Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗҫӗр сăмах пирĕн базăра пур.
кӗҫӗр (тĕпĕ: кӗҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑна эпӗ кӗҫӗр хам пичетлеп.

А это я сегодня ночью сам отпечатаю.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Кӗҫӗр пирӗн вӗсен штабӗн васкавлӑ заказне ӗҫлемелле.

Сегодня ночью у нас срочный заказ от ихнего штаба.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Кӗҫӗр каҫ сирӗн патра, Мазин патӗнче, Весовщиков патӗнче ухтарма палӑртнӑ…

Ночью сегодня обыск решен у вас, у Мазина, у Весовщикова…

IX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Амӑшӗ чашӑк-тирӗк пуҫтарса сӗтел патӗнче тӑрмашрӗ, унӑн кӑмӑлӗ тулчӗ кӗҫӗр, савӑнӑҫлӑн пӑлханнипе вӑл тарласа та кайрӗ, — ӗҫсем ҫав тери лайӑх та мирлӗн вӗҫленнӗшӗн вӑл питӗ хӗпӗртерӗ.

Она суетилась вокруг стола, убирая посуду, довольная, даже вспотев от приятного волнения, — она была рада, что все было так хорошо и мирно кончилось.

VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Вӑрласса кӗҫӗр вӑрласан лайӑхрах, мӗншӗн тесен тухтӑр мӗн пӗлнине пӗтӗмпех каламарӗ пуль; унран хӑранипе ултавҫӑсем тухса тарма пултараҫҫӗ.

А красть все-таки лучше нынче ночью, потому что доктор, наверное, не все сказал, что знает; как бы он их отсюда не спугнул.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Кӗҫӗр чылай аякка, кайма ӗлкӗретпӗр-ха, герцог типографире айкашнӑ хыҫҫӑн хулара шӑв-шав ҫӗкленетех, пирӗн тарса хӑтӑлмалла, кайран, кӑмӑл пулсан, пытанмасӑрах ҫӳреме пултаратпӑр.

За эту ночь мы успеем проехать достаточно, чтобы убраться подальше от шума, который поднимется в этом городке после работы герцога в типографии; а потом нам можно будет и не прятаться, если захотим.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫанталӑк пӗрмаях уяр тӑчӗ, япӑххи нимӗн те пулмарӗ — кӗҫӗр те, иртнӗ каҫ та, унчченхи ҫӗр те.

Погода, в общем, стояла хорошая, и с нами ровно ничего не случилось — ни в эту ночь, ни на другую, ни на третью.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

«Кӗҫӗр киле килмест ӗнтӗ вӑл», — шухӑшларӑм эпӗ, вара вӑл чылай аяккарах кайиччен кӗтрӗм те, пӑчкӑ туртса кӑларса, каллех леш пӗренене татма пикентӗм.

Я сообразил, что в эту ночь он домой не вернется, подождал, пока, по моим расчетам, он отъедет подальше, потом вытащил пилу и опять принялся пилить то бревно.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпӗ ӑна кӗҫӗр тӗлӗкре аллинче кинжал тытса тӑнӑ пек куртӑм.

Я его видела сегодня ночью с кинжалом в руке.

XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Апат хыҫҫӑн вӑл Инсарова Стаховсем патне кайса килме сӗнчӗ, анчах лешӗ кӗҫӗр ҫӗрӗпех хӑйӗн болгарӗсем патне ҫырусем ҫырма шутлани ҫинчен пӗлтерчӗ, ҫавна пула Стаховсем патне каяссине ырана хӑварма ыйтрӗ.

После обеда он предложил Инсарову свести его к Стаховым; но тот отвечал, что располагает посвятить весь вечер на переписку с своими болгарами и потому просит его отсрочить посещение Стаховых до другого дня.

XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Пӗр-пӗр айван ҫеҫ ҫывӑрма пултарать кӗҫӗр, анчах пирӗн хушӑра, ҫӗр аллӑ ача хушшинче, ун пекки тупӑнмарӗ курнать.

Только настоящий чудак мог уснуть в эту ночь, но среди нас, ста пятидесяти, кажется, таких не было.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Кӗҫӗр эп карап ҫинче юлашки каҫ ирттеретӗп.

Сегодня был последний вечер моей корабельной жизни.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эппин, кӗҫӗр мӗн пулса иртни, дежурствӑра тӑнӑ чух эп мӗн-мӗн курни — пӳрт тӑрринче чӑшлатса, хӗм сирпӗтсе выртнӑ вут тиверткӗҫсем — ҫакӑ ӗнтӗ пӗтӗмпех нимӗҫ авиацийӗн нумай йышлӑ талпӑнӑвӗ пулнӑ!

Значит, все, что было сегодня ночью, все, что я видел во время дежурства — и эти зажигалки, которые шипели и искрились на нашей крыше, — это и был массированный налет немецкой авиации!

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Кӗҫӗр нимӗҫ авиацийӗ Мускав ҫине пӗрремӗш хут нумай йышпа тапӑнма хӑтланса пӑхнӑ-мӗн.

Сегодня в ночь немецкая авиация пыталась совершить первый массированный налет на Москву.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Миҫе хут тревога памарӗҫ пуль кӗҫӗр, халь ак таврара чиперех, лӑпкӑ.

Сколько тревог объявляли за нынешний вечер, и вокруг пока спокойно.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тӳпе те кӗҫӗр ытти чухнехи пек мар.

И небо сегодня было не таким, как всегда.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫак вӑхӑтра шӑпах тепӗр хут — ку ӗнтӗ кӗҫӗр виҫҫӗмӗш пулчӗ — сигнал янӑраса кайрӗ.

Как раз прозвучала очередная воздушная тревога — уже третья в этот вечер.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Кӗҫӗр каллех ҫӗрӗпех ҫаврӑнса выртрӑн.

 — Опять всю ночь вертелся.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анчах кӗҫӗр каҫпа эпир чӗрӗлсе тӑратпӑр, эпир вара ҫак масар ҫинчен таратпӑр!

Но сегодня вечером мы воскреснем, мы бежим из этой могилы!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Иртнӗ каҫпа кӑна янкӑр уҫӑ та ҫӑлтӑрсемпе чӑлтӑртатса вылякан тӳпе кӗҫӗр хура пӗлӗтсемпе хупланнӑ.

Небо, безоблачное и звёздное ещё накануне вечером, было затянуто тёмными тучами.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней