

Помоги переводом

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Вӗсене Канашранах кӳрсе килнӗччӗ», - аса илет хӗрарӑм.

Помоги переводом

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Ун чухне туй-ҫуй пирки сӑмах-юмах та пулман-ха, ача сӑмахсем вара чӑна килчӗҫ, ҫав кунах тенкисене шӑнкӑртаттарса туй арӑмӗсем пырса кӗчӗҫ», - аса илет Евдокия Петровна чылай кӗтме тивнӗ телей пуҫламӑшне: мӑшӑр пӗрлешнӗ хыҫҫӑн та тӳрех пӗрле пурӑнайман-ха.

Помоги переводом

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Арапуҫ кӗперӗпе тӗлпулӑва ҫӳренисене вара паян та, утмӑл ҫул иртсен, ӑшӑ кулӑпа аса илет телейлӗ мӑшӑр.

Помоги переводом

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Валентина Новоселова, Тутарстанри Апас районне кӗрекен Шонгут ятлӑ вырӑс ялӗнче ҫуралнӑскер, ХХ ӗмӗрти ҫирӗммӗш ҫулсенчи выҫлӑха куҫҫуль витӗр аса илет.

Валентина Новоселова, уроженка русской деревни Шонгут Апастовского района Татарии, сквозь слезы вспоминает голод двадцатых годов двадцатого века.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Пӗри унӑн шӳтне аса илет, тепри - кӑларӑмне...

Кто-то вспомнит его шутку, кто-то - выпуск...

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней