Поиск
Шырав ĕçĕ:
Юлашкинчен, ман телее, куккапа старик темле пӗр чиркӳ ҫывӑхӗнчи пӗчӗк йывӑҫ пахчи еннелле пӑрӑнчӗҫ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Ҫырура вӑл мана хӑй патне кӗменшӗн ятланӑ тата пионерсен Мускав ҫывӑхӗнчи лагерӗн начальникне халех Валентина адресне пӗлтерме хушнӑ, — вӗсем мана Валентина таврӑниччен пурӑнма ҫавӑнта чӗнме шут тунӑ иккен.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Нӳхреп ҫывӑхӗнчи йывӑҫ щитсене аркатнӑ.Тяжёлые деревянные щиты, что стояли не очень далеко от погреба, были разбиты.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Георгий Шумилов. Гайдар, Аркадий Петрович. Тӑваттӑмӗш блиндаж: калав; вырӑсларан Г.С. Шумилов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с.
Ҫапла эпир Мускав ҫывӑхӗнчи тайгана ноябрь уйӑхӗнче кӑнтӑрла вунпӗр сехетрен тата икӗ сехетрен пуҫласа каҫчен пакшасем тытма ҫӳретпӗр, ҫав сехетсенче пакшасем хыр икеллисем ҫиеҫҫӗ, туратсем ҫинче ярӑнаҫҫӗ лайӑхрах апат шыраса пӗр йывӑҫ ҫинчен тепӗр йывӑҫ ҫине сиксе лараҫҫӗ.
Пакша // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 126-129 с.
Петербург повеҫӗсенче Гоголь «Диканька ҫывӑхӗнчи хуторта ирттернӗ каҫсенчи» фольклор идиллийӗнчен нумай аякка кайнӑ, вӗсенче писатель ун чухнехи вырӑс пурнӑҫне критикӑлла реализм позицийӗнчен пырса сӑнласа кӑтартнӑ, унӑн социальнӑй условийӗсене тӗплӗ тишкернӗ.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Гоголь, хӑйӗн литература ӗҫне романтикӑлла фантастика евӗрлӗ хаваслӑ повеҫсемпе («Диканька ҫывӑхӗнчи хуторта ирттернӗ каҫсем») пуҫласа янӑскер, часах патша Российӗнчи помещиксемпе бюрократи стройӗн мӗнпур ирсӗрлӗхӗсене туйса илнӗ, вара ҫак ирсӗрлӗхе хӑйӗн гениллӗ таланчӗпе кӑтартса панӑ.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Кӗпер ҫывӑхӗнчи ялсенче пурӑнакансене нимӗҫсем ҫӗрле ыйхӑран вӑратса тӳрех ӗҫлеме хӑваласа кайрӗҫ.Ночью в ближайших от моста селах немцы подняли жителей прямо с постелей и погнали на строительство.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Тӑкӑрлӑкра хӑварнӑ уйгур урапи, картишӗнче хуҫи пурттине васкаса лартса тарнӑ вутӑ каскипе ун ҫывӑхӗнчи саваласа ҫитереймен хӑма, урам варринчи лутра курӑка мӑйракисенчи пӑявӗсене хывманнипех ӳркевлӗн чӗпӗтсе ҫӳрекен вӑкӑрсем, ҫӑл пури патӗнчи тӳнсе кайнӑ витре — ҫаксем пурте ӗнтӗ хуторта кал-каллӑн юхса пынӑ пурнӑҫ кӗтмен ҫӗртенех арӑш-пирӗшшӗн пӑсӑлни, хуҫисем ӗҫӗсене пӑрахсах таҫта-таҫта пытанса пӗтни ҫинчен калать.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорие пуринчен ытла шиклентерсе ҫӳренӗ ӗҫ апрелӗн вунсаккӑрмӗшӗнче Слащевски станица ҫывӑхӗнчи юман вӑрманӗ хӗрринче пулса иртрӗ.То, чего опасался Григорий, случилось восемнадцатого апреля на опушке Слащевской дубравы.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тип Донец сали ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫура Яков Фомин командир пулса ертсе пынӑ Вешенски эскадронӗ, флангран пырса ҫапса, повстанецсен пысӑк ушкӑнне лӑскаса тӑкнӑ, лешсем тарма тытӑнсан, хыҫран хӑваласа кайса, ҫӗр ҫитмӗл ҫынна яхӑн хӗҫпе тураса тӑкнӑ, хӑйсенне пӗтӗмпе те виҫӗ боец кӑна ҫухатнӑ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сальск ҫывӑхӗнчи пӗр ҫиманикре, утсене кӑштах кантарас тесе, Григорипе Прохор тӑватӑ кун пурӑнчӗҫ.В одном из сальских зимовников они с Прохором прожили четыре дня, решив дать лошадям отдых.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Дон урлӑ каҫмалли вырӑнсене снарядсемпе патронсем турттарса каякан обозсем Гетман шляхӗ тӑрӑх куллен-кун хӗвеланӑҫ енчен тухӑҫалла тӑсӑлчӗҫ, Дон ҫывӑхӗнчи хуторсенче беженецсем курӑнма пуҫларӗҫ.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫыран ҫывӑхӗнчи акшар чулӗн вӗтӗ-вӗтӗ тӗпренчӗкӗсене кӑчӑртаттарса, кимӗ ҫӗре перӗнчӗ.С шорохом и хрустом дробя прибрежную меловую осыпь, баркас коснулся земли.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Таврана каҫ сӗмӗ хупласан, Григорий ҫӗр каҫма Балашов ҫывӑхӗнчи пӗр пысӑк мар яла ҫитсе чарӑнчӗ.Неподалеку от Балашова уже в сумерках Григорий остановился в одной небольшой деревушке на ночевку.
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Усть-Медведица ҫывӑхӗнчи Ховански хуторне Григорий ҫӗрле тин ҫитрӗ.В хутор Хованский, расположенный неподалеку от Усть-Медведицкой, Григорий приехал ночью.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Таҫта лере, сенкер тӳпен вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑшӗнче, ҫил ачисем ахӑрашса ҫӳреҫҫӗ, хӗвелпе ҫуталакан сивӗ пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ, лашана та ӗҫке-ҫике юратнӑ хаваслӑ Сашка мучие тин кӑна йышӑннӑ ҫӗр ҫинче вара пурнӑҫ ҫав-ҫавах-ха хӑватлӑн вӗресе тӑрать: сад ҫумӗнчен пуҫланса каякан ҫеҫенхирӗн симӗс ытамӗнче, кивӗ итем карти ҫывӑхӗнчи хир кантӑрӗ хушшинче, путенесем шавлӑн ҫатӑлтатса ҫапӑҫни илтӗнсе тӑрать; унта тыркассем шӑхӑраҫҫӗ, тӗкӗлтурасем нӑрласа вӗҫеҫҫӗ, ҫил ачашласа ҫупӑрлакан курӑк пӑшӑлтатать, вӗлтӗртетсе юхакан ӑрша хумӗсем хушшинче тӑрисем юрлаҫҫӗ тата, этӗмӗн ҫутҫанталӑкри вӑй-хӑватне палӑртса тӑнӑ пек, таҫта инҫетри-инҫетри тип ҫырма тӑрӑх пулемет сасси тимлӗн, ҫилӗллӗн те янӑравсӑррӑн шӑтӑртатать.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Асаилӳсемпе хуйха ӳкнӗ Григорий хӑйӗн чӗришӗн хаклӑ ҫав пӗчӗк масар ҫывӑхӗнчи курӑк ҫинче чылайччен капмар кӑвак тӳпе ытамнелле пӑхса выртрӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Иккӗмӗшӗ ҫул ҫывӑхӗнчи ватӑ хура тирекӗн ҫара тымарӗ ҫине пырса тӑрӑнчӗ, вут-хӗм сирпӗнтерсе шартлатрӗ те казаксем ҫине тачка ҫӗр чӑмаккисемпе ҫӗрӗк йывӑҫ тӗпренчӗкӗсене пӗрӗхтерчӗ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӗччен чух кӗсьерен кашни кӑлармассерен вӑл Мишка чунне шухӑшламан ҫӗртен килсе кӗнӗ асаилӳсемпе хумхантарчӗ; вӑл вара ҫӑл ҫывӑхӗнчи шурӑ пӑспа пиеленнӗ тиреке, каҫ сӗмӗ карса илнӗ тӳперен тӑман вӗлтӗртетсе вӗҫнине, Дуняшкӑн вӗттӗн чӗтренекен ҫирӗп тутине те, унӑн авӑнчӑк куҫ хӑрпӑкӗсем ҫинче ирӗлекен чӑлт-шурӑ юр пӗрчисене те аса илчӗ…
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Чир урлӑ лашине уттарса каҫрӗ; казак слободи ҫывӑхӗнчи тапӑрта Рябчикова шыраса тупрӗ.Через Чир переправился вброд; на стойле, около казачьей слободки, разыскал Рябчикова.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.