Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫирӗп сăмах пирĕн базăра пур.
ҫирӗп (тĕпĕ: ҫирӗп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паянхи тулӑх пурнӑҫӑн ҫирӗп никӗсне хывнӑ ветерансене – уйрӑм тав сӑмахӗсем.

Особые слова признательности – ветеранам, заложившим прочный фундамент сегодняшнего благополучия.

Олег Николаев Республика кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/06/24/oleg- ... respubliki

Сире пурне те вӗренӳре тата ӗҫре ӑнӑҫусем, ҫӗнӗ пӗлӳпе опыт, ҫирӗп сывлӑхпа лӑпкӑлӑх сунатӑп.

Желаю вам всего самого лучшего - успехов в учебе и работе, новых знаний и опыта, крепкого здоровья и душевного равновесия.

Олег Николаев Ҫамрӑксен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/06/24/oleg- ... -molodezhi

Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем пултаруллӑ, ҫирӗп тӗллевлӗ пулнишӗн тата халӑхӑн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан йӑли-йӗрки ҫинче тивӗҫлӗ воспитани илнишӗн мӑнаҫланатпӑр.

Мы гордимся тем, что молодежь Чувашии талантливая, целеустремленная и достойно воспитанная на многовековых традициях народа.

Олег Николаев Ҫамрӑксен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/06/24/oleg- ... -molodezhi

Тӗслӗхрен: яштака пӳ (сывлӑх тата пуянлӑх - тӗрӗс апатланма тата спортзала ҫӳреме май пур), лайӑх шурӑ шӑл (пуянлӑх тата сывлӑх), яка ҫутӑ ӳт (сывлӑх тата пуянлӑх - хӗвел ҫинче нумай ӗҫлеме тӳр килмест апла), хӗрсенче сӑпайлӑх (ырӑ кӑмӑл хакра), арҫынсенче ҫирӗп кӑмӑл (упча кӗтекен япала).

Помоги переводом

Вӑй ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1373

Хирӗҫле, этем ушкӑншӑн тӑрӑшать пулсан, ҫынсене ачисене пӑхнӑ пек пӑхать тата хӳтӗлет пулсан, ушкӑнра килӗшӳ тытма пӗлет пулсан - унӑн авторитет питӗ ҫӳллӗ тата ҫирӗп пулать.

Помоги переводом

Вӑй ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1373

Монархсем мӗншӗн ҫав тери ҫирӗп этикет тытаҫҫӗ те.

Помоги переводом

Вӑй ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1373

Ҫак майпа илнӗ авторитет ҫынсем хӑрани ҫинче тытӑнса тӑрать, ҫавна кура ҫирӗп мар, кӗске дистанци валли кӑна юрӑхлӑ.

Помоги переводом

Вӑй ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1373

Пурӑнать пулсан ҫирӗп сывлӑх сунатӑп ӑна, чир-чӗрсем ытлашши ан кансӗрлеччӗр.

Помоги переводом

Ҫӗршыва кирлӗ те усӑллӑ… // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/260

Пӗри сывлӑх хуралӗнче ҫирӗп тӑнӑ пулсан, тепри водительте парӑнман.

Если одна твердо охраняла здоровье граждан, то другой трудился в качестве водителя.

Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html

Фермер хуҫалӑхӗнче сенажа технологие ҫирӗп пӑхӑнса янтӑланине палӑртмалла.

Помоги переводом

Утӑ та типӗтеҫҫӗ, сенаж та хываҫҫӗ // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d1%83%d1% ... %d0%b0cce/

Хӑй вӑхӑтӗнче ҫар тивӗҫне чыслӑ пурнӑҫланӑ, ун хыҫҫӑн мирлӗ ӗҫре тӑрӑшса ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ ветерансене саламларӗ, ҫирӗп сывлӑх, тулли телей сунчӗ.

Помоги переводом

Пӗрле пуҫтарӑнса паллӑ турӗҫ // Ангелина Иноходцева. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%bf%d3%9 ... %97%d2%ab/

Каҫал тӑрӑхӗ ӗҫре пултаруллӑ, юрӑ-ташӑра ӑста пулнипе пӗрлех вӑй-хал енчен ҫирӗп ҫынсемпе те пуян.

Помоги переводом

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Пархатарлӑ ӗҫӗршӗн, ырӑ кӑмӑллӑ тата хӗрхенӳллӗ пулнӑшӑн сире пурсӑра та тав тӑватӑп, ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата малашнехи ҫитӗнӳсем сунатӑп!

Выражаю признательность вам за благородный труд, отзывчивость и милосердие, желаю крепкого здоровья, благополучия, счастья и дальнейших успехов!

Олег Николаев Медицина ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/18/gla ... aet-s-dnem

Ҫак ҫитӗнӳсене медицина ӗҫченӗсен кулленхи ырми-канми тӑрӑшулӑхӗ, ӗҫе пӗлсе йӗркелени тата йӗркене ҫирӗп пӑхӑнни тума пулӑшнӑ.

За этими достижениями стоит каждодневный труд медицинских работников, четкая организация работы и высокая дисциплина.

Олег Николаев Медицина ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/18/gla ... aet-s-dnem

Кил-йыш ҫирӗп пултӑр тесе ҫапла тӑваҫҫӗ ӑна.

Помоги переводом

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Сухви амӑшӗ тӗшмӗшлӗрех, ӗлӗкхи йӑла-йӗркене ҫирӗп тытса пырать тенине Саня илтнӗ.

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Сухвие амӑшӗ питӗ ҫирӗп тытнӑ.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Темиҫе кун асапланса та ӑшран хӗлӗх сине тухман туйӑмсем, халӗ сасартӑк ҫирӗп йӗркене пӑхӑнса, кӗвӗллӗн янраса, нота хучӗсем тӑрӑх чупса кайрӗҫ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ытлашши черченкӗ мар хӗрӗ, теветкел ҫирӗп сӑн-питлӗ, яштак кӗлеткеллӗ…

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Вӑл хускалкаланисенче те, сӑн-питӗнче те сумлӑх, ӑс, ҫирӗп кӑмӑл сисӗнет.

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней