Поиск
Шырав ĕçĕ:
Император министрсене те хӑйсем ҫивӗч хӑтланас хастарне ҫухатманнине кӑтартма час-часах приказ парать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Лилипутсем ҫакӑн пек йӑпатмалли вӑйӑсене тӑвас тӗлӗшпе хӑйсем ҫивӗч те пит илемлӗ хӑтланнипе эпӗ пӗлекен халӑхсенчен пуринчен те ирттереҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпир ҫулсерен коммуналлӑ инфратытӑма модернизацилеме ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ уйӑратпӑр, отраслӗн вун-вун ҫул пухӑннӑ ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса паратпӑр, ҫынсене авари хӑрушлӑхӗ пур ҫуртсенчен хӑтлисене куҫаратпӑр, нумай хваттерлӗ ҫуртсене юсатпӑр, картишсене йӗркене кӗртетпӗр.
Халӑха йӑла пулӑшӑвӗ парас ӗҫ тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/03/16/news-3805709
Республикӑри юридици пӗрлӗхӗ малашне те професси ӑсталӑхӗн шайне ҫӳлте тытасса, ҫынсене саккун тата тӗрӗслӗх вӑйне ҫӗнентерме пултарассине, вӗсен пурнӑҫри ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса пама пулӑшассине, граждансен саккунлӑ прависемпе интересӗсене тивӗҫлӗ хӳтӗлессине шанатӑп.
Юрист кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2021/12/03/gla ... et-s-dnyom
Хирург ҫак япаласемпе, ҫивӗч е пуклак, е авӑнчӑк вӗҫлӗскерсемпе, питӗ ӑстайлӑн тыткаласа, суран пӗшкӗне-пӗшкӗне пӑхать.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Сиввӗн йӑлтӑртатса тӑракан ҫивӗч скальпель ӳте перӗнчӗ.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Вӑл тӑшман ҫарӗнчи салтаксен шухӑш-кӑмӑлне пӗлнӗ, ҫивӗч ӑспа Наполеонӑн пуҫӗнчи шухӑшӗсене пӗлнӗ, Европӑра пулса тӑнӑ лару-тӑрӑва шута илнӗ.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Затвор ӑшӗнче — ҫивӗч йӗп пулнӑ.
Йӗплӗ винтовка // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Ӗлӗк вырӑссен тӳп-тӳрӗ хӗҫ пулнӑ пулсан, ун икӗ енӗ те ҫивӗч пулнӑ пулсан, халӗ вӗсем пӗр енӗпе ҫеҫ касакан кукӑр хӗҫ-сабля тума тытӑннӑ.Вместо прямого меча с двумя лезвиями появилась сабля — изогнутый меч с одним лезвием.
Вырӑс ҫар ҫыннисен хӗҫпӑшалӗ // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Ҫаврӑнакан ӳхӗ йӗппи кутӑн-пуҫӑн кайман, тӳрӗ кайнӑ, япалана яланах ҫивӗч вӗҫӗпе пырса тӑрӑннӑ.Вертящаяся стрела совсем не кувыркалась и всегда попадала в цель острием.
Вӑтам ӗмӗрсенчи ухӑ тӑвакансем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Вӗсем тӑвакан хӗҫсен ҫирӗплӗхӗ дамаск хурҫинчен тунӑ хӗҫсем пекех ҫирӗп те ҫивӗч, пиҫӗ пулнӑ.Клинки их мечей были столь же крепки, остры и упруги, как и дамасские.
Булатран тунӑ хӗҫсемпе сӑнӑсем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Вӑл яланах тимлӗ, ҫивӗч куҫлӑскерччӗ, конспираци йӗрки хушнисене тӗплӗн туса пыратчӗ, анчах ҫапах та нимӗҫсем ун йӗрӗ ҫине ӳкнӗ.Всегда бдительный, тщательно соблюдавший требования конспирации, он все-таки был выслежен.
Ӑсату // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Коля чӑтӑмлӑ та ҫивӗч ача пулин те, «маяка» кайса ҫӳрени ӑна ӗшентернӗ.Хотя Коля был выносливым и подвижным, хождение на «маяк» его утомляло.
Пулӑшакансем // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Турӑсен хушшинче тӗрлӗ хыпар ҫӳретес енӗпе ҫивӗч Меркурий ӗҫленӗ; картина ҫинче римлянсем ун ури ҫумне ҫунат ҫыпӑҫтарса ӳкернӗ.
Меркурий // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫивӗч.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Эпӗ пичке пакетне шыранӑ хушӑра ҫулӑм кӗтсе тӑмарӗ, сарай хӑмисем хушшипе унӑн ҫивӗч сӑннисем шуса кӗчӗҫ, сарай тӑрри шатӑртатма пуҫларӗ, темскер мӑшкӑламалла юрларӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫав хушӑра пӗчӗкҫеҫ, типшӗм, ют хулпуҫҫи ҫинчен хывса илнӗ ҫӗтӗк сӑкман тӑхӑннӑ ҫын асӑрханса утса пырса тӑчӗ; унӑн кӑвак тӗслӗ питне пӗрмай шӑнӑр туртса пӑсать, хурарах тутисене сарса, киревсӗррӗн кулнӑ пек тӑвать; ҫивӗч сулахай куҫӗ таттисӗр мӑчлатса тӑрать, ун ҫийӗнче ҫӗвӗксемпе ҫурса пӗтернӗ кӑвак куҫхарши сиккелет.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Маттур та ҫивӗч куҫлӑ хӗрарӑм сӗтел ҫине апат хатӗрлесе лартма тытӑнчӗ, Хохол чемоданран кӗнекесем кӑларса вӗсене кӑмака ҫумӗнчи сентре ҫине хучӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Атӑл халь ҫеҫ тапраннӑччӗ-ха, ун ҫийӗпе, пӑтранчӑк шыв тӑрӑх, сулӑнкаласа, кӑвак кӑпӑшка пӑрсем ярӑнаҫҫӗ, досчаник вӗсене хӑваласа ҫитсе иртсе пырать, вара вӗсем досчаник хӗррисене сӗрӗнеҫҫӗ, пырса ҫапӑннипе ҫивӗч кристалсем пулса саланса каяҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вуласси питӗ нумая пырать, ывӑнтарать; ҫивӗч те хӗрӳллӗ сӑмахсем ман кӑмӑла каяҫҫӗ пулин те, вӗсем пуҫра ҫӑмӑллӑнах вырнаҫса ӗнентерӳллӗ шухӑшсем пулса пыраҫҫӗ пулин те, эпӗ итлесе ывӑнатӑп.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.