Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Малтанхи (тĕпĕ: малтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ малтанхи пек пӑрасене хӑйрама участокӑн тепӗр вӗҫне чупмалла мар, ку вӗҫне те хӑйрасем вырнаҫтарчӗҫ.

Помоги переводом

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пит хӑпартланмалли цифрах мар паллах, ҫавах та, малтанхи уйӑхсемпе танлаштарсан, пуҫламӑш утӑмсем сисӗнеҫҫӗ.

Помоги переводом

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Малтанхи мастера, пенсие кайиччен юлашки уйӑхсем ӗҫлекенскере, станоксем чарӑнса тӑни питех пӑшӑрхантармастчӗ пулмалла, нимӗнех те шарламастчӗ вӑл, пӗр чӗнмесӗр-тумасӑр уткаласа ҫӳретчӗ-ҫӳретчӗ те слесарьсем пырсан лӑпланатчӗ.

Помоги переводом

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пӗччен тӑвайман ӗҫе ушкӑнпа пурнӑҫласан, вӑл, малтан хӑйӗн калӑпӑшӗпе хӑратса тӑнӑскер, вӗҫленнӗ тӗле малтанхи пек йывӑр туйӑнмасть.

Помоги переводом

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Йӗркеллӗ тыткаласан, малтанхи вӑхӑта ҫитет.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Зина малтанхи пек хастаррӑн калаҫмасть.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Малтанхи кунсенче ирӗке вӗреннӗ чӗпӗсем хӑйсене йӑвашраххӑн тытрӗҫ, апат та витӗрех ҫими пулчӗҫ.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗрсен шӳтне ӑнланать Тамара, хӑй те вӑл малтанхи пек юлташӗсенчен ютшӑнса ҫӳремест, ҫавах ӑна Василий Петрович ҫинчен сӑмах пуҫарни ҫав тери вӑтантарать.

Помоги переводом

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӗсене ӗнтӗ малтанхи пек сарайне хӑваласа кӗртсе кашта ҫине лартма ҫын кирлӗ пулмарӗ.

Помоги переводом

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Василий Петрович пӗр хушӑ темӗн ҫинчен шухӑшласа тӑчӗ, унтан вӑл Лена ҫине пӑхрӗ те: — Мӗнех, апла пулсан, сана эпӗ пӗрремӗш ӗҫ кунӗ пуҫланнӑ ятпа саламлатӑп ҫеҫ. Хӗрсем пирӗн лайӑх, малтанхи вӑхӑтра ак Тамара пулӑшкаласа пырӗ, — терӗ.

Помоги переводом

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Асӑннӑ кӑтарту малтанхи ҫулӑн шайӗнчен 18 процент пӗчӗкрех, ҫав шутра экспорт - АПШн 92 млн долларӗлӗх /22 процент сахалланнӑ/, импорт - АПШн 234,7 млн долларӗлӗх /16 процент чакнӑ/.

Помоги переводом

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

2008 ҫултанпа промышленноҫ производствин динамики ҫапла йӗркеленсе пынӑ, 2009 ҫулта чакнӑ /малтанхи ҫулхинчен 26 процент/, 2010- 2012 ҫулсенче вӑйлӑ аталаннӑ /2010 ҫулта - 11,9 процент, 2011 ҫулта - 11,7, 2012 ҫулта - 10,3/, 2013 ҫулта производство ӳсӗмне 0,5 процент таран чакарнӑ тата 2014 ҫулта ӑна 4,5 процент таран ӳстернӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

2014 ҫулта кашни ҫын вӑтамран уйӑхра 16386,7 тенкӗ е малтанхи ҫулхинчен - 6,9 процент, 2008 ҫулхинчен 2 хут ытларах тӑкакланӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Малтанхи кунсенчех район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Осипов, Комсомольски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ М.Илларионова, райпо, «Кооператор», «Хлебозавод» ОООсем, «Слава картофелю» агрофирма, Э.Кокшин, Г.Зайцева, И.Минуллин предпринимательсем, халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр, «Молодая гвардия» вырӑнти уйрӑмӗн волонтерӗсем, педагогсем, культура ӗҫченӗсем, уйрӑм ҫынсем те чылай япала илсе килнӗ.

Помоги переводом

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Поэт хӑйӗн произведенийӗсене пӗтӗмпе пекех чӑвашсен малтанхи хаҫатӗнче — «Хыпар» хаҫатра пичетленӗ.

Помоги переводом

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Малтанхи тапхӑрта ҫак паллашу пӗр-пӗрне пуҫ тайса, алӑ тытса саламланинчен мала кайман.

Помоги переводом

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Н С. Меценатов Коммунистсен партине Совет влаҫӗн малтанхи тапхӑрӗнчех кӗнӗ.

Помоги переводом

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Гидростроительсен малтанхи ушкӑнӗнче чӑваш ҫамрӑкӗсем те хӑйсен вырӑнне тупрӗҫ.

Помоги переводом

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Пӗрисем — Балаковӑран, Саратов ГЭСӗн строительствинчен, килнӗ кунта, иккӗмӗш ушкӑнӗ, ватӑ Днепрпа сывпуллашса, аслӑ Атӑл еннелле васканӑ, виҫҫӗмӗшӗсем — чӑваш ҫамрӑкӗсем — Атӑл ҫинче хӑватлӑ стройка пуҫланасса кӗтсе илнӗ-илнех, малтанхи кунах гидростроительсемпе пӗрле ӗҫе тухнӑ.

Помоги переводом

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫапах та малтанхи кунсенче романтика тути-масине астивмеллех пулчӗ.

Помоги переводом

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней