Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ирттернӗ (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Клуб умӗнчи пӗчӗк пахча ҫывӑхӗнче виҫӗ-тӑватӑ хӗрарӑм пӗр ҫӗре пухӑннӑ та пысӑк канашлу ирттернӗ пекех хӗрӳллӗн калаҫаҫҫӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫак тата ытти ыйтусен хуравӗсене пӗлме пултарчӗҫ кӑҫал 9-мӗш класран вӗренсе тухакан ачасем Вӗренӳ институчӗ паян ирттернӗ вебинарта.

Помоги переводом

Шкул ачисем валли «Республикӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле хатӗрленмелле?» вебинар иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/03/25/s ... zamenne-mn

И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ют чӗлхесен кафедри акӑлчан чӗлхипе ҫыру ӗҫӗсен конкурсне ирттернӗ.

Помоги переводом

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%be%d0%b ... 0%bdace-4/

Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнчен тухнӑ Раҫҫей Геройӗпе Николай Бударинпа та, ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхне Улатӑр хулинче ирттернӗ Совет Союзӗн Геройӗпе Муса Манаровпа та мӑнаҫланатпӑр эпир.

Помоги переводом

Андриян Николаев аллинчен // Илья ТРОФИМОВ. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%b0%d0%b ... %b5%d0%bd/

Пуш уйӑхӗнче Шупашкарти художество училищине йӗркелесе янӑ Ф.С.Быкова халалласа ирттернӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса пӗтӗмлетнӗ.

Помоги переводом

Пултарулӑх конкурсӗнче ҫӗнтернӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%bf%d1%8 ... 80%d0%bde/

Мелиораци комплексне аталантармалли патшалӑх программине РФ ял хуҫалӑх министрӗ Дмитрий Патрушев регионсемпе онлайн мелпе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ.

Помоги переводом

Аграрисене — субсиди // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%b0%d0%b ... %b4%d0%b8/

Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый тунтикун вырӑнти, территори пайӗсен тата учрежденисемпе организацисен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура округ пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӑхса тухрӗҫ.

Помоги переводом

Типӗ курӑка ан ҫунтар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... %b0%d1%80/

Рекеев чиркӳре кӗлӗсене чӑвашла ирттернӗ, хресченсемпе пур ҫӗрте те тӑван чӗлхепе калаҫса Христос тӗнне ӑнлантарнӑ.

Помоги переводом

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Космонавтсен кунне халалласа ирттернӗ мероприятине Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Чӑваш Ен Правительствин пайташӗсем, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, хула ҫыннисем чылайӑн пухӑннӑ, вӗсем Юрий Гагаринпа Андриян Николаев космонавт летчиксен палӑкӗсем умне чӗрӗ чечексем хунӑ.

Помоги переводом

«Космоса пӗрремӗш хут вӗҫни – пирӗн технологи суверенитетне сӑнарлать», – палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/kosm ... ogi-suvere

Сеххиме вара хӑйӗн пурнӑҫне хӑрамасӑр пурӑнса ирттернӗ.

А Сеххиме прожила свою жизнь без страхов.

Ҫичӗ вуллӑ юман // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/504

Еҫеней хӑй пурнӑҫне ҫавӑнта пурӑнса ирттернӗ те.

Есений там прожил всю свою жизнь.

Ҫичӗ вуллӑ юман // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/504

Эп вара чӗрӗк ӗмӗр ҫак выльӑхсемпе ирттернӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акса пӗтерсен вара вӗсем Ҫӳлти турӑ пекех уява пуҫтарӑннӑ, акапуҫӗ ҫӗр-аннене качча илнине, хӑй вӑрлӑхне ӑна панине чысласа ирттернӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳлти турӑ хӑй пуҫне ҫакӑн пек ырӑ шухӑш пырса кӗнӗшӗн питӗ савӑннӑ, керменне мӗн пур турӑсене пуҫтарнӑ та чаплӑ уяв туса ирттернӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Миҫе хӗл каҫнӑ, миҫе ҫу пурӑнса ирттернӗ пӗр-пӗччен — ӑна Кӗлсулттан карчамас хӑй ҫеҫ пӗлет.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗлтӗр «Акатуй» уявне Мускаври Наци ҫурчӗн территорийӗнче йӗркелесе ирттернӗ.

Помоги переводом

Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйне» Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Федераци агенстви пулӑшу парать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/04/pete ... eken-feder

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кун пирки Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Федераци агенствин ертӳҫипе Игорь Бариновпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ вӑхӑтра калаҫса килӗшнӗ.

Помоги переводом

Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйне» Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Федераци агенстви пулӑшу парать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/04/pete ... eken-feder

Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче «Ача-пӑча Акатуйӗ» иртӗ, вӑл РФ Культура министерстви ирттернӗ конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи.

Помоги переводом

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Республика кунне йӗркелесе ирттерес енӗпе ӗҫлекен комитетӑн канашлӑвне ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/05/chva ... respublika

Урхапала урса кайса вӑрҫас чух, Йӗри таври ялти ҫынна пухас чух, — Шӑла йӗрсе хӗрӗпеле пуплесе Ирттернӗ, тет, эсӗ юратӑва тимлесе!..»

Помоги переводом

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мартӑн 24-мӗшӗнче асӑннӑ акци шайӗнче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче экзамен ирттернӗ.

Помоги переводом

Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ тытнӑ // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%b0%d1%8 ... %bd%d3%91/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней