Поиск
Шырав ĕçĕ:
Владимир Катырев иккӗмӗш арӑмӗпе Ирина Матвеевӑпа 2013 ҫулхи ҫуркунне шухӑшламан ҫӗртен паллашнӑ.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
«Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2014-2015 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» республикӑри конкурса хутшӑнса Ҫӗнӗ Мӑратри историпе краеведени музейӗнче кӗнекесен выставкине йӗркеленӗ.
Ял ҫыннисем кӗнекесемпе паллашнӑ // С.ПЕТРОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
Эпир те, 8-9 ҫулхи ачасем, кино курас ӗмӗтпе культура ҫуртне васкаттӑмӑр.
Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
2006 ҫулхи ял хуҫалӑх ҫырав ӗҫне районти 85 ҫынна явӑҫтарнӑ.
Ҫыравҫӑсене планшетпа тивӗҫтереҫҫӗ // Н.ВОРОНОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
2014 ҫулхи мартӑн 18-мӗшӗ пирӗн ҫӗршыв историне калама ҫук пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑмпа ҫырӑнса юлчӗ.
Эпир пурте - яланах пӗрле! // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
1917 ҫулхи октябрь революцийӗ хыҫҫӑн асӑннӑ уява палӑртассине пӑрахӑҫланӑ.
Мартӑн 19-мӗшӗ - паллӑ кун // «Морское братство» обществӑлла организацин йӗркелӳ комитечӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
Чи анлӑ ыйтусенчен пӗри - Чӑваш Республикин 2015 ҫулхи экономикипе социаллӑ аталанӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тата 2016 ҫулхи тӗллевсем.
Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
1974 ҫулхи декабрь уйӑхӗнчен пуҫласа 2001 ҫулхи апрель уйӑхӗччен, пӗр улшӑнмасӑр, 27 ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа, чунне парса вӑй хучӗ Вячеслав Григорьевич районти «Хӗрлӗ ялав» хаҫат редакцийӗнче.
Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12
1968 ҫулхи февраль уйӑхӗнче эпӗ районти «Хӗрлӗ ялав» хаҫат редакторӗн заместителӗнче ӗҫлеме пуҫларӑм.
Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12
Крым тата Чӑваш Ен суту-илӳпе экономикӑра, наукӑпа техника енӗпе, социаллӑ тата культура сферинче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнӑва йӗркелесси ҫинчен калакан килӗшӗве 2015 ҫулхи февраль уйӑхӗнче Чӑваш Ен тата Крым республикин Пуҫлӑхӗсем Михаил Игнатьевпа Сергей Аксёнов алӑ пуссах ҫирӗплетнӗччӗ.
Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Шупашкар районӗнче ҫурт-йӗр строительствин ӳсӗмӗ иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан 3,1 хут ытларах.
Район 3,1 хут ытларах ҫурт-йӗр хута ярать // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
2016 ҫулхи январь-февраль уйӑхӗсенче Чӑваш Енре 39515 тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута янӑ.
Район 3,1 хут ытларах ҫурт-йӗр хута ярать // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Виҫӗм кун республикӑра иртнӗ пӗрлехи информаци кунӗнче палӑртнӑ тӗп темӑсем – Чӑваш Республикин 2015 ҫулхи экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвне пӗтӗмлетесси, 2016 ҫулӑн тӗллевӗсене палӑртасси, ҫуркунне шыв илессинчен сыхланасси, пушар хӑрушсӑрлӑхӗ – Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫыннах интереслентереҫҫӗ.
Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Архивра упранакан «Ленинец» хаҫатӑн 1961 ҫулхи пӗр номерӗнче тухнӑ статьяра ҫапла ҫырса хунӑ: «2 ҫухрӑма чупас енӗпе Апашран килнӗ Роза Константинова финиша чи малтан ҫитет, 3-мӗш вырӑна – Нина Андрианова. 3 ҫухрӑма ӑмӑртса ҫак шкулти Валерий Павлов мала тухать, Юрий Михайлов – виҫҫӗмӗш».
Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Иртнӗ ҫулхи декабрӗн 15-мӗшӗнче пирӗн шкулта Афганистан вӑрҫинче паттӑррӑн пуҫне хунӑ Чаканар каччине Геннадий Калинина асӑнса кире пуканӗ йӑтассипе республика ӑмӑртӑвӗ иртрӗ.
Медальсен пухмачӗ тулсах пырать // ЕКАТЕРИНА ГРИГОРЬЕВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Ӗҫ-пуҫ иртнӗ ҫулхи октябрь уйӑхӗнче Ишлейре пулса иртнӗ.
Сӑмах ҫерҫи мар, уншӑн – 5 пин тенкӗ // Хаҫат редакцийӗ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Халӗ ҫынсем, яшши те, яшах марри те, вӑтам ҫулхи те, унран аслӑраххи те тӗнче тетелӗнчен татӑлма-тухма пӗлмест темелле.Сейчас люди, молодые и не очень, средних лет и более старшие, безвылазно сидят в мировой сети.
Тӗлӗнтереҫҫӗ тӗлӗнтермӗш пуҫлӑхсем // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2693.html
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх — 2016 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ тӗлне федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен хушшинче коммуналлӑ пулӑшу тӳлевӗ республикӑра — чи пӗчӗккисенчен пӗри.
Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 10 муниципалитет йӗркеленӗвӗнче /Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем, Красноармейски районӗнчи Красноармейски, Шупашкар районӗнчи Лапсар, Канаш районӗнчи Хучел ял тӑрӑхӗсем, Вӑрнар районӗнчи Вӑрнар, Йӗпреҫ районӗнчи Йӗпреҫ хула тӑрӑхӗсем/ индекс 6,7% та ытларах пулӗ.
Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Республика Пуҫлӑхӗн 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 181-мӗш указӗпе республика Пуҫлӑхӗн 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи 65-мӗш «Чӑваш Республикинчи муниципалитет йӗркеленӗвӗсенчи граждансен коммуналлӑ пулӑшу тӳлевӗсен чи пысӑк индексӗсем ҫинчен» указне улшӑну кӗртнӗ — республикӑри муниципалитет йӗркеленӗвӗсенчи граждансен коммуналлӑ пулӑшу тӳлевӗсен 2016-2018 ҫулсенчи индексӗсен чи пысӑк виҫине тата 2016 ҫул валли палӑртнӑ чи пысӑк индекссене ӑнлантарса панине ҫирӗплетнӗ.
Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№