Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӗмсӗрлӗх пилӗк минут пек тӑсӑлчӗ; айккинчен сӑнаса тӑруҫӑ ҫак икӗ ҫынна тепӗр ҫырана епле майпа каҫмалли пирки шухӑшласа аптӑракансем тесе хӑюллӑнах палӑртмалла.
IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Килтен тухрӑм, хӗвеллӗ урамсенче куҫакан ҫын ушкӑнӗсене чӗмсӗррӗн сӑнаса пыратӑп.Я вышел на улицу, погруженный в молчаливое созерцание солнечных улиц и движущейся толпы.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.
Республикӑра пурӑнакансене тата унӑн хӑнисене эпир спорт тӗнчинчи чи пысӑк пулӑмсене хӑйсен куҫӗпе курма, чемпионсем еплерех ҫуралнине сӑнаса тӑма сӗнетпӗр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Паян Чӑваш Ен прокуратурин органӗсенче пысӑк ӑсталӑхлӑ тата хӑйсен ӗҫне чунпа парӑннӑ юристсем тӑрӑшаҫҫӗ, вӗсем мӗнпур тытӑмра саккуна пӑхӑннине витӗмлӗ сӑнаса тӑраҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/01/12/news-3456361
Каҫхине Давенант ҫисе яман ҫӑкӑр ӑшне чиксе хучӗ ҫырӑвне, кӗҫех лазаретри арестант дежурнӑй, ҫак тӗллевпе ҫирӗплетнӗ уйрӑм надзиратель сӑнаса тӑнӑ май, Факрегед та пӗрлех, — камерӑсене кӗре-кӗре савӑт-сапана пуҫтарса тухрӗ.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Тамӑкри кун! — терӗ ҫамрӑк Ван-Конет ашшӗне тунсӑхлӑн сӑнаса.— Адский день! — сказал молодой Ван-Конет, уныло наблюдая отца.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Петвек ҫырана сӑнаса килнӗ хушӑра Тергенс шалти трюм люкне уҫрӗ, Давенанта ҫӗр каҫмалли вырӑнне кӑтартма ҫурта ҫутса унта анчӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл мана тӑрӑхлавлӑн сӑнаса тӑрать.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хӗрхӳлене пуҫланӑ яшкана кашӑкпа ӑсса илсе анне мана пӗр айӑккинчен сӑнаса пӑхса тӑнине туйрӑм.Рассеянно черпая ложкой перепрелый суп, я почувствовал, что мать сбоку пристально смотрит на меня.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Тимлӗн сӑнаса шофер чартлаттарса сурать е питне йӗрӗнчӗклӗн пӑркалать, ларса пыракансем шуранка ҫул ҫӳревҫӗ ҫине ӑнланмасӑр тӗмсӗлеҫҫӗ, хӑш-пӗр чухне елпӗрсе аллисемпе сулкалаҫҫӗ, вӑл ӳсӗр тесе шухӑшлаҫҫӗ-тӗр, чӑнах та — куҫне чарса вӗсем ҫине тинкерекен тӗлӗнмелле ҫав каччӑ мӗн каласшӑнне унӑн сӑнӗнчен ниепле те тӗшмӗртейместӗн.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Юрать-ха эсир ҫакна мана каларӑр, — ҫирӗппӗн чӗнчӗ Тиррей, унӑн куҫҫульпе тулсах ларнӑ куҫӗсем ашшӗ сӑнаса, куҫне хӗссе тинкернине шанӑҫ кӗтнӗ чухнехилле хуравларӗҫ; Франк аллисене кӗсйине чикрӗ те пукан ҫинче ҫӑмӑлттайла силленме пикенчӗ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫапах та пушӑлӑхпа ӳкӗнӗве хирӗҫ пӗчӗк саквояжпа тухса каймашкӑн йышӑну тума ҫав тери пысӑк вӑй хума тиврӗ, ҫав самантсенче тӗлӗнмеллерех йӑпану та пулчӗ — халӗ вӑл хӑйӗн, тӗрӗссипе, киревсӗр хӑтланӑвӗн синкерлӗ колоритне сӑнаса хаклаять.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Франк чӗмсӗррӗн ларнӑ кӗске вӑхӑтра Тиррей пӳлӗм кӗтесӗнчи пукан ҫине вырнаҫрӗ те ашшӗне тимлӗн сӑнаса хакларӗ: ывӑлӗ ҫине ҫапкаланчӑк шӑтарасла пӑхать, таса мар мӑйӑхӗ хушшинче — пӑсӑк кулӑ, ҫавна май унӑн сӑн-питне темӗн тӗрлӗ те ӑнланма пулать: ҫак самантра унра — те хӗпӗртев, те аптӑрав, те намӑссӑрлӑх, те йӗрӗнӳ…
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Унтан вӑл Давенантран пӳлӗм ҫинчен, Галеран ҫинчен ыйта-ыйта пӗлчӗ, каччӑна туслӑн сӑнаса пиншакӗн мӗн пур тӳмине ҫаклатма сӗнчӗ, капмар кресло-ниша ҫине лартрӗ, — ҫав вырӑнтан, пушӑлӑхран тейӗн, кӗнеке шкапӗсем, каҫӑн мрамор кӳлепи, шалтан кулса тинкерекен Футроз курӑнаҫҫӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Унӑн килӗшӳлӗхӗнче яш каччӑн айванлӑхӗ пачах ҫук: сӑнаса тӗсес тӗк кӑткӑс кӑмӑлпа вӑйлӑ туйӑмсене асӑрхаятӑн, анчах хӗрсем, ҫакӑнта ытлах чухламасӑр, хӑйсене килӗшекен кӑштах канӑҫсӑр сӑнлӑ, хитре куҫлӑ, хура ҫӳҫлӗ, хурланчӑк арҫын ачана кураҫҫӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫапла майпа ҫивӗчлӗх пур вырӑнсене сӑнаса тӑма пултарӗҫ.Таким образом они смогут контролировать все места, где есть проблемы.
Вӑрмансене видеокамерӑсем вырнаҫтарасшӑн // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31483.html
Хонс вӗтӗртетсе-тӗрткелешсе, хыпаланса, такӑна-такӑна, арпаша-арпаша мана хӑй мӗнле пуйса кайни пирки (такамӑн пайӗсене сутнӑ-мӗн) кӑштах чӑнах та шанчӑксӑртарах истори каласа кӑтартрӗ, эпӗ таврана кӑсӑклансах сӑнаса пытӑм.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.
Хальхи вӑхӑтра ӗҫ тупма шутсӑр йывӑр, — терӗ Дарль старике тимлӗн сӑнаса; лешӗ мӑшлата-мӑшлата тата ӳсӗре-ӳсӗре, ахӑртнех, йӑпанма хатӗрленчӗ, мӗншӗн тесен куҫӗсене хупнӑ та кӳрентермелӗхех кулать.
Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.
Иртсе пыракан икӗ ҫын симӗс чӳречене пӗр вӑхӑт ҫурт тепӗр енчи тротуартан сӑнаса тӑчӗ.Двое прохожих некоторое время смотрели на зеленое окно с противоположного дому тротуара.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 253–258 с.
Унпа арӑмне ҫынсем сӑнаса пӑхаҫҫӗ: пӗрисем ыйтуллӑн, теприсем кулкаласа.
Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.