Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тимӗрҫӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тимӗрҫӗ (тĕпĕ: тимӗрҫӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑк тимӗрҫӗ пӑртак сывлӑш ҫавӑрнӑ хушӑра вӗсем сӑмахлама тытӑнчӗҫ.

Когда молодой кузнец остановился перевести дух, они разговорились.

XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ялта Мишша ҫулне ҫитнӗ каччӑсем пурте авланнӑ ӗнтӗ, тимӗрҫӗ ачи авланман-ха, ҫамрӑксен вӑййисене ҫӳремешкӗн питех савӑк мар курӑнать: Тухтар вӑйӑра Мишшана пӗртте курмарӗ.

Мишины деревенские ровесники все давным-давно переженились, а он еще не женат, да и на молодежные игрища, видимо, ходит мало или не ходит совсем — Тухтар Мишу не видел там ни разу.

XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫамрӑк тимӗрҫӗ сарлака та тӗреклӗ ҫын, сӑнӗ-пичӗ — ӗҫлесе пӑшӑхнипе пуль — хӗрелсе кайнӑ, кӳпшекрех сӑмси, ашшӗнни пек, авӑнчӑкрах, чӑшӑл хура сухалне ик-виҫӗ кун хушши хырман пулмалла, ҫӳҫне хыҫалалла тураса янӑ та, итлесех кайман ҫӳҫ пайӑркисем хӑй кӑшт авӑнмассерен малалла усӑна-усӑна анаҫҫӗ.

Был он молод, широкоплеч и крепок; лицо его было красным от напряжения и близости огня; крупный отцовский нос с небольшой горбинкой не портил лица, поросшего густой черной щетиной, — видно, парню не до бритья; зачесанные назад волосы при каждом наклоне спадали прядями на лицо.

XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тухтарпа Ильяс тимӗрҫӗ лаҫҫине пынӑ чухне Мишша пӗччен кӑна ӗҫлетчӗ.

Когда Тухтар с Ильясом пришли в кузню, Миша работал один.

XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шӑрттан Имечӗ, сӑмахран каласан, Мишшана ӗлӗкхинчен те ытларах юрата пуҫларӗ, вӑл тимӗрҫӗ лаҫҫине ирӗн-каҫӑн кун сиктермесӗр тенӗ пек кӗрсе тухмасӑр чӑтаймасть, кӗрешмелли мелсене те Мишшана пикенсех вӗрентет.

А победитель нынешнего агатуя Шырттан Имет не пропускает и дня, чтобы не заглянуть в кузню, — любит он Мишу и старается передать ему все секреты своего мастерства.

XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пиллӗкӗшӗ те вӑйлӑ ашшӗне хунӑ темелле — вӗҫе-вӗҫӗн патваррӑн ӳсеҫҫӗ: асли — Мишша ятлӑ; ялта халь ӑна та ӑста тимӗрҫӗ теҫҫӗ, иртнӗ акатуйӗнче паттӑр кӗрешнӗрен вара ялта ӑна пысӑкки-пӗчӗкки — пӗтӗмпех лайӑх паллать.

И все удались в отца: растут рослыми, сильными: Старший — Миша — уже прослыл по селу как отличный кузнец, а после того, как на ага- туе не раз бывал победителем среди борцов, так и вовсе прославился — и стар и млад узнают его за версту.

XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тимӗрҫӗ ҫемйи кунта Чулхуларан куҫса килнӗ.

Появились здесь кузнецы из Нижнего Новгорода.

XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Капкай тимӗрҫӗ вырӑс ҫынни.

Кузнец Капкай был русским человеком.

XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кӗрешме кӑҫал кӑна тытӑннӑскерӗн, Мишшан мелӗ те ҫитмест-ха, мишер, ҫакна пӗлсе, чееленме пӑхрӗ, Мишша ӑна ҫӗклесе илсенех вӑл пӗтӗм йывӑрӑшӗпе тимӗрҫӗ ачи ҫинелле выртрӗ.

Разумеется, татарин был намного опытнее Мишки, впервые выступавшего в состязаниях в этом году, и, когда Мишка в очередной раз поднял противника над собой, тот всей тяжестью налег на сына кузнеца.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫтаппан тепӗр хут та Мишшана ҫӗклесшӗн тӗрмӗшет — тимӗрҫӗ ачи парӑнмасть, шӑпах ҫӗклесе илес тенӗ чух пула пек йӑпӑштатса тухать.

Степан попытался вторично оторвать Мишку от земли, но тщетно — в самый, казалось бы, решающий момент Мишка выскользнул из рук силача, как рыба.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Мӗн тӑвайтӑр алӑсӑр тимӗрҫӗ?

Какой из него тогда кузнец?

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ильяс вӑл вырӑс тимӗрҫӗ ачи иккенне лайӑх пӗлет.

Ильяс знал, что он — сын русского кузнеца.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Мишшапа ӑна танлаштарсан, тимӗрҫӗ ачи ун ҫумӗнче пӗчӗк те ҫинҫешке пек курӑнать.

Мишка рядом с ним выглядел подростком.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Хура кӗркуннеччӗ ун чух, Капкай тимӗрҫӗ патне килсеттӗм.

— Осень тогда была холодная, а я приходил к кузнецу Капкаю.

II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӗсен вӗт Вейнемейнен кӑна мар, Ильмаринен «тимӗрҫӗ» те пур, вӑл вӗсен ҫар ҫулпуҫӗ вырӑнӗнче ҫӳрет!

У них ведь кроме Вейнемейнена и Ильмаринена есть главный военный начальник.

Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Мӑн чӑвашӑн кӗреки яланах тимӗрҫӗ лаҫҫи пек вӗресе тӑнӑ.

У нас в застолье всегда было жарко, как в кузнице.

Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив

Анчах сунарҫӑ, тимӗрҫӗ, пулӑҫӑ ӗҫӗпе пурӑнсан, пурӑнӑҫ йӑлисемпе йӗркисене те ҫав вӗренмен ахаль ҫынсенченех кура хӑнӑхатӑн.

Но если приходится быть и охотником, и рыбаком, и кузнецом, то естественно усвоить и нравы и образ жизни охотника, рыбака, словом, людей физического труда.

XIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Пирӗн хуҫа тимӗрҫӗ, пулӑҫӑ, сунарҫӑ, платник, вӑл ниепле те духовнӑй ҫын таврашӗ пулманнине эпӗ ҫӗрле пуличченех сӑнарӑм ӗнтӗ.

Уже к вечеру я понял, что мы имеем дело с кузнецом, рыбаком, охотником, плотником, но никак не с духовной особой.

XIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

— Сывлӑх сунатӑп, — терӗ тимӗрҫӗ Дани чӗлхипе.

— God dag, — ответил кузнец на чистом датском языке.

XIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Тимӗрҫӗ пӳрнисене сӑран саппунӗпе шӑлса тасатрӗ те хӗҫе, халь-халь хуҫӑлса ӳкес пек ҫӳхе дыня чӗллине тытнӑ евӗр, асӑрхануллӑн хӑй аллине илчӗ.

Вытерев о кожаный фартук пальцы, кузнец принял ее осторожно, как тоненький ломоть дыни, который вот-вот переломится.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней