Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑваш ҫамрӑк улпутне Вырас ирӗк парас ҫук, Тӗне суйса кӗнине Пӗлсен, ахаль тӑвас ҫук…
XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Пурӑнасса пурӑнас Ирӗк вӗҫен кайӑкла: Пӗре вӑйлӑ ҫапӑҫас Тӑшмансемпе паттӑрла, — Ҫавӑнпа та пур ҫӗрте Хатӗр пулӑр хирӗҫме, Пирӗнпеле пӗтӗҫме, Майра ҫарпе ҫапӑҫма, — Пур халӑхпа кӑр тӑма!»
XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Пуҫлӑхсене йӑпатсан, Пӗртак парне тӑратсан — Тӗттӗм ҫӗрле ҫӳреме Ирӗк, теҫҫӗ, кимсене.
X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Уйри ӗҫсем пӗтсессӗн, Каллех тухас шыв ҫине — Ирӗк тутлӑхне ӗҫме.
X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫапла вара чӑваш халӑх пурнӑҫне Эрехпеле сӑрапала юхтарчӗҫ; Ирӗк ҫинчен ӗмӗтленнӗ шухӑшне Мӑнастирте юрла-юрла пытарчӗҫ…
VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Улӑп пекех Урха тӑрать патша умӗнче Аскӑн майра ӑшчиккине вӗркен ҫавӑрса: Ҫуталаҫҫӗ майран ҫутӑ кӑвак куҫӗнче Ясарлӑхпа каскӑн ирӗк пӗрле хутӑшса.
VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Мана Андрей Пономаревпа юнашар тӑрса ҫапӑҫма ирӗк парӑр, — терӗм.
2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
— Ӑнлантӑм, асатте, — терӗм те эпӗ, унран кайма ирӗк ыйтса, юлташсем патне урама тухса вӗҫтертӗм.
2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Тен, пире вӑл вӑхӑтлӑха та пулин хӑйӗн патӗнче пурӑнма ирӗк парать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Фашистсене тапӑнни тӑватӑ кун иртсен, амӑшӗ ирӗк панипе Кирук каллех шоссе хӗрне ҫитсе килме шутларӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Шӑллӗ вара тӳсме ҫук савӑнчӗ, винтовкӑпа пересшӗн пулчӗ, анчах Кирук ӑна ирӗк памарӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Юрать ырӑ ҫын ҫав Ваҫҫа, курма пурне те ирӗк парать.
Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.
Акӑ аппана ача сачӗ уҫма ирӗк панӑ.
Ленин // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ялтан илсе тухса кайма ирӗк памӑпӑр, — тет Шурик ашшӗ.
Пирӗн те революцие пулӑшас // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Аппа кушака асӑрхануллӑн ҫӗклерӗ те ҫепӗҫҫӗн ытамласа ҫупӑрларӗ, унтан: «Ка-а-атя! Ка-а-атя! Ка-а-атя!» — тесе, ачашлама пуҫларӗ, мана та черченкӗ аллӑмпа ҫурӑмӗнчен пӗр-ик хут ачаш туса илме ирӗк пачӗ.
Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.
Темӗнле выҫӑ пулсан та, хуҫи ирӗк памасӑр е вӑрласа нихӑҫан та нимӗн те ҫиместчӗ.
Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.
Ҫав кунтан пуҫласа юлташӑмсем, пур енӗпе те хӑйсемпе «тӑп тан» танлаштармарӗҫ пулин те, мана вӑйӑ-кулӑсенче «умалла иртме» те, «ҫул пуҫӗ» пулма та ирӗк паратчӗҫ, хӑш-пӗр вӑйа «катаччилентерес» е «юнлӑ вӑрҫӑ хирне» ҫавӑрас мелсене шӗкӗлченӗ чух ман сӗнӳсене те шута илетчӗҫ, вӗсене йышӑну никӗсне те хыватчӗҫ.
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
2. Чирлӗ ҫынсене, хавшаксене, ватӑсене, катӑк ӑслӑ кулуҫахсене сывлӑх органӗсем ирӗк памасӑр анекдотсем каласа култарма чарас.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Вӗренӳ министерстви ирӗк панипе учительсем Аркадин аттестатне литературӑпа вӑтам шкулти пур вӗренӳ ҫулӗсенчи пӗтӗмӗшле пӗлӗве хаклакан палла лартма йышӑнчӗҫ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Экзаменра пурпӗрех хатӗр сочиненисемпе усӑ курма ирӗк памаҫҫӗ вӗт…
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.