Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗр йӗпе пулни те, кӗреҫе ҫумне тӑпра ҫыпҫӑнни те, алӑсем шӑнса кӳтни те, сивӗ те вӗтӗ ҫумӑр ҫуса тӑни те нимех мар.
Ҫӗрулми уйӗнчи ҫапӑҫу // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Пӗри ӑна ҫуса ярать те теприне: «Шӑлса яр», — тет, лешӗ манса каять.Один ее умоет, другому кивнет, утри, дескать, а тот и забудет.
Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Каҫхине епле аванччӗ вӗри мунчара ҫӑвӑнма, ывӑннӑ тир ҫинчи тара, тусана ҫуса тасатма, ҫӳҫ ӑшне кӗрсе ларнӑ улӑм пӗрчисене кӑларма…
Пулӑшакансем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Вӑрман хыҫӗнчен ҫуса тасатнӑ кӗрен хӗвел хӑпарать.
Алӑ ҫинчи пирвайхи хӑмпӑсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
— Ну, нимех те мар, Нюра, — терӗ Леночка, — кухньӑна илсе кай та ҫуса яр, кӗпине те чӳхе.— Ну ничего, Нюра, — сказала Леночка, — тащи ее в кухню, вымой там и платье заполощи.
Йӑрӑ Манька тӗнчене урӑхлатни // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Эсӗ унпа калаҫса пӑх, эпӗ ҫак итлемен ачана хам пӗлнӗ пек ҫуса тасатам.Ты с ней побеседуй, а я с этой озорницей по-свойски расправлюсь.
Пысӑк ҫемьен пӗчӗк хуҫи // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Капла ҫуса та, хырса та тасатас ҫук!
Власьевна // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Сӗтеле йӑлтӑртатичченех ҫуса тасатнӑ.
Власьевна // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Унӑн ҫуса тасатнӑ виҫӗ чӳречи аялалла, ял ҫинелле, иккӗшӗ вӑрман еннелле пӑхаҫҫӗ.Тремя чисто вымытыми окнами он смотрел вниз на деревню, а два окна повернул в сторону леса.
Власьевна // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Фролов Михеевӑн суранне ҫуса тасатрӗ те вараланчӑк бинтпа ҫыхса ячӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
— Кӳр, ҫуса ярам.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Вӑл пӳрленсе тӑрат, ӑна час-часах ҫуса тасатмалла, салта-салта ҫыхмалла.
Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Эпӗ, пит ҫуса хам пата ҫӳле хӑпараттӑмчӗ ҫеҫ, хам пӳлӗм алӑкӗ патӗнче пӗр ҫар ҫыннипе милосерди сестралла тумланнӑ хӗрарӑма куртӑм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Кунта вӗсем хӑйсен ӳчӗсене вӑрҫӑ чухнехи пек сӑрланине васкаса ҫуса янӑ, — шывӗ вӗсен хӑйсемпе пӗрле пысӑк флягӑсенче пулнӑ, — хӑйсен мексиканец костюмӗсене йывӑҫ хӑвӑлӗ ӑшӗнчен вӑр-вар туртса кӑларнӑ, ҫавӑн пекех хыпаланса тумланнӑ, лашисем ҫине хӑпарса ларнӑ та Леона еннелле чуптарнӑ.
ХLVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл чернил савӑтне илчӗ те, ӑна хӑпӑл-хапӑл ҫуса, чернил тултарса та лартрӗ.Она взяла чернильницу, вымыла ее скоро и ловко и налила чернил.
Тӗрӗс тӳре // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Эпӗ илтрӗм, — вӑл ҫавна пӗр ҫынна каларӗ, — сире пӳлӗмшӗн, апатшӑн тата кӗпе ҫуса панӑшӑн ҫеҫ мар, ҫав каҫ эсир ҫӗмӗрсе ватса пӗтернӗ бутылкӑсемпе тӗкӗрсемшӗн тата ытти япаласемшӗн те пӗтӗмпех тӳлеттеретӗп терӗ.
XXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Эпӗ ниепле те ӑнланса илме пултараймастӑп, мӗн ӗҫ пур-ха сирӗн ман костюмпа, мистер Кольхаун, анчах эсир ман кӗпене йӗпетсе хутӑр, ҫавӑнпа та мана та ҫавӑн пекех ответлеме, сирӗн кӗпе ҫинчи крахмала ҫуса яма ирӗк парӑр.
XIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл ман карланкӑна ҫуса тасатрӗ ҫеҫ, халӗ ӗнтӗ эпӗ пӑч-пӑч чӑпар мустанг пирки сирӗн аҫупа калаҫма хатӗр.
XI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Асанне тӑрса хӑй ҫутрӗ те, ачана ҫуса, таса кӗпе тӑхӑнтарчӗ, пилӗкне ҫыхса, турӑш айне вырттарчӗ.Бабушка зажгла огонь, обмыла мальчика, надела чистую рубашечку, подпоясала и положила под святые.
Салтак арӑмӗн пурӑнӑҫӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Апат ҫиес умӗн амӑшӗ сливине ҫуса пӑхнӑ та пӗр ҫырли тухман.
Слива шӑмми // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.