Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑн пек ҫынсенчен пӗри вӑл — граф Милорадович пулнӑ — паттӑр, илемлӗ, ҫав тери хӑюллӑ, нимӗн ҫинчен те шутламанскер; Александр ӑна вунӑ хутчен парӑмсенчен хӑтарнӑ; кунпа пӗрлех вӑл хӗрарӑмсем хыҫҫӑн сӗтӗрӗннӗ, укҫа шутне пӗлмесӗр тӑкнӑ, лӗпӗрти пулнӑ, тӗнчери чи ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫынсенчен пӗри пулса тӑнӑ, салтаксен идолӗ пулнӑ, пӗр саккуна та пӗлмесӗр, темиҫе ҫул хушши Петербурга тытса тӑнӑ, юлашкинчен, юри тенӗ пекех, ӑна Николай патша пулса тӑнӑ пӗрремӗш кунӗнчех вӗлерсе пӑрахнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Анчах та юридици тӗлӗшӗнчен вӑл телекомпанин пайӗ шутланман, ҫавӑнпа та 2001 ҫулта НТВ «Газпром медиа» шутне кӗрсен, портал Владимир Гусинский витӗмӗнчех юлнӑ.
21 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн Newsru.com МИХ хупӑннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28738.html
Вӑл вӑхӑт шутне пӗлми пулнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Килтен сивӗтнисен шутне кӗчӗ ҫапла вара Костя, манӑн чи ҫывӑх тус Костя, часах.И Костя, мой лучший друг Костя, стал в нашем доме персона нон грата.
19 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ҫыхӑну тата телекоммуникаци цифровизацин тӗп ҫул-йӗрӗ пулса тӑраҫҫӗ, вӗсем ӗнтӗ пирӗн кулленхи пурнӑҫа ҫирӗп кӗрсе вырнаҫрӗҫ, наци приоритечӗсен шутне лекрӗҫ.
Олег Николаев Радио кунӗ ячӗпе салмлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/05/07/glav ... aet-s-dnem
Вӗсен шутне истори, халӑх пурнӑҫӗпе общество йӗрки ҫинчен калакан кӗнекесем кӗреҫҫӗ.Сюда входила история, книги об устройстве общества и жизни народа.
Лӑпкӑ мар // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ӑна ывӑлӗ кӑшкӑрни килӗшмерӗ; вӑл ӑна чарса: «ҫылӑха пӗл! чарӑн тетӗп сана!» — тесе, виҫӗ шӑпаллисем шутне пӗрле пурӑнаканнисем кӑна мар, уйӑрӑлнисем те кӗмелле теме тытӑнчӗ.
V // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
— Вӗсен шутне кӗрет-ҫке-ха.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кожанова ӑнлантарасси ҫӑмӑлах марччӗ, мӗншӗн тесен вӑл тӳрех пырса ҫапмалли тактикӑна йышӑнакан тата хӑйне хирӗҫ тӑракан тӑшман политикӑпа мораль тӗлӗшӗнчен мӗнле пулнине пӗлес енӗпе чакаланма юратман офицерсен шутне кӗретчӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хама панӑ документсем тӑрӑх, эпӗ стационарлӑ масарсем тӑвас тӗлӗшпе ӗҫлекен рабочисен шутне кӗретӗп.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Аристократсем шутне кӗресшӗн мӗнпур вӑйӗпе тапаланнӑ кӑранташ королӗн ҫӳлӗ чӳречисен кантӑкӗсем чӗтреҫҫӗ, урайӗнче ҫӗршер ура йӑкӑштатни илтӗнсе тӑрать.
Ёлка // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
Ку вӑхӑтра шӑпах унта нимӗҫсен Воронеж хули патӗнче арканнӑ дивизийӗ хӑйӗн чакнӑ шутне йӗркелеме чарӑннӑ пулнӑ.
Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.
Нимӗҫле пӗр такӑнмасӑр калаҫни, бавар халӑхӗн кивӗ юррисене юрлани, рояль калани хӗре кӑмӑллакансен шутне ӳстернӗ.
Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.
Ҫамрӑк салтак Кафий Галаулин та, хула ҫынни, вӑрҫӑччен Хусанти тир тӑвакан заводра механик пулнӑскер, хаваслӑ та маттур ҫын, часах ҫак туссен шутне кӗнӗ.
Туссем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 66–74 с.
Командарм ӑнланать: ҫак самантра, тӑшман крепоҫа блокадӑланӑ чух, гарнизонӑн чун хавалне хӑпартни питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен ку чухнехи вӑрҫӑ осадӑри хулара пурнакан халӑха пӗтӗмӗшпех гарнизон шутне кӗртрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Эпир Дульникпе иксӗмӗр ҫав ҫӗр ҫын шутне лекрӗмӗр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ӗлӗк тайгара хӑй персе ӳкернӗ пакшасене шутламан пулсан, халь вара юлташӗсем пекех, хӑй персе вӗлернӗ нимӗҫсен шутне те шутламан.
Разведчиксем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 46–54 с.
Ҫак задачӑна Украинӑри Иккӗмӗш фронт ҫарӗсен пурнӑҫа кӗртмелле, Самиевӑн полкӗ те ҫав ҫарсен шутне кӗрет.Эта задача выпала на долю армий Второго Украинского фронта, в составе которого шел и полк Самиева.
XXVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Младши лейтенант Теличко ку чаҫре пайтахранпа, «старик» шутне кӗме ӗлкӗрнӗ, Сагайда унпа сахал мар йывӑрлӑхсем тӳссе курнӑ, ҫавӑнпа та вӗсем, пӗр-пӗринпе тӗл пулсан, нихҫан та калаҫса пӗтереймеҫҫӗ.
VI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Килте ӑна пӗр хыпарсӑр ҫухалнисен шутне кӗртсе хунӑ пулӗ, вӑл пурӑнать, ҫапӑҫать, пирӗн ӗҫшӗн кӗрешет.
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.