Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӗнле асӑрхаман-ха ӑна Иван халиччен.
Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Эпӗ халиччен килте хам хуҫа тесе пурӑннӑччӗ.
Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Петр Петрович, эпӗ халиччен коньяк ӗҫмен.
Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ман лавккана халиччен сирӗн пек пирӗшти ура ярса пусни пулманччӗ-ха.
Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Йӗкӗтсенчен кунашкал ташлакансем пур-ха ялта, анчах хӗрсем кунашкал тӗлӗнтермӗш ташланине халиччен никам та курман.
Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех унта ӗҫленӗ, халиччен нихҫан та шуйттан курнине каламан.
Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Халиччен тӳсӗмлӗ итлесе тӑнӑ Хрестук сылтӑм аллине ҫӗклесе сывлӑшра ваш! сулса илчӗ те: — Ухмах эсӗ! — тесе хучӗ.
Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Учитель халиччен илтмен япаласем ҫинчен каласа пани ҫамрӑксене кӑсӑклантарса ячӗ.
Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Лешсем ашшӗ ҫапла кӑтӑрса кайнине халиччен курманччӗ-ха.
Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Иван халиччен те хӑйне «тарҫӑ» тесе чӗннине илтменччӗ-ха.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тарье упӑшкинчен халиччен кун пек ӑшӑ сӑмах илтменччӗ.
Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Шаккур кунашкаллине курманччӗ-ха халиччен.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫапах та халӑх кунта халиччен паянхи чухлӗ пулман.
Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӗсем кун ҫӳллӗш япала ҫине халиччен те хӑпарса курман. йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗҫ.
Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Халиччен шыв сыпнӑ пек шӑпӑрт тӑнӑ ҫынсене тинех чун кӗчӗ.
Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Анюк халиччен кун пек япала курманччӗ.
Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Куна юрать, — сӗнчӗ Петӗр, Анюка халиччен никам та «Анюҫӑм» тесе чӗнменччӗ-ха, ҫавӑнпа та унӑн сӑнӗнче вӑтанни те, савӑнни те сисӗнчӗ.
Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Халиччен Чӑваш Яшми ялӗнче каҫ пулнӑ-пулманах хуткупӑс сасси янӑрама пуҫлаканччӗ, унта та кунта балалайкӑсем тӑнкӑртатни хӑлхана ачашлатчӗ, таврана хӗрсен хаваслӑ юррисем чӗтренсе-чӳхенсе сарӑлаканччӗ.
Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫавӑн чухне Петӗр ҫав питӗ вӑйлӑ, шиксӗр чӑваш Хусан сабантуйӗнче халиччен чапа тухнӑ мӗнпур тутарсене ҫӗнтерсе паттӑра тухнине курнӑччӗ.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Халиччен вӗсем ку таврара ҫакнашкал ут курманччӗ-ха.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.