Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку эпӗ сирӗн ҫине ҫӳлтен аялалла пӑхнипе ҫавӑн пек пулас, — ӑнлантарнӑ Алексей.Это похоже на то, как я смотрю на вас сверху вниз, — пояснил Алексей.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Алексей ҫӳлтен команда пачӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Сулахай енчи ҫыран майлӑрах пулнине ҫӳлтен тӗрӗслесе пӑхма вӑл Алексейпе пӗрле час-часах самолетпа сывлӑша хӑпарнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Трассӑна сулахай енне куҫарас шухӑш ӑнсӑртран килсе тухман, ҫӳлтен кӑтартса панипе те пулман.Мысль о переносе трассы на левый берег пришла не случайно, не по наитию свыше.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Эпир санпа иксӗмӗр ҫӳлтен ниме юрӑхсӑр тунӑ ӗҫсене кӑна куртӑмӑр пулас.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Темиҫе ҫул каярах вӑл ҫӗр айӗнчи пуянлӑхсене шыракан ушкӑнпа пӗрле Адун ҫыранӗ хӗррипе урлӑ-пирлӗ утса тухнӑ, халӗ вӑл, самолетпа кайӑк пек вӗҫсе пынӑ чухне, ҫав вырӑнсене ҫӳлтен палласа илет.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫӳлтен пӑхса пынӑ чух ҫав вӗҫӗмсӗр сарӑлса юхакан шыв туратлана-туратлана каять: икӗ юппа, виҫӗ юппа, уйрӑлса, шыв кукӑрӗсем, юхӑ вырӑнӗсем, авӑрсем пулса тӑрать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Адун шывӗ сарӑлса кайни ҫӳлтен тата ытларах тӗлӗнтерет.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Икӗ енче те чул ту, ҫӳлтен пире ешӗл йывӑҫ турачӗсем хуплаҫҫӗ.С двух сторон закрытой скалами, под зеленой крышей деревьев.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Балкон ҫинче тӑракансем пурте аялалла кармашса пӑхрӗҫ, площадь енне таҫтан ҫӳлтен такамсем пулеметпа переҫҫӗ.Все, кто был на балконе, хлынули к перилам. Над площадью оттуда-то сверху трещала дробь пулемета.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Тин кӑна бомбӑсем алтса пӗтернӗ ҫӗр ҫинче унта та кунта лучӑркаса-ватса пӗтернӗ лафетсем йӑваланса выртаҫҫӗ; ӗмӗрлӗхех шӑпланнӑ йывӑр тупӑсем кӗпҫисене е ҫӳлелле каҫӑртса е ҫӗре тӑрӑнтарса выртаҫҫӗ, вӗсене ҫӳлтен калама ҫук хӑватпа канавалла пӑрахнӑ иккен, хӑшне ҫӗрпе витсе ӗлкӗрнӗ, хӑшне витсе те ӗлкереймен.
27 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Хӑйсем те сисмеҫҫӗ вӗсем хӳмерен тыткаласа малалла утнине, пӗр шарламасӑр, халӗ ӗнтӗ пуҫ тӗлӗнчех ҫурӑла-ҫурӑла каякан бомба сассисене, ҫӳлтен тӑкӑнакан осколкӑсем ӳленине итлесе утаҫҫӗ вӗсем, — ҫапла вӗсем батарейӑри турӑш ҫакӑнса тӑнӑ вырӑна ҫитрӗҫ.
10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫав тери хавас вӑл пиччӗшне курнипе, ӑна вӑл герой тесе шутлать, ҫавӑнпа ун ҫине хисеплесе, савӑнса пӑхать, анчах хӑш-пӗр енӗпе илсен, уйрӑммӑнах светри образовани тӗлӗшпе илсен, тӗрӗссипе каласан, ун пек образовани ун хӑйӗн те пулман, пиччӗшне вӑл хӑйӗнчен кайра тӑракан ҫын вырӑнне хурать, пиччӗшӗ французла калаҫма пултарсах кайманни, чаплӑ обществӑра хӑйне хӑй тыткалама, ташлама т. ыт. пӗлсех кайманни ӑна кӑштах вӑтантарать, ҫавӑнпа вӑл ун ҫине ҫӳлтен пӑхать, май пулсан, ку тӗлӗшпе ӑна вӗрентме ӗмӗтленет.
6 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫак вӑхӑтра шӑпах рота умӗнче ҫулӑм йӑлтлатса илнӗ, чӑтма ҫук хӑрушшӑн кӗрслетни илтӗнсе кайнӑ, пӗтӗм ротӑна хупласа хунӑ ку сасӑ, унтан вара ҫӳлте, сывлӑшра чул муклашкисемпе осколкӑсем шӑхӑрни илтӗннӗ (сахалран та тепӗр 50 ҫекундран пӗр чулӗ ҫӳлтен ӳксе пӗр салтак урине лексе амантнӑ).
11 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ку пӗлӗтсем хӗвеле хупласа хунӑ; ҫӳлтен темӗнле салхуллӑ йӗпхӳ пӗрӗхсе тӑрать, вӑл пӳрт тӑррисене, тротуарсене тата салтак шинелӗсене йӗпетет…
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫаврака сухан пуҫӗсем, пурҫӑн тӗслӗ хупписемпе ялтӑртатса, ҫӳлтен Чижик алтупанӗ ҫине, пӳске пек, ӳкеҫҫӗ.Круглые луковицы, блестя шелковыми боками, словно мячики, летели сверху в ладони Чижика.
Пурте пӗриншӗн // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Сасартӑк таҫтан, те ҫӳлтен те аяккинчен, хыттӑн янрса кайрӗ пӗр баслӑ сас:Вдруг — неизвестно откуда, не то сверху, не то со стороны раздался громкий, басовитый голос:
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Анчах вӑл балкон ҫинче ҫӳлтен сасӑсем илтӗннипе чарӑнса тӑнӑ.Но на балконе она остановилась, услыхав голоса, которые доносились сверху.
XLIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл шертерен ярса тытнӑ, ҫӳлтен Динӑна тытма хушнӑ, вара улӑха пуҫланӑ.
6 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Пӳрт алӑкӗнчи пекех — аялтан сивӗ ҫил вӗрет, ҫӳлтен ӑшӑ ҫил вӗрет.И низом идет холодный дух, а верхом — теплый, так же как с надворья в избу.
Ҫил ӑҫтан пулать? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.