Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тутисене (тĕпĕ: тута) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лузгин ҫамкине пӗркелентерсе, тутисене чӑмӑртаса ларать.

Лузгин сидел, наморщив лоб, сжав губы.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аникей чӑх шӑммисене кӑшласа тухрӗ, ывӑҫ тупанӗпе тачка тутисене шӑлчӗ, пӗр-икӗ минут конюх ҫинӗ пӑхрӗ.

Аникей обглодал все косточки, вытер ладонью мясистые губы и минуты две глядел на конюха.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Конюхӑн куҫ хӑрпӑкӗсем мӑч-мӑч туса илчӗҫ, вӑл ҫӑварне те карнӑччӗ ӗнтӗ, анчах ҫавӑнтах тутисене хыттӑн чӑмӑртарӗ.

Конюх дрогнул ресницами, раскрыл было рот, но тут же снова упрямо сжал губы.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Серафимӑ тутисене йӗрӗнчӗклӗн чалӑштарчӗ, питне тӑрӑхларах ҫаврака тӗкӗр патне ҫывхартрӗ, тӗкне татса хуратнӑ куҫ харшисене тикӗслесе тухрӗ те ӑна пӳрнипе сурчӑкласа якатрӗ.

Серафима презрительно скривила губы, приблизила лицо к овальному зеркалу, пощипала, выравнивая, черненые брови, примяла их, послюнявив палец.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Юрать… — терӗ Аникей тӑстарса, тутисене хӑй тӗллӗн чӑмланӑ пек сиктеркелерӗ.

— Так… — протянул Аникей и пожевал губами.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл, йӗрӗнчӗклӗн кулса, тутисене чалӑштарса илчӗ.

Он скривил в презрительной усмешке губы.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Прасковья Васильевна пуканӗ ҫине ларчӗ, стакана хӑйӗн умнерех шутарчӗ, тутисене кӳреннӗн чӑмӑртаса, пӗр самант чӗнмерӗ.

Прасковья Васильевна снова опустилась на стул, отодвинула от себя стакан, с минуту молчала, обиженно поджав губы.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пробатов тутисене ҫыртрӗ, ун кӑшт хӗснӗ кӑвак куҫӗсем кулмаллипех кулчӗҫ.

Губы Пробатова были плотно сжаты, а голубые глаза, чуть суженные в легком прищуре, откровенно смеялись.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ун куҫӗсем кӑштах йӑвашланчӗҫ, ӑшӑ йӑл кулӑ ҫилпе кушӑрканӑ тутисене чӗтрентерчӗ.

Глаза его будто немного оттаяли, обветренные губы шевельнула тихая улыбка.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Яланах пӗтсен ҫитеттӗн, ӑнран кайнӑ тӗле! — хӑйӗннех печӗ Дымшаков, ӳсӗррипе тутисене чалӑштарса.

— Являлся завсегда к шапошному разбору, — твердил свое Дымшаков и нехорошо кривил в пьяной усмешке губы.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Бунчук, тутисене чӗтрентерсе, ун патне ыткӑнчӗ.

Дрожа губами, Бунчук рванулся ей навстречу.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫывӑракан Сергей ҫине пӑхса ларма ӑна ҫав тери кӑмӑллӑ пулнӑ, вӑл темиҫе минут хушши ун ҫинчен куҫне илмерӗ, — унӑн сарлака, икӗ урлӑ йӗр анакан ҫамкине, кӑшт уҫнӑ тутисене, сылтӑм куҫхаршийӗ ҫине ӳкнӗ хытӑ ҫӳҫ пайӑркине Иринӑн тинкерсех пӑхас килнӗ.

Ей так было приятно видеть Сергея спящим, что она несколько минут не сводила с него глаз, — хотелось попристальнее рассмотреть и его широкий, с двумя поперечными морщинками, лоб, и чуточку приоткрытые губы, и клок жесткого чуба, упавшего на правую бровь.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эпир ӑна сӳтсе яврӑмӑр ӗнтӗ, ырларӑмӑр, — терӗ Глаша, тутӑр вӗҫӗпе тутисене хупласа.

— Мы уже обсудили и одобрили, — сказала Глаша, закрывая губы кончиком платка.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Лукерья Ильинишна тӑчӗ те, тутисене тутӑрпа шӑлса, пуху лӑпланиччен кӗтрӗ:

Поднялась Лукерья Ильинишна, вытерла платочком губы, подождала, пока собрание успокоится.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ирина хӗрелсе кайрӗ, вӑтаннипе тутисене ҫӑт ҫыртрӗ.

Ирина смущенно закусила губу.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тен, ӳт-тирӗм ҫеҫ ман ак ҫак сысна аҫи пек самӑр этемӗнчен ҫӳхе пулӗ: ҫавӑнпа та эпӗ пуриншӗн те чӑтма ҫук хыпса сунатӑп, «оборонӑшӑн ӗҫлесе» мар, вӑрҫӑ хирӗсем тӑрӑх тӳрӗ чунпа сӗтӗрӗнсе ҫӳретӗп пулӗ; ҫавӑнпах ун чухне те эпӗ, хӗлле, Могилев хулинче, вырӑнтан кӑларнӑ император автомобиль ҫине ларса ставкӑран кайнине, унӑн хурлӑхлӑн чӗтрекен тутисене тата чӗркуҫҫийӗ ҫинче асаплӑн, шӑнса кайнӑ ҫеҫке пек хевтесӗррӗн выртакан аллине курсан, юр ҫине тӗшӗрӗлсе ӳксе, ача пек ӳлесе ятӑм…

Может быть, у меня немного тоньше кожа, чем у этого вот упитанного боровка, может быть, поэтому я болезненней реагирую на все, и наверняка поэтому я — честно на войне, а не «работаю на оборону», и именно поэтому тогда зимой, в Могилеве, когда я увидел в автомобиле свергнутого императора, уезжавшего из ставки, и его скорбные губы и потрясающее, непередаваемое положение руки, беспомощно лежавшей на колене, я упал на снег и рыдал, как мальчишка…

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сайра та тарӑн сывлани илтӗннӗ, такам, тутисене тутлӑн чаплаттарса, ыйхӑ тӗлӗшпе калаҫнӑ.

Слышалось глубокое дыхание, кто-то говорил во сне, сладко причмокивал губами.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Савӑнмалли нимех те ҫук, — тутисене ҫыртса, ерипен каларӗ Варя.

— Невесело, — тихо сказала Варя, кусая нижнюю губу.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анфиса хӗрелсе кайрӗ, тутисене ҫыртрӗ, унӑн кулас та килет, куҫҫулӗ те тухать, чӗрине савӑнӑҫпа пӗрле темле, нихҫан туйса курман хӑрушлӑх килсе пусрӗ.

Анфиса краснела, кусала губы, ее мучили и смех и слезы, а на сердце было и весело, и как-то боязно.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл тутисене тач тытни, ӳт-тирӗ хурарах тӗслӗ пулни, пӳрне хулӑнӑш куҫхаршийӗсем сӑмси тӗлӗнче пӗрлешсе тӑни — ҫаксем пурте ун питне сивӗрех сӑнлӑ кӑтартаҫҫӗ…

Резкий очерк плотно сжатых губ, природная смуглость кожи, сросшиеся на переносье брови шириной в палец — все это придавало его лицу суровость…

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней