Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Пичӗ (тĕпĕ: пит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— А эсӗ улшӑннӑ, Анушка, — хӗр пичӗ ҫинчен куҫне илмерӗ Карачӑм.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Чӑтаймарӑм, тухса курас терӗм, — хӗр ҫине ӑшшӑн пӑхса сӑмах хушрӗ Карачӑм, унӑн унчченхинчен те туллин курӑнакан пичӗ ҫемҫе кулӑпа ҫуталчӗ.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пичӗ Людмилӑнни пекех, унӑнни пек пысӑк куҫхарши, тӳрӗ сӑмса, ҫаврака питҫӑмарти.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пичӗ паянхи хӗвеллӗ кун пек таса та ҫутӑ: утӑ ура айӗнчи чечек те, ҫӳлти кӑвак тӳпе те палӑрать пек, куҫӗсем курӑнмаҫҫӗ, вӗсене хӗрача вӑтаннипе аялалла тинкернӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл хыпӑнса ӳкрӗ, ун пичӗ ача куллипе ҫуталчӗ.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сӑлтавне тупӑн ӗнтӗ эс, — лампине хӑпартрӗ вӑл, вара вӑйлӑ ҫутӑ ҫинче унӑн пичӗ тата илемлӗрех ялкӑшса кайрӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Такшин килет ӗнтӗ, паллаймарӑм та-ха, — терӗ вӑл, пичӗпе Сехре пичӗ патнех ҫывхарса.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах Сехре Иванӗ ҫакӑн хыҫҫӑн кунӗпех Марине ҫинчен шухӑшларӗ, куҫ умӗнче вӗҫӗмсӗр унӑн тулли пичӗ, унӑн хӗрле ҫыхнӑ шап-шур тутӑрӗ тӑчӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пурин пичӗ ҫине те никамран пытармалла мар савӑнӑҫ ҫапрӗ, старикпе карчӑк чунран ҫамрӑкланчӗҫ, Укахви вара вунпилӗк ҫулхи хӗрача пек лара-тӑра пӗлмерӗ.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑшт тӑрӑхларах пичӗ ҫинче ырӑ сӑн вылять, ҫӗмӗрт пек хуп-хура куҫӗсем ҫамрӑклӑх вучӗпе йӑлкӑшса ҫеҫ тӑраҫҫӗ, яштак пӗвӗ тулли те илемлӗ.

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл иртнӗ расра фермӑри йӗркесӗрлӗхсемшӗн хӑйнӗ Липа вӑрҫнине аса илчӗ, вара ун пичӗ татах та салхуланчӗ.

Помоги переводом

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехрене ватӑ теме ҫук-ха: сӑнран вӑл начар пек курӑнмасть, пичӗ ҫинче пӗркеленчӗксем те палӑрсах каймаҫҫӗ.

Помоги переводом

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗр каччӑ пичӗ ҫинче ҫак минутра нимле кулӑ та курмарӗ.

Помоги переводом

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗрре пӑхса илсех Ятман ҫакна асӑрхарӗ: Гариф ҫак ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче сӑнран ытла ватӑлса кайнӑ пек, унӑн мӑнтӑр пичӗ лапкӑшпех пӗркеленнӗ, ҫурӑмӗ унчченхинчен ытларах пӗкӗрӗлсе тухнӑ, аллисене хыҫалалла тытса утнӑран ун курпунӗ пушшех те пысӑк пек курӑнать.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун пичӗ тӑрӑх шӑпӑртатса юхакан шултра тара шӑлсах тӑчӗҫ.

Помоги переводом

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пичӗ шуранка, куҫӗсем хӗрелсе кайнӑ.

Помоги переводом

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗри тем ҫӳллӗш, тепри хитре, яштака, тепри — лутра, кутамас, чалӑш-чӗлӗш; пӗрин вулли яп-яка, таса, теприн — шӑтӑклӑ-путӑклӑ, шатраллӑ — чеччепе чирленӗ ҫын пичӗ пек; пӗри хӑйӗн тураттисене таҫта ҫити сарса янӑ, ыттисем валли вырӑн та хӑварман, тепри пысӑк йывӑҫ айӗнче мӗскӗннӗн ҫеҫ ларать, ҫитмест ӑна кун ҫути ҫак аслӑ тӗнчере.

Помоги переводом

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун пичӗ ҫинче пӗр мускул та хускалмарӗ.

Помоги переводом

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Амӑш аллинчи виҫӗ ҫулхи ачи чарӑна пӗлми ӳсӗрет, сывлаймасть, пичӗ кӑвакарса кайнӑ.

Помоги переводом

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хура тутлӑ пичӗ ҫине хӗп-хӗрлӗ пӑнчӑсем тухса тулнӑ.

Помоги переводом

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней