Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑллӑн сăмах пирĕн базăра пур.
кӑмӑллӑн (тĕпĕ: кӑмӑллӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апла ҫитӗнекен ӑрура шанчӑк пур», - кӑмӑллӑн калаҫрӗ чӑваш хӗрарӑмӗ.

Помоги переводом

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Ачасем те наччасрах хам пата пырса ларса шӑрҫа суйлама пулӑшаҫҫӗ, - кӑмӑллӑн калаҫрӗ вӑл.

Помоги переводом

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Акӑ, торт хатӗрлесе кӑларатӑп та, кирек мӗнле кун та уява ҫаврӑнать! - кӑмӑллӑн пӗлтерет ҫамрӑк амӑшӗ.

Помоги переводом

Ӗҫтешӗсене пылак парнепе саламланӑ // Лилия ЗАБИРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11515-ct ... e-salamlan

— Эс, ҫармӑс хӗр ачи, мана шырамастӑн пулӗ те? — кулчӗ вӑл кӑмӑллӑн шап-шурӑ шӑлӗсене кӑтартса.

Помоги переводом

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Шигалее, Хусан ханне, ӑсатса килтӗн апла, Тукай ҫӗрпӳ? — терӗ мӑн кӑмӑллӑн.

Помоги переводом

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӑл мар, эпӗ хуҫа кунта, — мӑн кӑмӑллӑн хуравларӗ турхан.

Помоги переводом

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ун пеккисем чылай, — Ятламас ҫурӑмӗ хыҫӗнчи ухӑ такмакне курса кӑмӑллӑн калаҫрӗ тиек.

Помоги переводом

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Селӗм пуплет, — терӗ лешӗ кӑмӑллӑн.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иккӗшӗ те кӑмӑллӑн калаҫрӗҫ унпала.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ма вӑрҫас сана? — кӑмӑллӑн калаҫма тӑрӑшрӗ Адашев.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Княҫпа окольничий киличчен кӑна-ха Шигалей ҫунатланса ҫеҫ ҫӳретчӗ, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте шӳт тӑватчӗ, пуринпе те кӑмӑллӑн калаҫатчӗ.

Помоги переводом

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ княҫа Шигалей вӗриленсе калаҫни килӗшрӗ пулмалла, вӑл кӑмӑллӑн кулса илчӗ.

Помоги переводом

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Атте мана ӑнланӗ-ха вӑл, — терӗ Туканаш мӑн кӑмӑллӑн.

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эп темле ҫапкаланчӑк ҫын мар, ыйткалакан та мар, эпӗ — аслӑ князь элчи! — мӑн кӑмӑллӑн тавӑрчӗ Тургенев.

Помоги переводом

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Даниил Адашев тетӗн? — ыйтрӗ Тукай, пӗлместӗп эпӗ ун пек ҫынна тенӗ евӗр, мӑн кӑмӑллӑн пӑхкаласа.

Помоги переводом

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑмӑллӑн калаҫса канса ларар-ха пӑртак, паян урӑх никама та ан йышӑн, Сафа, — терӗ вӑл пурин умне те ахах шӑрҫи пек йӑлтӑртатса тӑракан иҫӗм ҫырли ҫупкӑмӗсем хурса тухса.

Помоги переводом

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятламаспа апат ҫиме лармарӗ вӑл, шӑрттанне те тутанса пӑхмарӗ, анчах калаҫасса кӑмӑллӑн калаҫрӗ.

Помоги переводом

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑн пек вӑхӑтра вӑрман витӗр ҫулпа пыратӑн-и е ҫырла-кӑмпа татса ҫӳретӗн-и, вӑш-вӑш вӑшлатса, каш-каш кашласа ларакан йывӑҫсем пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑн калаҫнӑн туйӑнать, вӗсене итлесе пынӑ май вара сан чун-чӗрӳ те ӑшӑ-ӑшӑ туйӑмпа тулать.

Помоги переводом

Пӑшӑлтисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 49–50 с.

Ну, ҫӑткӑн, — терӗ кӑмӑллӑн витлесе.

Помоги переводом

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Ман шӑнкӑрч санӑннинчен те лайӑхрах юрлӗ-ха! — терӗ те пирӗн патран мӑн кӑмӑллӑн трӑнтлаттарса кӑна утса тухса кайрӗ вӑл ун чух.

Помоги переводом

Тусне тупрӗ-ши? // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 31–32 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней