Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑй хура тӳпеттей тӑхӑннӑ, пичӗ пӗркеленчӗк.
Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сӑмси айне, Петӗр пекех ҫинҫе хура мӑйӑх хӑварса, яп-яка хырӑннӑ, ҫутӑ пуҫне укапа чӗнтӗрлесе капӑрлатнӑ тӳпеттей тӑхӑннӑ, ҫиҫсе тӑракан куҫӗсем витӗр пӑхаҫҫӗ.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пуҫне вӑл тӳпеттей тӑхӑннӑ, йӑрӑмлӑ-йӑрӑмлӑ вӑрӑм халачӗ ҫинчен, темиҫе хут ҫавӑрса, пусма пиҫиххи ҫыхнӑ, урине хӗрлӗ сӑран атӑ тӑхӑннӑ.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫине вӑл каснӑ-лартнӑ ямшӑкӗ майлах тӑхӑннӑ темелле.
Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Мулла алкумӗнче сарӑ сӑран атӑ ҫинчен тӑхӑннӑ калушне хыврӗ, пӳрте васкамасӑр кӗчӗ.
Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫав вӑхӑтра подвал алӑкӗнчен ӗҫлемелли хура халат тӑхӑннӑ Сергей тухрӗ.
Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Чылайӑшӗ япалисене те кӑларма ӗлкӗреймерӗҫ, ҫие мӗн тӑхӑннӑ — ҫавӑнпах юлчӗҫ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ун патне лайӑх ҫи-пуҫ тӑхӑннӑ ҫын чупса пычӗ те: — Нурулла, манӑн лаша витере, тархасшӑн кӑларма пулӑш, — тархасларӗ вӑл.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Йӑлтӑртатса тӑракан ҫап-ҫутӑ калуш тӑхӑннӑ хӗр кунта пурӗ те виҫҫӗн-тӑваттӑн кӑна.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кӗҫех унта вӗр-ҫӗнӗ шупка сарӑ костюм тӑхӑннӑ, сулахай ал туни ҫине кукӑр туя ҫакнӑ кӗрнеклӗ те ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ Петр Петрович ҫитсе урхамахне ачашларӗ, конфетсем хыптарчӗ, унтан пӗтӗм халӑх умӗнче тарҫине ыталаса чуптурӗ, ун мӑйӗнчен пурҫӑн тутӑр ҫакрӗ, вара: — Пӗр ҫур сехет пек уттарса ҫӳре ӑна, — терӗ.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ун ҫинче ҫутӑ сенкер куҫлӑ, урисене вӗр-ҫӗнӗ сӑран атӑ, пуҫне ула кепка тӑхӑннӑ йӗкӗт ларать.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Шакла пуҫне укапа тӗрленӗ тӳпеттей, ҫине шалпар шурӑ кӗпепе хура шӑлавар, урине сарӑ атӑ тӑхӑннӑ мулла, пӗчӗк ҫеҫ шап-шурӑ сухалне сӑтӑркаласа: — Эй, алла… Эй, алла писмилля, — тесе мӑкӑртатрӗ.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫине вӑл кантӑр пирӗнчен ҫӗленӗ улача кӗпе тӑхӑннӑ, тӗсӗ кайнӑ хура саппун ҫакнӑ, пуҫне кӑвак ҫитсӑ тутӑр ҫыхнӑ, пански чӑлха ҫинчен пушӑчӗ сӳслене пуҫланӑ ҫӑпата сырнӑ, аллинче — тутӑхса кайнӑ тимӗр витре.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Чим-ха, каҫар та, ара, Михаля пулмарӑн-и ҫак эсӗ? — хӑюсӑррӑн ыйтрӗ вӑл ҫар тумӗ тӑхӑннӑ ҫын ҫине пӑхса.
Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тепри вӑтам пӳллӗ, ҫине кивелме пуҫланӑ хура костюм, уринче — пылчӑкпа вараланнӑ кивӗ сӑран атӑ, пуҫне кӑшӑллӑ хура карттус тӑхӑннӑ.
Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пуҫне ҫар карттусӗ, ҫине китель, галифе шӑлавар, урисене ҫап-ҫутӑ йӑлтӑртатакан атӑ тӑхӑннӑ.
Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Урине пански чӑлха ҫинчен ҫӑпата сырнӑ, ҫие улача кӗпе тӑхӑннӑ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӗр-ҫӗнӗ хӑмӑр костюмӗ айӗнчен чӑлт-шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, мӑйне хура «лӗпӗш» ҫыхнӑ, вӑрӑм хура ҫӳҫне хыҫалалла тураса вырттарнӑ, мӑйӑхне сӑмси тӗлӗнче икӗ ҫинҫе йӗр хӑварса хырнӑ.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тавралла вӗҫӗ-хӗррисӗр хӑйӑр, тӗттӗм ӳтлӗ ҫынсем, панама тӑхӑннӑ, хӗвел ҫинче пиҫӗхнӗ салтаксем пулнӑ.
Чун ҫирӗплӗхне туптанӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11390-ch ... hne-tuptan
Хулӗнчен тытнӑ-тытманах ӑнланчӗ хӗр ача, Мамич-Бердей тумтир айӗнчен тимӗр кӗпе — юшман тӑхӑннӑ, ҫавӑнпа витмерӗ ун ҫӗҫҫи.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.