Поиск
Шырав ĕçĕ:
Арӑмне эрехле те укҫалла полици аллине тыттарнӑ Якур йытӑ вилӗмӗпе вилет.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Инҫех те мар йытӑ вӗрсе ячӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Е хӗрпе калаҫма сӑмах тупайманран, е йытӑ сасси хӑлхине йӑкӑслантарнипе: — Вӑт явӑл пуҫӗ! — терӗ Микула.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сасартӑк йытӑ вӗрсе янӑ сасӑ ҫӗрлехи шӑплӑха касса кайрӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Каскӑн йытӑ пек хӑйне валли ют ҫӗршывра вилӗм тупрӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сан шутпа, ху вӗлернӗ урхамахпа йытӑ, ҫапса ҫӗмӗрнӗ хапха, шӑтӑрнак, ҫенӗк тата чӳречесем ним хака та тӑмаҫҫӗ-и?
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Амбар айӗнчен сӑнчӑрти йытӑ сиксе тухрӗ те вӗрме тытӑнчӗ.
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Огуречников револьверне кобурӗнчен кӑларчӗ, урнӑ йытӑ пек, пӗрре Макҫӑм ҫине, тепре чӳрече ҫине пӑхса илчӗ.
XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Чӗрӗ юлнӑ йытӑ, йынӑша-йынӑша, амбар айнелле тарса кӗчӗ.
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Йытӑ сас кӑлараймасӑр тӑсӑлса выртрӗ.
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кил хушшинче кам пурри-ҫуккине асӑрхама ӗлкӗриччен унӑн куҫӗ умне сӑнчӑрта кӑкарӑнса тӑракан икӗ йытӑ тӗл пулчӗҫ.
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хапхана тӗкнӗ сасӑпа сӑнчӑрта тӑракан икӗ йытӑ хаяррӑн вӗрсе ячӗҫ.
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Урапа кустӑрмисем шӑлтӑртатнипе юнашар килкартинчи йытӑ вӗрсе ячӗ.
XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тӳре-шарасен сӑмси — вӗшле йытӑ сӑмси.
XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Мӗнле хӑятӑн эсӗ, йытӑ! — тесе тискеррӗн кӑшкӑрса ячӗ те, Ҫтаппана тытма хӑтланса, аллисемпе ун еннелле кармашрӗ:
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫак самантра хура йытӑ алкумне вӑркӑнса кӗчӗ те, шурӑ шӑлӗсене шатӑртаттарса, ҫынсем ҫине сикме тӑчӗ — ӗлкӗреймерӗ: Казаков, наганне туртса кӑларса, ӑна персе пӑрахрӗ.
Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫав вӑхӑтрах, хапха тӑрӑх сике-сике картишӗнче йытӑ хаяррӑн хамлатса вӗрме пуҫларӗ.
Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Акӑ, таҫта лаша тулхӑрнӑ, йытӑ хамлатса вӗрнӗ пей сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.
Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хальхинче тирӗпе шӑмми ҫеҫ юлнӑ йытӑ вунӑ кун иртсен таврӑнчӗ.
Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Шыраман вырӑн та хӑвармарӗҫ вӗсем, анчах ӳпле айккинче йӑваланса выртакан йытӑ виллисӗр пуҫне, никама та тупаймарӗҫ.
Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.