Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑна куллен пулӑшса пыраканӗ - Елена Спиридонова тӗп архивист.
Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11
Екатерина Васильевна, Есения тата Вероника ҫак ӗҫе куллен аталантарса, пӗлӗвне ӳстерсе пыма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11
Куллен пулӑшса, хавхалантарса пыраҫҫӗ.
Тăрăшуллисенчен пĕри - Люба // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4
Ольга Петровна ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ май, таврари ялсенчи пурнӑҫпа куллен паллашать, кирлех пулсассӑн вырӑна тухать, ҫынсемпе тӗл пулать, калаҫать, ҫивӗч ыйтусене пӗрле сӳтсе явать.
Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4
Ял ҫыннисене куллен пӑшӑрхантаракан ыйту вара сахал мар.Ну и не мало вопросов, ежедневно волнующий деревенских жителей.
Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4
Михаил Бабич шухӑшӗпе, халӑхпа куллен хутшӑнакан пуҫлӑхсемпе икӗ енлӗ ҫыхӑну йӗркелеме пултарни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.
Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Сывлӑха лайӑх шайра тытма уҫӑ сывлӑшра куллен ҫур сехет уҫӑлса ҫӳрени те ҫителӗклӗ.Чтобы быть в хорошей физической форме, достаточно совершать ежедневные получасовые пешие прогулки.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Тырпул, пахчаҫимӗҫ, шӑрӑхра куллен шӑварнӑран уйрӑмах ҫӗрулми пысӑк тухӑҫ панӑ.
Ырӑ улшӑнусем пулмаллах // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
Тухтӑр хӑй патне таврӑнма ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, Маркона ҫитсе курасшӑн пулса, урама тухрӗ, Ганко кофейнӑйӗ патӗнчен иртсе пынӑ чух унта куллен ларакансем ӑна чӗнсе чарчӗҫ те ирӗке тухнӑ ятпа ҫине-ҫине сывлӑх сунма тытӑнчӗҫ, хуҫи тесен, пуринчен ытла юрама тӑрӑшрӗ.
IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Куллен пулса иртекен вечер ҫеҫ-им?
10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ ҫак сӑмахсене устава пысӑк саспаллисемпе ҫырса хунӑ пулӑттӑм — партире тӑракан кашни ҫын, кашни чӑн-чӑн коммунист, кашни сочувствующи ҫав ӑслӑ сӑмахсене куллен ҫывӑрас умӗн тата ирхине выҫӑ варла виҫӗ хут вуласа тухтӑр.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.