Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пултӑр сăмах пирĕн базăра пур.
пултӑр (тĕпĕ: пултӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь мӗн тумаллине те, ӳлӗм мӗн тӑвасса хӑй ҫине ытлашшипех йышӑнчӗ, арҫыннӑм малта пултӑр та, хам кайра пулам тесе тӑмарӗ.

Надо было что-то сделать сейчас или в будущем — она не дожидалась, когда муж пойдет впереди, а она сзади, как привыкли некоторые бабы.

XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӗрле пурӑнмалла пултӑр

Нам ведь и дальше всем вместе жить…

XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кӳлсен — кӳлӗр лашӑра маттуррине, Пӗкерен те ҫӳллӗ пуҫ пултӑр; Тусан — тӑвӑр кӗрӳ пуяннине, Куҫӑр курса, чунӑр та савӑнтӑр.

Запрягайте коня по стати, Чтобы голову гордо держал, Выбирайте богатого зятя, Чтоб подарки щедро давал.

XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫамрӑк ҫынна ӑна мӗн пултӑр?

Да и что может сделаться с молодой девкой?

XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Хур ҫӑвӗ илсе килсеттӗм-ха, юри сан валли пултӑр тетӗп.

Может, сальца гусиного вон с молоком попьешь, нарочно для тебя захватила?..

XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫавӑн пек пултӑр Кантюкӑн хулӑмӗ.

Вот таков калым Кандюка!

XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Алиме кучченеҫлӗ кӗрчемине те, тепӗр пулӑштух эрехне те уҫтарчӗ, ан тив, пӗтӗмпе кӗрекере пултӑр, ав, кӑркка какайӗ те шаритлесе килнӗ иккен, кӑрккасем кӑҫал пит мӑнтӑр пулчӗҫ, ҫу кӑна; хуратул пӑтти ҫупа пӗҫернӗ, халех сивӗнме кирлӗ марччӗ-ха, — Алиме ӑна та сӗтел ҫине лартма хистерӗ.

Алиме открыла принесенный в подарок кувшин с карчамой, полуштоф водки — все, все пусть будет на столе, на то и праздник, потом выложила жареную индюшатину, сказала, что индейки в этом году больно справные удались, сплошной жир; наконец выставила горшок с гречневой кашей, обильно сдобренной маслом, еще остыть не успела поди…

XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ӗнтӗ шӑпи кӑна телейлӗ пултӑр.

Только бы доля выдалась счастливей чем ее, матери.

XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Тимрук пулсан — Тимрук пултӑр, — терӗ Сантӑр, Шерккей аллинчи пӑчка илсе.

— Ну, Тимрук так Тимрук, — не стал возражать Сандор, забирая из рук Шерккея пилу.

XVIII. Харсӑр алӑсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ан ҫӳренӗ пултӑр ку еннелле!

Не смей ходить в эту сторону, слышишь?

XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫак юмӑҫӑн мӗн пӗлесси пултӑр ун пирки?

Чего может знать о нем эта знахарка?

XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эпӗ, Тухтар, шурӑ тӗсе юрататӑп, пӗтӗмпе шурӑ та таса пултӑр: кӑмака шурӑ, чӳрече шурӑ, вырӑн та шурӑ пулсан, ытарма ҫук пулать…

Я очень люблю белое, Тухтар, все-все чтоб было белое и чистое: белая печка, белые окна, и постель пусть будет белая, знаешь, как будет красиво?

XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Элентей инкӗшӗпе калаҫнӑ хыҫҫӑн хӑй сӑмах хускатса калаҫма шутламарӗ: ӗҫе, мӗн тесен те, палӑртмасӑртарах тумалла, ку вӑл Селимерен те, Тухтартан та тухнӑ пек ан пултӑр.

Элендей после разговора с невесткой все же не решился сам затеять с Шерккеем разговор на деликатную тему: надо было сделать так, чтобы брат не догадался, что просьба эта исходит от Селиме и Тухтара.

XVI. Пӗртӑвансем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Мӗн пултӑр, ачам, пӳрт лартас тетпӗр-ҫке кӑҫал, ҫавӑ шухӑшлаттарать: ҫулӗсем йывӑр, тыррине, ав, йӗркеллӗ пуҫтараймарӑмӑр, юрать-ха, ялта ырӑ ҫынсем пур, аҫӑна кӗтмелле пулӑшса тӑма пулнӑ…

— Известно, что, дочка: дом он думает новый поставить, а год-то вон какой тяжелый на нашу долю выпал, хлеба толком не собрали, ладно еще нашлись добрые люди, помогли отцу в долг.

XV. Чун патӗнчи сӑмахсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тухтар та Селиме умӗнче парӑмлӑ мар: парнешӗн парне пултӑр тесе, вӑл ӑна арча туса пачӗ.

Тухтар не остался в долгу перед Селиме за ее подарок — он смастерил ей сундучок.

XV. Чун патӗнчи сӑмахсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ан тив, каҫсем канӑҫсӑр иртчӗр — вӗсем пур-пӗрех ырӑ, ан тив, хӑш чух пӑшӑрханасси те пултӑр, вӑл та пурнӑҫа туллирех тӑвакан хӑват иккен.

Бог с ним, что ночи он проводит почти без сна — они все равно хороши, пусть иногда бывают волнение и беспокойство — они тоже делают жизнь наполненной и интересной.

XV. Чун патӗнчи сӑмахсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Парӑмне, шет, вӑраха та ямӗ-ха Шерккей, вӑхӑтӗнче ҫиттине ҫитерсе пултӑр.

Да Шерккей и не задержит долг-то надолго, постарается возвратить вовремя.

XIV. Инкек телей кӳрет-им? // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Итле, ырӑ сунса калас сӑмахӑм пур, канашӑм пултӑр: эс, Шерккей шӑллӑм, хӑраса ан тӑр-ха, пӳртне кӑҫалах тума тытӑн.

А хочешь, дам тебе добрый совет: ты, брат Шерккей, не бойся, начни в этом году дом-то строить.

XIV. Инкек телей кӳрет-им? // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫак мӑкла качакана инҫетелле ывӑтса яр, ҫуртӑнта качака тавраш мар — кӗшӗлех выльӑх-чӗрлӗхӳ пултӑр.

Эту комолую козу зашвырни как можно дальше — пусть в доме твоем не какие-то дохлые козы водятся, а достойная скотина!

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Санӑн, хуҫа, — кил хуҫи еннелле ҫаврӑнчӗ Шерпике, — халлӗхе пӳрте кӗмелле марччӗ-ха, пӑлтӑра тух, алӑка сыхла, пӗр ҫынна та, пӗр кушака та кӗртнӗ ан пултӑр.

— А тебе, хозяин, — повернулась к нему Шербиге, — в дом сейчас входить не надобно, выйди в сени да карауль дверь, чтоб ни одна кошка, ни один человек не вошел в дом.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней