Поиск
Шырав ĕçĕ:
Марья Николаевна вӑл кун питӗ чаплӑ тумланнӑ, ун ҫинче кӗрен тӗслӗ глясэ пурҫӑн платье, а lа Fontanges текен ҫанӑлӑскер, тата кашни хӑлхинче пӗрер пысӑк бриллиант.
XXXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вӑл вӗсенчен пӗрне, вӗҫкӗн тумланнӑ чылаях илемлӗ брюнета, чи лайӑх Париж акценчӗпе аякранах: Соmte, vous savez, il ne faut pas venir me voir — ni aujourd'hui ni demein» — тесе кӑшкӑрчӗ.
XXXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ун патне ҫавӑн пекех лайӑх тумланнӑ вырӑс сӑнлӑ ҫын — ун камердинерӗ чупса пычӗ.К нему подлетел человек, тоже отлично одетый, но с русским лицом — его камердинер.
XXXIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ун умӗнче кӑштах тайкаланкаласа, чылаях самӑрскер, хулӑн ураллӑ, аван тумланнӑ кӗлетке пырать; кам кӗлетки пулма пултарать-ха ку?
XXXI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вӑл унӑн амӑшӗ виҫӗмкун пулнӑ калаҫу хыҫҫӑн, мӗн те пулин хӑйне кирлӗ пек тутарасшӑн питех те тӑрӑшни ҫинчен, Джемма хӑйӗн шутне пӗр талӑк хушшинче пӗлтерме сӑмах парса Леноре фрауран хӑпни ҫинчен; ҫав срока мӗнле ыйтса илни ҫинчен тата ыйтса илме епле йывӑр пулни ҫинчен; пачах кӗтмен ҫӗртен нихҫанхинчен вӗҫкӗнрех тумланнӑ тата ҫухине нихҫанхинчен те ытларах крахмалланӑ Клюбер господин пырса кӗни ҫинчен каласа пачӗ.
XXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Санин тумланнӑ вӑхӑтра Эмиль унпа, — чӑнах та, хӑюллӑнах мар ӗнтӗ, — Джемма ҫинчен, вӑл Клюбер г-нпа хирӗҫни ҫинчен калаҫма пуҫларӗ; анчах Санин ӑна хирӗҫ чӗнмерӗ, Эмиль вара, хӑйне ку ыйтӑва ҫиелтен те пулин тӗкӗнме юраманнине ӑнланнӑ пек кӑтартса, урӑх тапратмарӗ — сайра хутра ҫеҫ шухӑша кайса, пит-куҫне ҫирӗппӗн тытса тӑчӗ.
XXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Старикӗн мӗнпур тумӗнчен камфарӑпа мускус шӑрши кӗрет; ун ҫав тери тӑрӑшса тумланнӑ кӗлетки питӗ хытӑ чӗреллӗ ҫынна та тӗлӗнтернӗ пӳлӗччӗ!
XVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
«Офицер господина калаҫса татӑлмашкӑн вунӑ сехетчен кӗтетӗп, — шутласа хучӗ Санин тепӗр кун ирхине тумланнӑ чух, — кайран вара шыратӑр мана!»
XVII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Тепӗр кунне Санин вырӑн ҫинчен те тӑманччӗ-ха, ун патне праҫник чухнехи пек тумланнӑ, аллине патак тытнӑ, питне хытӑ сӑрланӑ Эмиль чупса кӗчӗ те, Клюбер г-н халех каретӑпа килесси ҫинчен, ҫанталӑк тӗлӗнмелле аван пулассӑн туйӑнни ҫинчен, вӗсем ӗнтӗ пӗтӗмпех хатӗрлесе ҫитерни ҫинчен, анчах пуҫӗ ыратнӑ пирки амӑшӗ кайманни ҫинчен пӗлтерчӗ.
XIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Эмиль! — илтӗнчӗ алӑк хыҫӗнчен, вара пӳлӗме тирпейлӗ тумланнӑ, кӗмӗл тӗслӗ кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ, тӗксӗм сӑнлӑ хӗрарӑм вӑр-вар утса кӗчӗ; ун хыҫӗнчен чылай ҫула ҫитнӗ арҫын; арҫын хулпуҫҫийӗсем хыҫӗнчен служанка пуҫӗ вӗлтлетсе иртрӗ.
III // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Йывӑҫа та ӑслӑ-тӑнлӑ япала теме пулать, енчен вӑл сан ҫине ҫуркунне ӑшшӑн кулса пӑхать пулсан, ҫулҫӑсемпе тумланнӑ пулсан, ирсерен эсӗ хӑвӑн класна кӗрсе, хӑвӑн кантӑк умӗнчи вырӑнна пырса ларсан, вӑл сана: «Сывлӑх сунатӑп!» — тесе калать пулсан.
X // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Лавккаран ҫав тери чаплӑ тумланнӑ, аллӑ пиллӗксене ҫитнӗ ҫын мӑнаҫлӑн утса тухрӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Капӑр тумланнӑ ӳсентӑрансене курса савӑнаймаҫҫӗ…
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Еленӑпа Инсаров тӗлӗнсе пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ; вӗсем сӑмах хушасса кӗтсе тӑмасӑрах, пӳлӗме пӗчӗк те шӗвӗр питлӗ, ҫивӗч куҫлӑ, капӑр тумланнӑ ҫын кӗрсе тӑчӗ.
XXXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑл ҫав тери ула-чӑла та начар тумланнӑ: ҫӳҫне хӗрлӗ сетка витсе тӑрать, тӗссӗрленнӗ сенкер атлас кӗпи кӑкӑрне хӗсет, шведски текен хулӑн перчетки шӗвӗр чавси патнех ҫитет; ара, ӑҫтан пӗлтӗр-ха вӑл, мӗнле те пулин бергамӑри кӗтӳҫӗн хӗрӗ, Париж камелийӗсем мӗнле тумланнине!
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Тӑватӑ сехет тӗлне вунӑ минут ҫитиччен Стаховсен дачин крыльци умне тара тытнӑ карета ҫитсе чарӑнчӗ те, ун ҫинчен лайӑх та илемлӗ тумланнӑ ҫамрӑк ҫын анса, хӑй килни ҫинчен пӗлтерме хушрӗ.
XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Пичӗсем хура, пит шӑммисем сарлака, ухмахрах сӑнлӑ, сӑмсисем хурчканни пек, кашниех хӗрӗхелле ҫитнӗ ҫынсем; начар тумланнӑ, тусанланса пӗтнӗ, тарланӑ; сӑнран пӑхсан — ӑстаҫӑсем — ӑстаҫӑсем мар, господасем — господасем мар, турӑ пӗлет мӗнле ҫынсем вӗсем.
XIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Хӑшӗсем тумланнӑ, хӑшӗсем аялти кӗпе-йӗмпех.Выскакивали одетые и полуодетые, выскакивали в одном нижнем.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Пӗр пек тумланнӑ ҫӗр аллӑ курсант.
1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Тумланасса та чаплӑ тумланнӑ, пурте йӑл кулаҫҫӗ…
1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.