Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл вара мана каҫарас ҫук хӑйне пӑрахнӑшӑн.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Лешӗн нимӗн тума ҫук, вӑл та, ҫаврӑнса, хӑйне хӑвалакана тепӗр аллипе мӑйран ҫатӑрласа илчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Крапивин хӑйне алла илме тӑрӑшрӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тӑвансенчен ялта хреснай ывӑлӗ кӑна юлнӑ, вӑл та пулин Шупашкарта КПЗра хӑйне мӗншӗн хупнине пӗлмесӗр кулянса ларать.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Мӗншӗн тесен кашни хурах айӑпне тӗрӗс пӗлмелле, ҫавна кура хӑйне тивӗҫ наказани памалла.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Антупа Кӑтра Машук ҫумне хушса кӗвӗҫнипе хӑйне ҫапла тыткалать пулӗ ку Санюк тенӗччӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ара, унта хӑйне мӗн кӗтнине пӗлмесӗр, кам кайӗ малалла…
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӑйне хӑй ӗненмесӗр, пӑлханнипе тӑр-тӑр-тӑр чӗтресе ларать Шамшутдин, туслашнӑ ятпа тепӗр ҫур стакан эрех ӗҫсен те ниепле лӑпланаймарӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӑйне Кучан тенӗшӗн те ҫиленмест.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тӗреклӗ ҫын пулин те, темшӗн, хӑйне вӑл ушкӑнра чи кӗҫӗнни пек тыткалать.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тепӗр хӑрпӑк кӗлеткеллӗ чӑвашӗ кӑна, хура та хаяр сӑнлӑскер, ҫӑра сухалпа витӗннӗ ансӑр питӗнчи пӗчӗк хура куҫӗпе пӑраланӑ пек пӑхаканскер, хӑйне ирӗклӗ тыткалать — никама пӑхӑнманнине кӑтартасшӑн тейӗн.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вырӑс пекех сарӑскер, сухалне пӳрне хулӑнӑш ӳстернӗскер, хӑйне ыттисенчен пач урӑхла тыткалать вӑл.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кайсан тата, ак хайхи, хӑй чӗннӗ милиционерсем хурахсене килсе хупӑрлӗҫ те, перкелешӳ пуҫлансан, Шамшутдина хӑйне те лектерӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Мӗн чухлӗ ыйтман-ши унран хӑйне те «ӗҫе» илмешкӗн.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫавӑнпа Крапивин халиччен яланах шанатчӗ Константин Дмитриевича, кунче вара вӑл обком секретарӗ хӑйне тем сӑлтавпа пысӑк ӗҫрен пӑрнӑ пек туйрӗ…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Обком секретарӗнчен Кузюковран хӑйне парти е Совет ӗҫне, пӗр сӑмахпа, халӑх хуҫалӑхне ҫӗклессипе ҫыхӑннӑ ӗҫе яма ыйтнӑччӗ вӑл.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫитменнине, хӑйне ун умӗнче айӑплӑ туйрӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Юлташӗсем патне таврӑнсан, лешсем апат ҫинӗ хушӑра Ванькка пурне те стрелук мӗн пӗлтерни, хӑйне мӗнле тыткалани ҫинчен каласа пачӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унӑн револьверне Ванькка илчӗ, хӑйне, ҫыхса хурса, юлташӗпе юнашар кайса лартрӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Майоров хӑйне локомобиль юсама хушнипе усӑ курчӗ.