Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пулӑ сăмах пирĕн базăра пур.
пулӑ (тĕпĕ: пулӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй чирлӗрех пулас, типӗтнӗ пулӑ пек ырхан.

Он был болен, худ, как сушеная рыба.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Типӗтнӗ пулӑ пек.

Будто вобла.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Умӗнче сӑра курки, стойка ҫинче типӗтнӗ пулӑ, ҫӑкӑр татки.

Захочешь еще — рядом на стойке пиво, вобла, хлеб…

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хупах хуҫи сӗтел ҫине ҫатмапа ӑшаланӑ пулӑ пырса лартрӗ.

Кабатчик со стуком поставил на стол сковородку с жареной рыбой.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Алӑкне уҫӑ хӑварнӑ та, хупаха тип ҫупа ӑшаланӑ пулӑ шӑрши кӗрсе тулчӗ.

Но дверь оставил открытой. Запахло постным маслом, жареной рыбой.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шупашкар ҫырми урлӑ каҫсан вӗсем пулӑ пек яка кӗлеткеллӗ икӗ ҫамрӑк манашкӑна тӗл пулчӗҫ.

Пройдя мостик через Чебоксарку, они повстречали двух красивых сдобных монашек.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пулӑ шӳрпине вӗсем юратсах ҫисе ячӗҫ, тата ытларах уҫӑлчӗҫ.

Уху съели с удовольствием и протрезвели еще больше.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Господасем яланах пулӑ шӳрпи пӗҫерттереҫҫӗ.

Господа у нас завсегда уху кушают.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пулӑ шӳрпи ҫиме кӑмӑл тумастӑр-и?

— Может, ухи желаете-с?

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пулӑҫӑсен уявӗсенче ирттерекен конкурссенче вӑл темиҫе ҫул хушши пулӑ тытса малти вырӑнсене йышӑннӑ.

Помоги переводом

Ҫемьери килӗшӳ — ӗҫри ӑнӑҫу // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/30/c%d0%b5%d0% ... dac%d1%83/

Яланах ҫемйине тин ҫеҫ тытса килнӗ пулӑ ҫитерет.

Помоги переводом

Ҫемьери килӗшӳ — ӗҫри ӑнӑҫу // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/30/c%d0%b5%d0% ... dac%d1%83/

Ҫуллахи вӑхӑтра ун хӗрринче яланах шывра чӑмпӑлтатакан ачасен хаваслӑ сассисем илтӗнсе тӑратчӗҫ, ирпе ирех тата каҫсерен пулӑ тытма юратакансем ҫыран хӗрринче унта та кунта курӑнатчӗҫ.

Помоги переводом

Туслӑн пӗрле тӑрӑшсан пӗве те типмӗ нихӑҫан // Н.Калашникова. http://kasalen.ru/2022/10/07/%d1%82%d1%8 ... %b0%d0%bd/

«Теруш пичче кашни пуп кушаккиех пулӑ тытать тесе тавлашать», — кулкаласа сас пачӗ Якрав ҫенӗк патӗнчен.

— Теруш говорит, что все поповские кошки рыбу сами ловят, — смеясь, вышел из сеней Якрав.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пулӑ хыпмасть.

Рыба не клюет.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уҫӑ сывлӑша тухнипе тиек те савӑннӑ, вӑл та пулӑ тытма манса кайсах симӗс улӑх варрипе шӑнкӑртатса юхакан шыв ҫине, кӑтра хӑва тӗмесем ҫине пӑхать.

Повеселел на свежем воздухе и дьяк; забыв, зачем пришел к речке, он невольно залюбовался серебристой лентой реки, вьющейся по зеленому лугу, касается рукой густых шапок тальника.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Атя пулӑ тытма кайса килетпӗр.

Сперва пойдем наловим рыбки.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пулӑ та тытнӑ, хӗвел ҫинче те хытнӑ.

И рыбу ловил, и сам с ней на солнце вялился…

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уншӑн та пулин Аҫтӑрхан купци патӗнче виҫӗ уйӑх пулӑ тытрӑм».

И за них, почитай, три месяца трубил на астраханского купца, рыбку ему ловил.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Вӗсем пурте пӗр пулӑ пуҫӗ.

— А они все на одно лицо.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ирхи апат тӗлне пӗр чӗрес пулӑ йӑтса урапасем патнелле таврӑнать.

Когда чиряс был наполнен до краев, вернулся к табору, ближе к завтраку.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней