Поиск
Шырав ĕçĕ:
Этеме вӑл таврари пурӑнӑҫпа кӗрешни ӳстерсе пынине эпӗ питӗ ир, ҫамрӑклах ӑнланса илтӗм.Я очень рано понял, что человека создаёт его сопротивление окружающей среде.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вара эпӗ таврари ялсене хам кайса шыраса ҫаврӑнма шут тытрӑм.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Ун аллинчи фонарь силленнӗ, таврари йывӑҫсене, шыв лупашкисене, йӗпе курӑка тӗксӗм ҫутӑпа ҫутатнӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Анчах ун сӑмахӗсене Коля уйӑрса илеймен — таврари пур сасӑсене те пӑрахут сасси хупласа лартнӑ.Но слов её разобрать было невозможно, потому что гудок заглушал все.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Вӑл кӑна мар, таврари япаласем те, ҫутҫанталӑк та, сӑрт ҫамкинче ларакан пӗччен пӳрт те, айлӑмри кӗмӗл пек йӑлтӑртатса выртакан кулӗ те, тем кӗтнӗ пек шавламасӑр ларакан вӑрман та юмахри пек курӑннӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Кӑштах ӑнланса илекен ҫынсем, партин чысне сыхласа усрама тӑрӑшакансем, ҫав ют ҫӗршыври ирсӗрлӗхӗн, хӑйӗн шӑршланса кайнӑ кружковщинипе таврари сывлӑша пӑсма ӗлкӗрнӗскерӗн тата партири хирӗҫӗве «килти пек», вӑрттӑн, сӗтел хушшинче сӑрапа чей ӗҫсе, сутӑнчӑклӑн майлаштарма тӑрӑшакан политикӑна тӑрӑ шыв ҫине кӑларсан, пирӗн ҫума хаваслансах хутшӑнасса шанса тӑратпӑр…
XXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ленгник хӑй таврари ҫынсем ҫине, полковник ҫине пӑхрӗ те, сигарне ҫӑварӗнчен кӑлармасӑр, мӑкӑртатрӗ.Ленгник посмотрел на окружающих, на полковника и буркнул, не вынимая сигары изо рта:
I сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Кил хуҫи старикки, кӗрӗк пиншак уртса ярса, урама тухрӗ, таврари шӑплӑха сӑнаса, хутор тӑрӑх ҫур сехете яхӑн ҫӳрерӗ.Дед накинул кожух, вышел из избы, побродил с полчаса по хутору, настороженно прислушиваясь к тишине.
XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Нумаях пулмасть-ха вӑл, хаҫатра хӑй вуланине асне илчӗ: шӑпах ҫак районра хаяр ҫил-тӑман пирки поездсем талӑкшар чарӑна-чарӑна ларнӑ пулнӑ, начальниксен приказӗсем тӑрӑх таврари ялсенчен хӑваласа тухнӑ пиншер хресченсем кӗреҫесемпе те ним тӑвайман.
XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Таврари нумай ялсенче нимӗҫ гарнизонӗсем тӑраҫҫӗ.
XIX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Хамӑн Ермолайран тата ытти ҫынсенчен те Бирюк ятлӑ леҫник ҫинчен, таврари мужиксене вутран хӑранӑ пек хӑратса пурӑнакан Бирюк ҫинчен час-часах илткеленӗ эпӗ.
Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.
Вут ҫути, лӗп-лӗп туса, таврари ҫавракана та, ҫӳлелле те ҫутатрӗ.Отражение света ударило, порывисто дрожа, во все стороны, особенно кверху.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Вут йӗри-тавра хӗрлӗн курӑнакан пӗр ҫаврашка ҫутӑ, таврари ҫӗр тӗттӗмӗ хупласа тӑнӑран, халь сӳнес пек чӗтресе, лӑпкӑн хумханать.около огней дрожало и как будто замирало, упираясь в темноту, круглое красноватое отражение.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Ку ҫарана таврари халӑх пурте Бежин ҫаранӗ теҫҫӗ…Этот луг славится в наших околотках под названием Бежина луга…
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Вӑл тырра — турӑ парнине — сутма ҫылӑх тесе шутланӑ, 40-мӗш ҫулти выҫлӑх вӑхӑтӗнче, тырӑ калама ҫук хаклӑ тӑнӑ вӑхӑтра, таврари помещиксемпе хресченсене хӑйӗн мӗнпур тыррине валеҫсе панӑ; тепӗр ҫул вара лешсем хӑйсен парӑмне ӑна тырӑпах тавӑрса панӑ.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Пӗтӗм таврари сывлӑш темӗн ӳксе кӗмсӗртетнипе, кӑшкӑрнӑ сасӑсемпе, пулемёт шатӑртатнипе тата винтовкӑран пенӗ сасӑпа туласа тӑрать пулин те, вӗсем пӗр-пӗринпе шӑппӑн кӑна пӑшӑлтатса калаҫаҫҫӗ.
X сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑл кунта арендатор тата корчма (трактир) тытакан пулса вырӑнаҫма та ӗлкӗрнӗ; ку таврари пансемпе шляхтичсене пӗчӗккӗнех хӑйӗн аллине илнӗ, майӗпен вӗсен укҫисене ҫаратса пӗтерсе вӑйлӑнах пуйса кайнӑ.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ачасем хӑйсен ялӗ патне хӗвел пӗлӗт хыҫне пытаннӑ пирки таврари ҫутҫанталӑк каҫ пулнӑ чухнехи пек тӗттӗмленнӗ вӑхӑтра чупса ҫитрӗҫ.
II сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Таврари ҫут тӗнче ун куҫӗ умӗнче анлӑрах та анлӑрах уҫӑлса пынӑ, вӑл хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне ытларах та вӑйлӑрах юратма пуҫланӑ.
I сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫав юмахсем урлӑ вӑл пурнӑҫа тата таврари ҫутҫанталӑка ӑнланма пуҫланӑ.Через них начал познавать жизнь, любить окружавшую его природу.
I сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.