Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Николай пуҫне ҫӗклерӗ те, Карл Иваныч чӑнах та хӑйне пурӑнкаламалӑх ӗҫлейӗ-ши вара тенӗ евӗр, ун ҫине пӑхса илчӗ, анчах нимӗн те шарламарӗ.

Николай поднял голову и посмотрел на Карла Иваныча так, как будто желая удостовериться, действительно ли может он найти кусок хлеба, — но ничего не сказал.

IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл шут ҫине виҫӗ пин туртрӗ те минут хушши сӑмах чӗнмесӗр пӗрре шут ҫине, тепре аттене куҫран пӑхрӗ: «Хӑвӑрах куратӑр, ку питӗ сахал! Тата утине те халь сутас-тӑк, сиен курасси ҫеҫ пулӗ, эсир хӑвӑрах пӗлетӗр…» тенӗ пек ӑнланмаллаччӗ ӗнтӗ ӑна.

Он кинул на счеты три тысячи и с минуту молчал, посматривая то на счеты, то в глаза папа, с таким выражением: «Вы сами видите, как это мало! Да и на сене опять-таки проторгуем, коли его теперь продавать, вы сами изволите знать…»

III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тепӗр стена ҫумӗнче ландкарттӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсене, йӑлтах тенӗ пек ҫурӑлса пӗтнӗскерсене, Карл Иваныч алли ӑстан ҫыпӑҫтарнӑ.

На другой стене висели ландкарты, все почти изорванные, но искусно подклеенные рукою Карла Иваныча.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах шӑп та лӑп Уча хӑй урӑх вырӑна куҫса выртас тенӗ самантра нимӗҫсен ура сассийӗ илтӗнсе кайрӗ.

И как раз в ту минуту, когда Уча хотел перебраться в другое место, послышался шум движения немецкой колонны.

11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Темрен хӳтӗленнӗ пек, вӗри шӗвек юшкӑн ӑшне путса пынинчен ҫӑлӑнас тенӗ пек, Павӑл пӗтӗм вӑйран талпӑнчӗ.

Павле метался, словно защищаясь от кого-то, словно стараясь вырваться из горячей жидкой тины, затягивавшей его все глубже и глубже.

4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вӑл усӑнса аннӑ ҫӳҫ пайӑркине тарӑхнипе ҫырта-ҫырта илчӗ, анчах Уча, ӑна усал тӑвас тенӗ пекех, кӗсйине тавӑрса унта мӗн пуррине хаҫат татӑкӗ ҫине силлерӗ те табак тусанӗнчен пӳрне хулӑнӑш чикарка чӗркерӗ.

Он пожевывал упавшую на лицо прядь волос, как назло, Уча вывернул карманы и, вытряхнув из них табачную пыль, свернул из клочка бумаги папиросу толщиной в палец.

4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вырӑнти хресченсем — коммунистсем пурте тенӗ пекех Павӑл сӗнӗвне хирӗҫ каларӗҫ.

Почти все коммунисты из местных крестьян высказались против предложения Павле.

3 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Сӑмах майӗн тенӗ пек, вӑл хӑйсен отрячӗ епле лару-тӑрӑва лекни ҫинчен те пӗлтерчӗ, ҫав хушӑрах отряд тӑшман ункинчен тухасса ҫирӗппӗн шантарчӗ.

Мельком, как бы между прочим, он упомянул о положении их отряда и выразил твердую уверенность в том, что удастся ускользнуть от немцев.

2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ҫӗрле-и, кӑнтӑрла-и, кашни сехетре тенӗ пекех пӑшал сасси шӑплӑха чӗтретсе илет, нимӗҫсем пӗрре тапӑнни тепре тапӑнассине систерсех тӑрать.

День и ночь, ежечасно эту тишину нарушала стрельба, атаки немцев следовали одна за другой.

1 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Кашни кун тенӗ пек ҫапӑҫнипе отрядӑн ҫапӑҫури хастарлӑхӗ палӑрмаллах чакрӗ…

Ежедневные мелкие поражения поколебали боевой дух отряда…

1 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Малтанхи икӗ йывӑр ҫапӑҫу хыҫҫӑн отряд боеприпассемсӗр тенӗ пек тӑрса юлчӗ, нумай ҫынна ҫухатрӗ, ҫавӑнпа вара вӑл каялла чакма, вӑрмансенче пытанса ҫӳреме пуҫларӗ, выҫӑпа асапланчӗ, шӑнчӗ.

В первых же боях партизаны израсходовали почти все боеприпасы, потеряли несколько человек убитыми, и теперь, измученные голодом и морозом, унося с собой с десяток раненых, они бежали, скрываясь в лесу.

1 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Эпӗ пит хӑрушӑ кайӑк куртӑм, унтан тискертерех кайӑк тӗнчере те урӑх ҫук пулӗ: хӑлха вырӑнне унӑн ҫунатсем, ҫӑварӗ пуҫӗнчен те сарлака, мӗкӗрессе вӑл ҫав тери хытӑ мӗкӗрет, вӑл мӗкӗрнипе пӗтӗм ҫӗр чӗтрет, пӗлӗт те хуралса килет, — тенӗ Тигр.

— Испугался я зверя, страшнее которого нет на свете: вместо ушей у него — крылья, пасть у него — шире головы, а ревет он так, что содрогается земля и меркнет небо.

Паттӑр ашак // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 51–55 с.

— Ав мӗнле, — тенӗ хуҫи, — тахҫанах ҫапла тӑмала.

— То-то же, — говорит хозяин, — давно бы так.

Паттӑр ашак // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 51–55 с.

— Эпӗ пурне те шухӑшласа хутӑм, — тенӗ вӑл, — шухӑшласа ан та чӑрман.

— Я все обдумал, — говорит он, — не беспокойся.

Паттӑр ашак // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 51–55 с.

— Вӗшле йытӑсем?! — тенӗ Тилӗ хӑраса ӳксе, хӑй ҫавӑнтах вӑрманалла вӗҫтерне.

— Борзые? — ахнула лиса и побежала.

Тилӗ, тӗве, кашкӑр, арӑслан тата путене // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 45–50 с.

— Килӗшетӗп, килӗшетӗп, — тенӗ сиксе чӗтрекен путене.

— Я согласна, — дрожа отвечала перепелка.

Тилӗ, тӗве, кашкӑр, арӑслан тата путене // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 45–50 с.

— Ан васка, тусӑм, — тенӗ кулса Тилӗ, — пурин те хӑйӗн вӑхӑчӗ пур — хӳререн пуҫласа, чӗлхӳпе пӗтерӗп.

— Не беспокойся, приятель, — смеясь сказала лиса, — всему свой черед — начну с хвоста, а кончу языком.

Тилӗ, тӗве, кашкӑр, арӑслан тата путене // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 45–50 с.

— Апла пулсан эсӗ мана пӗлейместӗн-ха, — тенӗ Арӑслан мӑнкӑмӑллӑн, хӑйӗн ҫавӑнтах куҫӗсем ялкӑша пуҫланӑ.

— Ты плохо меня знаешь, — гордо молвил лев, и глаза его засверкали.

Тилӗ, тӗве, кашкӑр, арӑслан тата путене // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 45–50 с.

Валеҫнӗ чухне кам та пулин тӗрӗс хӑтланмасан, вӑл вилнӗскер, ҫӗр ҫинчен тӑрать те пире пӑрахса тарать, — тенӗ.

Если кто-нибудь из вас будет несправедлив при дележе, он, мертвый, поднимется и убежит от нас.

Тилӗ, тӗве, кашкӑр, арӑслан тата путене // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 45–50 с.

Ҫавӑнпа та эпӗ хам вырӑна сире шыв чӑххине илме сӗнетӗп, хам валли сирӗн вырӑна хурсене илетӗп, — тенӗ.

Вот я и предлагаю вам вместо себя куличка, а себе вместо вас беру гусей.

Виҫӗ сунарҫӑ // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 40–44 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней