Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

канӑҫ сăмах пирĕн базăра пур.
канӑҫ (тĕпĕ: канӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чижик чунтан савӑнать, анчах Ленӑн шӗвӗр пӳрни ӑна канӑҫ памасть.

Чижику было весело, но Леночкин указательный палец не давал ей покоя.

Леночка мӗншӗн ҫивӗтне пӗтӗрнӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Пӗр канӑҫ та ҫук.

Нет покоя.

Тӗнчери усал-тӗсел мӗнтен пулать // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ху юлташна темӗн тӗрлӗ юрататӑн, саватӑн, ӑна юратнипе хӑвна канӑҫ та ҫук.

И так полюбишь свою дружку, что нет тебе покоя.

Тӗнчери усал-тӗсел мӗнтен пулать // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пӗртте пӗр вырӑнта ларса-тӑрас килмест, тек вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳретӗн, ниҫта та сана канӑҫ ҫук.

И все тебя тянет куда-то, перелетаешь с места на место, и нет тебе покоя.

Тӗнчери усал-тӗсел мӗнтен пулать // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ӑна ҫапах та пӗр хӗрхӳ шухӑш канӑҫ памарӗ.

И все же одна горькая мысль преследовала его.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Шухӑш канӑҫ памасть.

Мысли не дают покоя.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Малашне мӗн тумалли канӑҫ памарӗ ӑна.

Заботы не давали ему покоя.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Мария Ильинична тахҫанах амӑшӗ ҫинелле пӑхкалать ӗнтӗ; ӑна мӗнле шухӑшсем канӑҫ паманнине тавҫӑрать вӑл.

Мария Ильинична уже давно поглядывала на мать; она догадывалась, какие мысли ее тревожили.

Реферат // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Кӑшт уҫӑлма илсе тухни те мӗн тӗрлӗ канӑҫ парать пуль тӗрме ҫыннисене.

— Как успокаивают, наверно, узников даже короткие прогулки».

Реферат // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Владимир Ильич уйрӑмах канӑҫ памасть ӑна.

Больше всего беспокойства ей доставлял Владимир Ильич.

Кӑвайтсем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Мария Александровнӑна та ҫав шухӑшсемех канӑҫ памарӗҫ пулас.

Видно, и Марию Александровну одолевали те же мысли.

Пӗтӗм халӑх ӗҫӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

— Спорт федерацийӗн ертӳҫине паян мӗнле ыйтусем канӑҫ памаҫҫӗ?

— Что волнует руководителя Федерации тяжелой атлетики?

Ӑста спортсмена хатӗрлеме вунӑ ҫул кирлӗ // Хыпар. «Хыпар», 72-73 №№, 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗ, 9 стр.

Ҫак тахҫантанпа кӗтнӗ ҫӗр вӑл ӗмӗтленнине ҫитереймерӗ — ун таврашӗнчи ҫынсене, ӑна хӑйне хӳтлӗх те, канӑҫ та памарӗ.

Ей почему-то казалось, что этот долгожданный берег не оправдал надежд, которые они возлагали на него, — не принес ни безопасности для ее близких, ни покоя для нее самой.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Хуҫӑк ҫунатлӑ кайӑк пек канӑҫ тупаймасӑр, кил таврашӗнче кунӗпех кумса ҫӳрерӗ.

И днем металась по дому, как птица с поломанным крылом, не находя покоя.

Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Вӑл Илья Николаевича йывӑр шухӑшӗнчен пӑрас терӗ, анчах ашшӗне хӑй шухӑшех канӑҫ памарӗ.

Она пыталась отвлечь Илью Николаевича, но он думал о своем.

Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Шӑрӑх кунра та ун ҫине ларма канӑҫ ҫук.

Даже в жаркий день на него неприятно садиться.

Кивӗ кресло // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Анчах калаҫу вӑхӑтӗнче те Сашӑна пӗр питӗ кирлӗ шухӑш канӑҫ памарӗ: ачасем пулӑшма пултарӗҫ-ши?

Но и во время разговора Сашу не переставала беспокоить мысль о самом главном, самом важном: могут ли ребята помочь?

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Шиклентерекен шухӑшсем пӗрре те канӑҫ памарӗҫ.

Тревожные мысли не давали покоя.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Анчах ӑна урӑх шухӑш канӑҫ памасть — хӑйсен ӗҫӗсем ҫинчен амӑшне каламалла-ши е пӗр-пӗр майлӑ вӑхӑтчен кӗтмелле-ши?

Но его одолевали и другие мысли: говорить ли матери о своих делах или подождать до подходящего случая?

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Канӑҫ ҫук-мӗн санӑн… — ҫепӗҫҫӗн сӑмах тапратрӗ асламӑшӗ.

Покоя тебе нету… — ласково заговорила бабушка.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней