Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пынӑ (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1952 ҫулхи ҫулла Виктор пӗрремӗш хут Завьялов патне ҫуллахи каникула пынӑ.

Помоги переводом

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл Коростылева аллине хыттӑн тытса чӑмӑртать, унтан, иртсе пынӑ май, леш Филонов тенӗ арҫын ачана хуллен кӑна пуҫ таять.

Помоги переводом

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тен, самолет сиксе кайсан, ун патне чупса пынӑ нимӗҫсене хупласа хунӑ, вӗсенчен пӗр касси пӗтнӗ пуль.

Помоги переводом

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах ҫав самантсенче, Лютиков парашютпа аннӑ чух, вӑл хӑйӗн летчикӗ ҫинчен, виҫӗ уйӑх каялла унӑн эскадрилйине авиашкултан тӳрех пынӑ ҫирӗм ҫулхи каччӑ ҫинчен кӑна шухӑшланӑ.

Помоги переводом

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫаксем пурте Симонюка нихҫан та кӑмӑла кайман, анчах ун патне хӑйӗн командирӗ пулнӑ ҫын ӑна мӗнпе те пулин пулӑшма пултарӗ е кӑшт та пулин хавхалантарӗ тесе хӑй ӑшӗнче шанса пынӑ Завьялов ҫакӑн ҫинчен маннӑ пулнӑ…

Помоги переводом

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Илемлӗ литературӑпа вӑл нумайранпа, пӗр ҫураҫусӑр кӗрешсе пынӑ.

Помоги переводом

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Нимӗҫсем пур енчен те чупса пынӑ, автоматсенчен пенӗ, анчах вӑл пурӗ пӗр вӗҫсе хӑпарнӑ.

Помоги переводом

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл, юлташне ҫӑлас тесе, тӑшман территорине ларнӑ: ун хыҫҫӑн вӗҫсе пынӑ летчикӗн, ведомӑйӗн, самолетне тӑшман лектернӗ пулнӑ, летчик парашютпа сикнӗ.

Помоги переводом

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Енчен вӗсем хушшинче туйӑм ҫуралнӑ пулсан та, вӑл вӑраххӑн аталанса пынӑ пулӗччӗ, ҫак икӗ ҫамрӑк ҫын пӗр-пӗрине ӑнланса ҫитме, пӗр-пӗрине юратса пӑрахма вӑхӑт кирлӗ пулнӑ пулӗччӗ.

Помоги переводом

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Машина малалла пынӑ ҫӗртех Завьялов кузов ҫинчен сиксе анчӗ те самолет патнелле чупрӗ.

Помоги переводом

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫулланса пӗтнӗ кӑвак комбинезонсем тӑхӑннӑ механиксем тӑрӑшсах моторсене палӑрми тума йывӑҫ тураттисемпе витнӗ, нумай хутчен иртнӗ курӑклӑ ҫул-йӗрӗпе бензозаправщик упаленсе пынӑ, тепри самолетсенчен пӗрин патӗнче тӑнӑ, ҫӗлен евӗрлӗ шланг унӑн ҫунатти тӑрӑх тӑсӑлса пынӑ.

Помоги переводом

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялова киноаппаратӑн объективӗ шӑп вӑл утса пынӑ ҫав куна, каҫа е ҫӗрлехи вӑхӑта тытнӑ пек туйӑнчӗ, — ун чух хӑй ӑҫта кайнине ас тӑвать вӑл!

Помоги переводом

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялова вӑл хӑй ҫак Горький урамӗ тӑрӑх, халь ҫӗмӗрсе тӑкнӑ е ӑҫта та пулин шаларах, кил хушшинелле шутарса лартнӑ ҫуртсем тӗлӗпе утса пынӑ пек, иртнӗ пурнӑҫри пӗр-пӗр хӗр ӑна тепӗр кӗтесре кӗтсе тӑнӑ пек туйӑнчӗ, — хӗрӗ вӑтӑрмӗш ҫулсенчи ытти нумай хӗрсем тӑхӑннӑ йышши беретпа, ун чухне модӑра пулнӑ ансӑр, вӑрӑм юбкӑпа.

Помоги переводом

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл малти пӳлӗмрен васкаса иртрӗ, унта урай тулли хаҫатсемпе журналсем выртаҫҫӗ-мӗн, — вӑл килте пулман икӗ эрне хушшинче почтальон хӑй ӗҫне тӗп-тӗрӗс туса пынӑ, — унтан Завьялов каялла таврӑнчӗ, хаҫатсене пӗр ҫӗре пухрӗ те сапаланакан купана сӗтел ҫине пӑрахрӗ.

Помоги переводом

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лена ӑна хирӗҫ пынӑ, ҫав вӑхӑтра уйӑха ҫак вӑрӑм ураллӑ, йӑлтӑркка пусмаран ҫӗленӗ платйӗ тӑхӑннӑ хӗрарӑм ҫине пӑхса илме май пама пӗлӗтсем те кӑштах сирӗлчӗҫ.

Помоги переводом

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӗнтӗ виҫӗ тӑм пуҫ, ҫакӑнтан иртсе пынӑ май, манран ҫапла ыйтрӗҫ: ыран санӑн пӗтӗм ӗҫе шыва кӗрекенсем тата пляжра волейболла выляма юратакансем таптаса тӑкаҫҫӗ пулсан, эсӗ мӗншӗн чакаланатӑн-ха, терӗҫ.

Помоги переводом

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑш-пӗр хӗрарӑмсем иртсе пынӑ чух арҫынсем, пурте мар пулин те — нумайӑшӗ, каялла ҫаврӑнса пӑхаҫҫӗ — Лена шӑпах ҫавӑн йышши хӗрарӑмсенчен пӗри пулнӑ.

Помоги переводом

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫапла шухӑшласа, пӗр-пӗринпе шӑкӑлтатса пынӑ май, сисмерӗҫ те вӗсем, ҫӑва патне ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

…Вассапа Якур ачисене илме пынӑ чухне Магдаль киле таврӑннӑччӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Якур кил-ҫуртне типтерлеме пынӑ чухне Васса ним ҫинчен те шухӑшласах кайман.

Помоги переводом

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней